Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шинельне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Weshalb bist du so spät gekommen, — ыйтрӗ нимӗҫ хӑй ҫине уртса янӑ шинельне ӳркевлӗн хулпуҫҫийӗпе тӳрлетсе пӳртрен тухнӑ май.

Weshalb bist du so spät gekommen? — спросил немец, шагнув из землянки и ленивым движением плеча поправляя накинутую внапашку шинель.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӳр-ха шинельне.

Давай твою шинель.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл шӳсе ҫемҫелнӗ карттусӗпе шинельне хывса алӑк патӗнчи пӑтаран ҫакрӗ.

Он, раздевшись, повесил на гвоздь у входа шинель и обмякшую от влаги фуражку.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, шинельне хӳшӗ алӑкӗ умнех сарса, алӑка урлӑ хӑйӗн пӗвӗпе ҫула пӳлсе выртрӗ.

Он расстелил шинель и безропотно лег у входа, преградив своим телом доступ в шалаш.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл шинельне хывса пӑрахрӗ, пӗчӗк лум илчӗ те Атаманова, Грицькона, Ҫтаппанпа Андрее хӑй патне чӗнчӗ.

Сбросив шинель, он взял из-под воза ломик, позвал Атаманова, Грицька, Степу и Андрея.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Григорий, шинельне хывмасӑрах, тӑрӑх сак ҫинче ларать.

Григорий сидел на лавке, не скидывая шинели.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл пынӑ ҫӗртех шинельне тӑхӑнчӗ, васкаса утрӗ, унтан, пӳрт террасси ҫине пашкаса улӑхрӗ те, хаваслӑн та кӑмӑллӑн кулса ячӗ.

Он на ходу надел шинель, шел торопливо и, когда, запыхавшись, поднялся на террасу дома, засмеялся радостно, довольно.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Евгений, шинельне хывса ҫакса, кровать хӗррине пырса ларчӗ.

Евгений, сбросив шинель, сел на край кровати.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, шинельне тӳрлеткелесе, пролетка ҫинчен сиксе анчӗ.

Поправляя шинель, Григорий соскочил.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Листницкий портупейне, унтан шинельне хыврӗ, чӗн пиҫиххине салтрӗ, ҫӳлти вырӑн ҫине пурҫӑнтан тунӑ кавказ утиялне, чечеклӗскерне, сарса хучӗ.

Листницкий снял портупею и шинель, развязал ремни, постелил на скамье цветастое шелковое кавказское одеяло.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Томилин шинельне тӑхӑнса, лаша тавра пӑшӑрханчӑклӑн утма тытӑнчӗ.

Томилин, надевая шинель в рукава, горестно топтался около.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Озерова ҫак туйӑм питӗ тӗлӗнтерчӗ, ҫавӑнпа та вӑл пӗр самантрах сулахай аякки ҫинчен сылтӑмми ҫине ҫаврӑнса выртрӗ, витӗннӗ шинельне сирсе пӑрахрӗ те тӑрса ларчӗ.

Озерова так удивило это ощущение, что он в один прием перевернулся с левого бока на правый, и, отбросив шинель, приподнялся на кровати.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Умрихин, винтовкине кӗтессе лартса шинельне хывнӑ хыҫҫӑн, юлташӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, тӳрех Семиглаз патне пырса: — Ӑҫта ман котелок? — тесе ыйтрӗ.

Молча поставив в угол винтовку и скинув шинель, Умрихин, не глядя на товарищей, подошел к Семиглазу, спросил: — Где мой котелок?

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Отто Кугель вырӑнӗнчен тӑрса шинельне илчӗ.

Отто Кугель поднялся со своего места и взялся за шинель.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халӗ Качкачев вилтӑпри патне темшӗн халӑх нумай пухӑннӑ: арҫынсем хӑшӗ бурка е башлык, хӑшӗ чылай кивелнӗ ҫар шинельне тата сенкер е хӗрли тӑрӑллӑ кубанка, хӗрарӑмсем кӗске кӗрӗксем е ваткӑллӑ пиншаксем тӑхӑннӑ, пуҫӗсене шурӑ шаль тутрисем ҫыхнӑ; машинӑсем тӑраҫҫӗ — кунта грузовиксем те, легковиксем те пур; тачанкӑсем, вӑрӑм та ҫӑмӑл урапасем, тӗрлӗрен тӗслӗ йӗнерленӗ лашасем — ҫакӑ пӗтӗмпе темле пысӑк экспедици лагерӗ пек туйӑнать.

Теперь же возле Качкачева кургана собралось много народу, — мужчины были кто в бурке и в башлыке, кто в потертой армейской шинели и в кубанке с синим или красным верхом; женщины в полушубках и в ватниках, повязанных белыми теплыми шалями; стояли машины, тут и грузовые и легковые, тачанки, линейки, разномастные лошади под седлами, — все это напоминало собой лагерь какой-нибудь экспедиции.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Малти пӳлӗмре, тумтир ҫакмалли пӑта ҫинче, ытти платьепе юнашар эпӗ тӳрех унӑн шинельне куртӑм.

Первое, что бросилось в глаза, в передней была на вешалке рядом с другим платьем его шинель.

XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫӗнӗ шинельне Андрей ҫапӑҫӑва кӗриччен пит упранӑччӗ.

Новую шинель Андрей до боя очень сильно берег.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ним те чӗнмерӗ вӑл, Озерова аяккалла сирсе, шинельне алӑк патӗнчи пӑта ҫине хӑех ҫакса хучӗ, — полкран часах кайма шутламасть иккен вӑл.

И, молча отстранив Озерова, сам повесил шинель на гвоздь у двери, — он собирался пробыть в полку долго.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Генерал шинельне йӳле ярса пӳртелле кӗрсе кайрӗ.

И генерал, распахнув полы своей шинели, пошел в дом.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лӑплан, тусӑм, — Озеров Андрей ҫине тахӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ нимӗҫ шинельне илсе ӑна лайӑхрах витсе хучӗ.

Ты успокойся, дорогой, — Озеров получше укрыл Андрея кем-то брошенной на него немецкой шинелью.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех