Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хур сăмах пирĕн базăра пур.
хур (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Авраам хӑйӗн чурине, хӑйӗн килӗнче мӗн пуррине пурне те пӑхса-астуса тӑракан аслӑ чурине, каланӑ: аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та 3. мана Ҫӳлхуҫамӑрпа — тӳпе Туррипе, ҫӗр Туррипе — тупа туса кала: манӑн [Исаак] ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗртен, ханаансен хӗрӗсенчен, илмӗн; 4. эсӗ манӑн ҫӗрӗме, эпӗ ҫуралнӑ ҫӗршыва, [манӑн йӑхӑм патне] кайӑн та манӑн Исаак ывӑлӑм валли [ҫавӑнтан] арӑм илӗн, тенӗ.

2. И сказал Авраам рабу своему, старшему в доме его, управлявшему всем, что у него было: положи руку твою под стегно мое 3. и клянись мне Господом, Богом неба и Богом земли, что ты не возьмешь сыну моему [Исааку] жены из дочерей Хананеев, среди которых я живу, 4. но пойдешь в землю мою, на родину мою [и к племени моему], и возьмешь [оттуда] жену сыну моему Исааку.

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫав вӑхӑтра тата ҫапла пулнӑ: Авимелех [Ахузафпа, хӑйӗн тусӗпе, тата] Фихолпа, хӑйӗн ҫарпуҫӗпе, пӗрле Авраама каланӑ: эсӗ кирек мӗн тунӑ чухне те санпала Турӑ, тенӗ; 23. эсӗ мана хама та, ывӑлӑма та, мӑнукӑма та хур тумӑп тесе халӗ ҫакӑнта Турӑпа тупа ту; эпӗ саншӑн епле лайӑх пултӑм, эсӗ те маншӑн тата ху хӑна пулса пурӑнакан ҫӗршӗн ҫапла пул, тенӗ.

22. И было в то время, Авимелех с [Ахузафом невестоводителем и] Фихолом, военачальником своим, сказал Аврааму: с тобою Бог во всем, что ты ни делаешь; 23. и теперь поклянись мне здесь Богом, что ты не обидишь ни меня, ни сына моего, ни внука моего; и как я хорошо поступал с тобою, так и ты будешь поступать со мною и землею, в которой ты гостишь.

Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Эсӗ ху валли ҫиме юрӑхлӑ тӗрлӗ ҫимӗҫ ил, ӑна хӑв патна пухса хур; вӑл саншӑн та, вӗсемшӗн те апат пулӗ, тенӗ.

21. Ты же возьми себе всякой пищи, какою питаются, и собери к себе; и будет она для тебя и для них пищею.

Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Выльӑх-чӗрлӗх усрать, алӑ ӗҫӗ тӑвать - тӗрӗ тӗрлет, алса-чӑлха ҫыхса сутать, хур мамӑкӗнчен утиялсем ҫӗлет.

Домашних животных держит, занимается рукоделием — вышивает, продает связанные носки и рукавички, из гусиного пуха шьет одеяла.

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кама мӗн кирлӗ, ҫавна турӑ патӑр; пире хаяр сунакана турӑ хур кӑтарттӑр, пире курайманни ырӑ ан курайтӑр!

Кто чего хочет, подай ему, боже; кто нам зла желает, того бог накажет, кто нас ненавидит, пусть добра не видит!

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мана вӑл курткӑшӑн та тав турӗ, ҫакӑн пек хур кӑтартнӑшӑн каҫар терӗ.

Он благодарил меня за куртку и с отчаянием в голосе просил извинить его.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫырса хур ӑна паянтан пӗтӗм юр-вар илсе тӑма, эсӗ, стрепке, ӑна пӑтӑ антарса пар, хырӑмне кӗриччен ҫимелӗх!

Пиши его на полное довольствие с нынешнего дня, а ты, стряпуха, наливай ему каши, сколько его утроба примет!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗл тутар та тупӑка хур!

Хоть кади да в гроб клади.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шатра сӑмсаллӑ голландски хур аҫисем пулаҫҫӗ-и?

Голландские гусаки с шишкой на носу бывают?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех