Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӗсен ӗҫне хӑвӑр хулпуҫҫи ҫине илме тӑрӑшни — япӑх: мӗншӗн тесен, пӗр ҫыннӑн хулпуҫҫийӗ тем пекех ҫирӗп пулсан та, вӑл коллектив хулпуҫҫийӗ чухлӗ тӳсеймест.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫӑмахран, эпӗ сасартӑк генерал тумтирӗпе пырса кӗретӗп: манӑн сылтӑм хулпуҫҫи ҫинче эполет, сулахай хулпуҫҫи ҫинче те эполет, хулпуҫҫи урлӑ кӑвак лента ҫакса янӑ, Ун чух мӗн калаҫӗ вара манӑн илемлӗ хӗр?
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Тетӗшӗ шӑллӗ ҫумне пырса тӑчӗ (вӑл ӑна хулпуҫҫи таран ҫеҫ), сылтӑм аллине ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те:
Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Гвардеецсем сехете тӗреклӗ шӑчӑ ҫине тирсе хулпуҫҫи ҫине хучӗҫ те, Англире эль пичкисене хулпуҫҫи ҫине хурса йӑтнӑ пек, йӑтса кайрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫавӑнпа та вӑл пӗтӗм ҫул тӑршшӗпех фикус чӳлмекне пӗр алӑ ҫинчен тепӗр алӑ ҫине куҫарса тытса тата пӗр хулпуҫҫи ҫинчен тепӗр хулпуҫҫи ҫине лартса пычӗ.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫак сӑмахсене каласа вӑл ман хулпуҫҫи ҫине вӑйпа таянса вырӑн ҫинчен тӑма тытӑнчӗ, хулпуҫҫи ыратнипе эпӗ кӑштах кӑшкӑрса яраттӑм.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Уссиллӗ ҫын кӗреҫине пӗр хулпуҫҫи ҫинчен тепӗр хулпуҫҫи ҫине илсе хучӗ те, Таня ҫине пӑхмасӑрах, хӑвӑрт утса кайрӗ.Усатый дядя переложил лопату на другое плечо и быстрей зашагал прочь от Тани.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Анчах ун пекки ним те пулмарӗ, — вӗсем юнашар, хулпуҫҫи ҫумне хулпуҫҫипе тӗкӗнсе ларса, кӗске сӑмахсемпе лӑпкӑн калаҫса ларатчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
София Олимпиевнӑна курса, вӑл ун патне чупса пычӗ те, унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине хӑйӗн шинельне ҫакрӗ, вара, хутаҫне хулпуҫҫи урлӑ уртса, пирӗн пата васкарӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Шохенко лейтенант стена хӳттине ҫитсе чарӑнчӗ те автоматне пӗр хулпуҫҫи ҫинчен илсе тепӗр хулпуҫҫи ҫине ҫакрӗ.Наконец лейтенант Шохенко зашёл под прикрытие стены, перекинул ремень автомата с плеча на плечо.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Унӑн кӗлетки йӗнертен пуҫласа хулпуҫҫи таран курӑннӑ; хулпуҫҫинчен ҫӳлте нимӗн те курӑнман.Его фигура была видна только от седла и до плеч; поверх плеч ничего не было видно.
LVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫурӑм хыҫне ҫакнӑ сумкӑпа хулпуҫҫи урлӑ уртса янӑ винтовка чӗнӗсем хулпуҫҫине ыраттарман пулсан, пӗрехмай утса пынипе урасемпе хулсем ҫав териех ыратман пулсан, штабра шутланинчен те лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Вӗсем, перӗнмеллех хулпуҫҫипе хулпуҫҫи юнашар утса, вӑраххӑн кухньӑна тухрӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑрах кӗскен калаҫа-калаҫа илчӗҫ:Они медленно пошли плечо к плечу в кухню и, не глядя друг на друга, перекидывались краткими словами.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ, картлӑ кӗвентене пӗр хулпуҫҫи ҫинчен тепӗр хулпуҫҫи ҫине куҫарса, ҫав ҫын шпион пулнине туйса, ӑна куҫ айӗн пӑхса сӑнарӗ.Мать, передвигая коромысло с плеча на плечо, исподлобья следила за ним, чувствуя, что это шпион.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Сунарҫӑ ывӑлӗ тата пиҫиххи хушшине пуртӑ чикнӗ, компас хунӑ сумкине сылтӑм хулпуҫҫи урлӑ, икӗ кӗпҫеллӗ пӑшалне сулахай хулпуҫҫи урлӑ ҫакса янӑ та — мӗнпур вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксемшӗн калама ҫук хӑрушӑ пулса тӑнӑ.
II // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ҫурӑмӗпе хулпуҫҫийӗсем тӗлӗнче, хулпуҫҫи урлӑ кармакласа ҫыхнӑ пиҫиххисем сӑтӑрӑннипе йӑлтӑркка йӗр юлнӑ вырӑнсенче, тӗксӗм йӗпе, йӑрӑмсем палӑраҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вороновский, лутакарах пӳллӗ тапчам этем, тӑпӑл-тӑпӑл ларакан шинельне офицерсем хулпуҫҫи урлӑ ҫыхакан пиҫиххипе хӗреслесе каркаланӑскер, хулпуҫҫийӗсене тӳрлетрӗ; унӑн касса тикӗсленӗ хура мӑйӑхӗ айӗпе кулӑ шӑвӑнса иртрӗ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл тимӗр таканлӑ керзовӑй атӑ тӑхӑннӑ, вӗр-ҫӗнӗ офицер шинелӗ ҫинчен сарлака пиҫиххи хушшине пӳрне те кӗмелле мар хытӑ туртса ҫыхнӑ; сылтӑм хулпуҫҫи урлӑ портупея ҫакса янӑ, пуҫне кубанка тӑхӑннӑ, хулпуҫҫисем ҫинче башлыкӗ ҫилпе вӗҫсе ялкӑшакан ҫулӑм пек курӑнать.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл чӗннисенчен кам килнине секретарьтен ыйтса пӗлесшӗнччӗ кӑна, анчах ҫав вӑхӑтра сасартӑк алӑкран ҫӑмламас йӗпе ҫӗлӗк курӑнса кайрӗ, ӑна икӗ пысӑк сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ пулмалла; унтан бурка, уртса янӑ сарлака хулпуҫҫи курӑнса кайрӗ, хулпуҫҫи ҫинчи бурки шӗп-шӗвӗр кӗтесленсе тӑрать; унтан вара кабинета утса мар, темле хыҫӗпеле сӗртӗнсе, Игнат Савельевич Хворостянкин кӗчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫамрӑк командирӑн хулпуҫҫи туртӑнчӗ, вӑл питҫӑмартине хулпуҫҫи ҫумне сӑтӑрса илчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.