Шырав
Шырав ĕçĕ:
Капан ҫыран хӗрринелле ҫывхарсанах мулкачӑ пӗр вырӑнта тапӑртатса ҫаврӑнма пуҫларӗ.И как только копна начала причаливать к берегу, заяц закружился на месте.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Нимӗҫ хулӑн пушмак тӑхӑннӑ урисемпе тапӑртатса, чӑмӑртанӑ чышкисемпе юнаса, халех ачасем ҫине ыткӑнма хатӗрленнӗ пек турӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Лукашка лаши, те такӑнса, те курӑкпа тӑлланса, тапӑртатса илчӗ.Под Лукашкой не то споткнулась, не то зацепилась за траву и заторопилась лошадь.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чӗри ун, хӑранӑ чухнехи пек, хыттӑн та ним йӗркисӗррӗн тапӑртатса тапрӗ, пуҫӗ каллех йывӑрланса та вӗриленсе кайрӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ун сывлӑшӗ Ромашов пичӗпе тутисене ӑшшӑн та час-чассӑн пыра-пыра сӗртӗнчӗ, хӑй алли айӗнче вӑл унӑн чӗри мӗнлерех хыттӑн тапӑртатса тапнине туйса тӑчӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов чӗри каллех картлатса сикрӗ те тапӑртатса тапма пуҫларӗ, вӑл ӗнтӗ, сӗлекине ҫӑтса ярса, тутисемпе темле халсӑр хускану та тукаларӗ, анчах ҫав-ҫавах хытса тӑчӗ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӑвакарнӑ, хӗремесленнӗ, таларнӑ пит ҫине пӑхрӗ те Ромашов, кӳреннипе те пӑлханнипе, чӗри тапӑртатса кайнине, куҫӗ умӗ хуралса килнине туйса илчӗ…
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Калама ҫук капӑр карета аслати пек кӗмсӗртеттерсе ҫитни тата Жюлин тӗлӗнмелле лашисем тапӑртатса пыни Вӑтам проспектпа Пӗчӗк проспект хушшинчи 5-мӗш линире пурӑнакан ҫынсене шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ, кунта кун пек япалана, темӗн тесен те, маларах пулмасан, Петр Великий пурӑннӑ вӑхӑтранпа курман ӗнтӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл машинне пӑрахрӗ те, хӑй пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑрать, эпӗ ӑна кӑшкӑратӑп: «Ухмах, ман пата юпа ҫине улӑх, атту вӗсем сана часах чӗркелесе хӑю тӑвӗҫ!»
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗрӗпех утӑ ҫинче ман тавра тапӑртатса ҫӳрет, ун пек чухне ҫын епле ҫыварма пултартӑр-ха?Всею ночь он возле меня джигитует по сену, какой же тогда могет быть у человека сон?
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӑрттан мучи таҫтан чӑпӑркка туртса кӑларчӗ, анчах вӑл унпа хӑмсарма та ӗлкӗрейменччӗ, Трофим сарайӑн тӗттӗм кӗтесне сиксе ӳкрӗ те, урисемпе хыттӑн тапӑртатса, йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсемпе Ҫӑрттан мучи ҫине тӑрӑнчӗ.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Макар лаша хыҫҫӑн чупса пӑхрӗ, анчах лешӗ ӑна ҫывӑха ямарӗ, пӗррех тапса сикрӗ те, мӑн ҫул урлӑ тӳрех хутор еннелле сиккипе тапӑртатса вирхӗнчӗ.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн чӗркуҫҫисем чӗтреҫҫӗ, ҫавна пула вӑл тапӑртатса ташласа пынӑн туйӑнать.Колени его тряслись, и от этого казалось, что он словно бы пританцовывает.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӳрине касса татнӑ-ха, хӑй ҫапах васкаса тапӑртатса пырать…
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лутра лаша, тапӑртатса ташланӑ пек, вырӑнтанах юртӑпа тапранса кайрӗ, анчах хапхаран тухнӑ чухне сасартӑк такӑлт такӑнчӗ, чӗркуҫҫипе ҫӗре перӗнсе илчӗ, кӗҫех ӳкмерӗ, унтан, аран-аран тӳрленкелесе, йӑпӑр-япӑрах ура ҫине сиксе тӑчӗ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тарӑхса кайнӑ Щукарь ҫав самантрах сиксе тӑрать, казак ун инкекне пӑхса тӑнине курса, ӗҫе ҫапла кӑшкӑрса тӳрлетет: «Эсӗ яланах ҫапла тапӑртатса тӑрасшӑн! Шо-о-о-орт!» — ҫухӑрашать вӑл, лашине урисемпе тапкаласа.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сирӗн унта темле пӗр вырӑнтах тапӑртатса тӑни, иккӗленни палӑрать…
20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Урам кӗтессинчен сасартӑк утлӑ ҫарӑн пӗр пӗчӗк ҫеҫ отрячӗ сиксе тухнӑ: учӗсем темиҫе секунда хушши хӑяймасӑр пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнӑ, вара сасартӑках ҫынсем ҫинелле вӗҫтерсе кӗрсе кайнӑ: темскер, этем сасси пек мар, тӗттӗм, суккӑр вӑй-хӑват тата темле, ӗмӗт татӑлса хурланнӑ евӗрлӗ япала сисӗннӗ вӗсен сассинче.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ефим платниксемпе пӗрлешрӗ те, вӗсем виҫҫӗн вара пӗрне пӗри чавсисемпе тата урисемпе тӗрткелесе, пӗр вырӑнта тапӑртатса, хашкаса ятлаҫма тытӑнчӗҫ…
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
Нумай ачасен тӗреклӗ урисем, йӗркесӗр тапӑртатса, ёлка тавра ҫаврӑнаҫҫӗ.Множество крепких детских ножек бестолково топало вокруг елки.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949