Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗве сăмах пирĕн базăра пур.
тӗве (тĕпĕ: тӗве) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хӑрушӑ чӗрчун пӗр курпунлӑ, тӑрнаккай вӑрӑм ураллӑ тӗве пулнӑ иккен.

Страшным существом этим оказался одногорбый, с непомерно длинными ногами верблюд.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Бёрк ҫавӑн пекех тата тӑватӑ тӗве вилнӗ.

Бёрк а также четыре верблюда пали.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем хӑйсемпе пӗрле ултӑ тӗве тата виҫ уйӑха ҫитмеллӗх апат-ҫимӗҫ: виҫӗ квинтал ҫӑнӑх, аллӑ кӗрепенке рис, аллӑ кӗрепенке сӗлӗ кӗрпи, пӗр квинтал типӗтнӗ лаша какайӗ, ҫӗр кӗрепенке тӑварланӑ сысна какайӗ, ултҫӗр кӗрепенке сухари — мӗн пурӗ ултҫӗр миль таранччен ҫӳресе килмелӗх илнӗ.

Они взяли с собой шесть верблюдов и необходимое пропитание на три месяца: три квинтала муки, пятьдесят фунтов риса, пятьдесят фунтов овсянки, квинтал сушёного лошадиного мяса, сто фунтов солёного свиного мяса, тридцать фунтов сухарей — всё, что нужно для путешествия в шестьсот лье.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫулҫӳревҫӗсемпе вӗсен вунсакӑр уйӑха ҫитмелӗх апат-ҫимӗҫсене ҫирӗм пилӗк лашапа ҫирӗм пилӗк тӗве хӑйсем ҫинче илсе ҫӳренӗ.

Двадцать пять лошадей и двадцать пять верблюдов несли на себе путешественников, их багаж и съестные припасы на восемнадцать месяцев пути.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Илемлӗ кӑна кайӑк, тулашӗпе курпунсӑр пӗчӗк тӗве майне килет; куҫӗ пӗчӗккӗ, хӑй типшӗм, урисем ҫинҫе те вӑрӑм, ҫӑмӗ вара пурҫӑн пек йӑлтӑркка та кӑпӑш, сӗтлӗ кофе тӗслӗ.

Это был красивый зверь, напоминающий внешностью маленького безгорбого верблюда; у него была крохотная голова, худое тело, длинные и тонкие ноги, шелковистая, мягкая шерсть цвета кофе с молоком.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӗве пек ӗҫлетпӗр, тав тӑвас вырӑнне сана кам хӗнес тет, ҫав ӗнсе чиккинчен парать, хута кӗрекен никам та ҫук.

Работаем, как верблюды, а в благодарность тебя по зубам бьет кто только вздумает, и ни от кого защиты нет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ашак кӳлсе е тӗве ҫине утланса кӗрсен килӗшӳллӗрех те ҫав, ашак-тӗвем ҫуккине кура шӑвӑҫ чуманпа лартса ярас-тӑр тетӗп.

Запрячь ишака или оседлать верблюда было бы куда лучше, но у нас их нет, придётся отправить тебя на жестяных салазках.

Шӑвӑҫ чуман // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 38–42 с.

Вӗсем Манычпа Салран лашапа тӗве кӗтӗвӗсене хӑваласа пынӑ, пурӑнмалли йывӑҫ будкисене те тинӗс хӗрринех турттарса килнӗ.

Они пригнали с Маныча и Сала косяки лошадей и верблюдов, до самого моря довезли свои деревянные жилые будки.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Хӑлха чикки туянтармалла-и ӑна? — шухӑша кайнӑ пекрех ыйтрӗ питне тӗве тирӗнчен ҫӗленӗ пашлӑкпа кӗптенӗ патвар казак.

— Дать ему взбучки? — раздумчиво спросил дюжий казак с лицом, закутанным верблюжьим башлыком.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл темле чарусӑр тӗве майлӑ мӗкӗл-мекӗл сиккелесе тата хытӑрах тарчӗ.

Он еще больше убыстрил бег, перейдя на какой-то разнузданный верблюжий галоп.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗнтӗ юланутсен ҫурӑмӗсем ҫинче тӗве ҫӑмӗнчен тӗртсе тунӑ пашлӑксем уссӑр ҫапкаланчӗҫ, ҫӗлӗкӗсем айӗнче ҫамкисем тарларӗҫ, кӗрӗк пиншакпа тата ӑшӑ чекменпе ҫӳреме пӑчӑ пула пуҫларӗ.

Уже ненужными болтались на спинах всадников башлыки верблюжьей шерсти, а под папахами мокрели лбы, и жарковато становилось в полушубках и теплых чекменях.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫеҫенхир тӑрӑх кӑлкан куҫа йӑмӑхтармалла йӑлтӑртатать, тӗве тирӗ тӗслӗ вӗри курӑк йӑсӑрланать; хӑлат, ҫунаттисене чалӑштарса, сенкер тӳпере ярӑнать, — аялта, курӑк тӑрӑх, унӑн пысӑк мӗлки сасӑсӑр шуса иртет.

По степи слепяще, неотразимо сияет ковыль, дымится бурая, верблюжьей окраски, горячая трава; коршун, кренясь, плывет в голубом внизу, по траве, неслышно скользит его огромная тень.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан, Христоня тӗлӗнсе хашлатса янине илтсе, качака, ҫиҫӗм пек юман чӑтлӑхне тапса сикнӗ; казаксем вара унӑн тӗссӗр кӑвак чӗрнисен йӑлтӑрккипе тӗве тирӗ тӗслӗ кӗске хӳрине ҫеҫ курса юлма пултарнӑ.

Коза, услышав Христонин изумленный вздох, так махнула по молодому дубняку, что лишь мигнули в глазах казаков сине-сизые глянцевитые раковины копыт да верблюжьего цвета куцый хвост.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫил сӑртсем ҫинчи юра вӗҫтерсе, ҫавра ҫил пек ҫавӑрса аялалла ывӑтать, урса кайнӑ ҫил-тӑман пӗтӗм пӗлӗте, пӗтӗм ҫеҫенхире, Тӗве туне, Усть-Невински станицине шурӑ чатӑрпа карса илчӗ.

Ветер сдувал снег с гор, кружил, бросал его в низину, пурга разгулялась и белым полотном затянула все небо, степь, Верблюд-гору, Усть-Невинскую.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шурӑ пуҫ вӑл сӑмахсем мӗн иккенне ӑнланать: машина, станица вӗҫӗнче выртакан Тӗве туне прожекторӗсемпе ҫутатса, тӗттӗм урамсем тӑрӑх ҫавраҫил пек вӗҫсе тухса кайрӗ.

Белая голова понимала о чем ижет речь: машина вихрем пронеслась по темным улицам, осветив фарами Верблюд-гору…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Урамӗсем ун ансӑр, пӗтӗмпех йывӑҫпа хупланнӑ; вӗсен хӗвелтухӑҫ енчи вӗҫӗсем Кубань хӗррине пырса тухаҫҫӗ, хӗвеланӑҫ вӗҫӗсем тӗве ҫурӑмӗ пек тӑвӑн сакӑлтакне пырса тӗкӗнеҫҫӗ.

Улицы, узкие и тенистые, с востока подходят к реке, а с запада упираются в подножие горы, похожей на верблюда.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Крючков юлхавлӑн ҫӗкленчӗ, шафран пек хӑмӑр карланкине тӑсса, тӗве евӗр пӗкӗрӗлчӗ те, чӗн пиҫиххине салтса, айӑпа кӗнӗ казак патне утса пычӗ.

Крючков лениво подымался, шел к проштрафившемуся, по-верблюжьи сутулясь, вытягивая кадыкастую шафранно-смуглую шею, на ходу снимал пояс.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӗве, теҫҫӗ.

— Верблюды.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крючков, мӑшкӑлласа тӗве текен курпунтарах та шатра питлӗ казак, Митькӑпа хирӗҫсе пырать.

Крючков, по прозвищу Верблюд, чуть рябоватый, сутулый казак, придирался к Митьке.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн ҫийӗнче тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ пуставран ҫӗлетнӗ пиншак лӗнчӗр-лӗнчӗррӗн ҫакӑнса тӑрать, пиншак ҫухавийӗ унӑн пӗркеленчӗк хӑмӑр мӑйӗ тавра йӑлӑланнӑ.

На нем дрябло обвисал длинный верблюжьего сукна сюртук, воротник петлей охватывал коричневую, в морщинах, шею.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех