Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

варринче (тĕпĕ: варӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав ҫаврашка варринче пӗр курӑк туни те ҫук; унта хӗреслӗ-мереслӗ ура йӗрӗсемпе тӗрленсе пӗтнӗ сарӑ тусан кӑна выртса юлнӑ тата айккисенче, типӗ хытхурапа армути тунисем ҫинче, кӑркка аҫисем пӗр-пӗрин ҫурӑмӗсемпе хӳрисенчен ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӑпӑлтарса кӑларнӑ шупка хӗрлӗ йӑрӑмлӑ-чӑпар тӗксӗм ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Ни былки не было внутри точка; одна серая пылица, испещренная крестиками следов, лежала ровным слоем на нем, да по обочинам на сухих стеблях бурьяна и полыни, подрагивая на ветру, висели бледно-пестрые с розовым подбоем стрепетиные перья, вырванные в бою из спин и хлупей ратоборствовавших стрепетов.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шамиль Алешки варринче выртать: унӑн кивелсе кайнӑ кӑвак сӑхманне уҫса хунӑ, пушӑ ҫаннине касса ҫурнӑ пуҫӗ айне чикнӗ, тахҫан ӗлӗкех татнӑ алли, таса мар ҫӗтӗкпе ҫыхнӑскер, нихҫан хускалмасӑр ҫӳременскер, сывлами пулнӑ ҫаврака кӑкӑр ҫинче шӑнӑр хутлатнӑ пек хутланса выртать.

Алешка Шамиль лежал в середине: синий старенький чекменишка его был распахнут, холостой рукав был подложен под разрубленную голову, а култышка давным-давно оторванной руки, обмотанная грязной тряпочкой, всегда такая подвижная, была судорожно прижата к выпуклому заслону бездыханной груди.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫумӑрӗ пулмасть те-ха ав: ҫил хӗвелтухӑҫ енчен вӗрет, тӳпе варринче пӗртен-пӗр пӗлӗт татӑкӗ кӑна курӑнать пулсан, ӑҫтан пулас-ха ун!

А его, дождя-то, и не будет, откель ему быть, когда ветер с восходу и единая тучка посередь неба мельтешится!

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман темиҫе минутлӑха ӑна пачах куҫран ҫӗтернӗччӗ, унтан вӑл халӑх варринче, темшӗн килӗнчен сӗтӗрсе тухнӑ картла вылямалли сӗтел ҫинче тӑнине курчӗ.

На несколько минут Штокман потерял его из виду, а потом увидел уже в середине толпы стоящим на вытащенном из чьего-то дома ломберном столе.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗрле Штокман, полкри лару-тӑру ҫинчен тӗплӗ ҫыру ҫырса, ҫурҫӗр варринче Кошевоя вӑратрӗ.

Ночью Штокман написал подробное сообщение о состоянии полка и в полночь разбудил Кошевого.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутор йӑвӑ ӳснӗ ҫирӗк чӑтлӑхӗ варринче, ушах шурлӑхлӑ вырӑнта ларать.

Хутор тонул в густейшей заросли ольшаника, в мочажинной, топкой местности.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑрт ҫинчен кӗрлесе анакан ҫурхи шыв, ачалла хаваслӑхпа шавласа, Доналла ыткӑнса юхакан ҫырма ҫинчи кӗпер патӗнче, хутор варринче, Наталья чарӑнса тӑчӗ.

На середине хутора, возле моста через ярок, по которому еще бежала в Дон с веселым детским лепетом вешняя нагорная вода, Наталья остановилась.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Варринче юрамасть, — таптаса тӑкаҫҫӗ.

В середке нельзя, — задавят.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсене юн хакӗпе тупмалла пулчӗ, атакӑласа е ҫӗр варринче пырса тапӑнса, хӗрлисенчен тытса илме тиврӗ.

Их надо было добывать ценою крови, их надо было отбивать атакой или ночным набегом.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр сехет пек вӑхӑт иртсенех вӑл урай варринче «казачока» сӗве пуҫларӗ, атӑ тӗпӗпе тӳсе тусан мӑкӑрлантарчӗ, купӑсҫӑна хӑйӑлти сасӑпа: «Хӑвӑртрах, хӑвӑрт!» — тесе хыпалантарчӗ.

И через час выделывал уже по земляному полу «казачка», рвал каблуками пыль, хрипло просил гармониста: «Чаще, чаще!»

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗр варринче вара, хӑюллӑ шухӑшӗшӗн хӗпӗртенӗскер, никамран ыйтмасӑрах полкран пӑрахса кайрӗ.

И ночью, исполненный радостной решимостью, он самовольно покинул полк.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ноябрь варринче хӗрлисем наступлени тума тытӑнчӗҫ.

С середины ноября красные перешли в наступление.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ретсем варринче тахӑшӗ хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ, Митька Коршунов хыпӑнчӑклӑн йӑшаланса илчӗ:

Кто-то захохотал в середине цепи, Митька Коршунов суетливо заерзал.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ тата ҫав тери пӑлханчӑк сӑнлӑ ҫак генералра, сцена варринче картина ҫинчи пек тӑраканскерӗнче, нумайӑшӗ ӗлӗкхи импери вӑй-хӑвачӗн тӗтреллӗ мӗлкине кураҫҫӗ.

В этом генерале, с растроганным и взволнованным лицом, стоявшем в картинной позе, многие увидели тусклое отражение былой мощи империи.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗперсене туса пӗтереспе, ҫӗр варринче, вӑл хӑйӗн ҫарне Аддӑ шывӗ тӑрӑх анаталла янӑ.

Когда мосты были почти готовы, снял он вдруг среди ночи свою армию и двинул вниз по берегу Адды.

Кӗперсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Старик кайрӗ те, ҫеҫен хир варринче вара иртен-ҫӳренсен куҫӗсене хӑйӗн ӗмӗртенхи кичем сӑнӗпе салхулатма, ҫынсен чӗрисенче уҫӑмсӑр тунсӑх вӑратма пӗртен пӗр часавай юпи ҫеҫ тӑлӑххӑн ларса юлчӗ.

Старик уехал, а в степи осталась часовня горюнить глаза прохожих и проезжих извечно унылым видом, будить в сердцах невнятную тоску.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Петро хӑйӗн отрядне хутор варринче чарчӗ те утсем ҫинчен анма хушрӗ.

Петро остановил отряд в центре хутора, приказал спешиться.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хутора пуҫтарӑнса килнӗ казаксем сылтӑм енне капланса сирӗлчӗҫ те, урам варринче Подтелков отрядӗнчи хӗрлӗ гвардеецсен сапаланчӑк ушкӑнӗ кӑна тӑрса юлчӗ.

Пришлые казаки хлынули в правую сторону, и посреди улицы, толпой разрозненной и разбитой, остались красногвардейцы из отряда Подтелкова.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӑх ушкӑнӗ варринче, типме ӗлкӗреймен ҫемҫе ҫӗр ӑшне тӑватӑ урипе те путса кӗнӗ тайкаланчӑк сӗтел хушшинче, хутор ревкомӗн председателӗ Назар ларать; унпа юнашар, аллисемпе сӗтел хӑминчен тытса, кокардӑллӑ симӗс карттус, пакунлӑ куртка, тӑвӑр пӗҫӗллӗ тӗссӗр симӗс галифе тӑхӑннӑ сотник — Григорий палламанскер — тӑрать.

В середине круга, у шаткого столика, всеми четырьмя ножками врезавшегося в податливую, непросохшую землю, сидел председатель хуторского ревкома Назар и рядом с ним, опираясь рукою о крышку стола, стоял незнакомый Григорию сотник в защитной фуражке с кокардой, в куртке с погонами и узеньких галифе цвета хаки.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуш витресем ҫӗклесе пыракан хӗрарӑм урам варринче чарӑнса тӑчӗ те, ҫула татса каясшӑн мар пулса, ҫилӗллӗн каларӗ:

Баба с ведрами остановилась, не желая переходить дорогу; сказала сердито:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех