Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Конференцире Михаил Игнатьев Чӑваш Ен хутлӑхӗнче мӗн авалтан тӗрлӗ халӑх /128 наци, 8 этнос/ представителӗсем туслӑн, килӗштерсе пурӑннине, вӗсен ӗмӗртен-ӗмӗре упранакан культури туристсене илӗртмелли чӑн пуянлӑх пулнине, унпа хальхи вӑхӑтра республикӑна инвестицисем илсе килме май пуррине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ӑна вӑйлатса пырасси Раҫҫей Федерацийӗн хальхи вӑхӑтра йӗркеленекен приоритетлӑ тӗллевӗсен шутне кӗни унӑн пӗлтерӗшне тата ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл вӑхӑтра шалта Галина Скворцова ҫӑвӑннӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе хӑш вӑхӑтра татма ӗлкӗртӗр?

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ку хулана вӑл вӑхӑтра самаях ҫӗклерӗҫ, мӗншӗн тесен Валентина Терешкова космоса кайса килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӗсенче канакансемпе сипленекенсем пушӑ вӑхӑтра чаплӑ вӑрманҫӑ Б.И.Гузовский лартса ҫитӗнтернӗ туя, юман, ытти йывӑҫ аллейинче уҫӑлса ҫӳреме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пытарма кирлӗ мар: унччен те, халӗ те хӗллехи вӑхӑтра яллӑ вырӑнти культура учрежденийӗсенчен чылайӑшӗнче лӗпрен ӑшӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Енӗн ӑс-хакӑлпа инноваци вӑй-хӑвачӗ самаях пысӑк, унпа усӑ курма хальхи вӑхӑтра лайӑх майсем йӗркеленеҫҫӗ.

Чувашия располагает значительным интеллектуальным и инновационным потенциалом, для реализации которого создаются благоприятные условия.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196

Хальхи вӑхӑтра республикӑра территорисенчи комплекслӑ строительствӑн 56 проекчӗ пурнӑҫланать.

В настоящее время на территории республики реализуется 56 проектов комплексной застройки.

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Юлашки вӑхӑтра Якут, Тутарстан, Пушкӑрт республикисемпе пӗрле Раҫҫейри чи вӑйлӑ наци издательствисен шутӗнче тӑратпӑр, пирӗн кӗнекесене тӗнчипех иртекен куравсенче те лайӑх хак параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

- Юлашки вӑхӑтра эпир нумай ҫӗрте чӑваш ачисем чӑвашла, амӑш чӗлхипе калаҫманнине илтсе пӑшӑрханатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Елчӗкри газ участокӗн ертӳҫи А.Львова газ оборудованийӗн техника шайне вӑхӑтра тӗрӗслеттермеллине, вентиляци каналӗсемпе тӗтӗм ҫулӗсем юсавлӑ пулмаллине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Хальхи вӑхӑтра чылай ҫӗрте тӑкака чакарма лаптӑка сӳрелесе кӑна акма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫывӑх вӑхӑтра тулӑ, урпа, сӗлӗ туянасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫӗр ӗҫне ялан вӑхӑтра, тӗплӗ тума тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Пӗр вӑхӑтра пӗрешкел эрешлӗ тутӑрсем ҫыхнине ас тӑватӑр-и?

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫитес вӑхӑтра хӑйӗн кун-ҫулӗ ҫинчен кӗнеке кӑларма хатӗрленет.

В ближайшее время собирается выпустить книгу о своей жизни.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫуллахи вӑхӑтра унта пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтерет.

В летнее время там выращивает овощи.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Унӑн ашшӗпе амӑшӗ колхоза вӑхӑтра кӗменрен (1947 ҫулта ҫеҫ кӗнӗ) ҫемьен питӗ пысӑк налук тӳлеме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Хастарскерсем шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра пур предметпа та «5» паллӑпа ҫеҫ савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех