Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑтӑр (тĕпĕ: вӑтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗтшӗн, икӗ четвертьшӗн, четвертак, ҫӑмарти, яланхи пекех ӗнтӗ вӑл, теҫетки вӑтӑр пус, ҫӑвӗ полтинник…

Молоко четвертак за пару, яйца, как обыкновенно, три гривенника за десяток, масло полтинник…

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

(Лавҫи ӳсӗр пулмасан тата лаши лайӑхрах пулсан, вӑтӑр ҫухрӑм та пулас ҫук та, лавҫи ӳсӗр те лаши ӗшенчӗк пулсан, вара аллӑ ҫухрӑма яхӑнах та пуҫтарӑнма пултарать).

(Ежели возница не пьян и лошади не клячи, то и тридцати верст не будет, а коли возница с мухой да кони наморены, то целых пятьдесят наберется).

Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.

Вӑтӑр пиллӗкмӗш ҫулта, ав, ҫав ирсӗрсем мӗн кӑна хӑтланмарӗҫ… тыррӑн улӑмне ҫеҫ хӑварчӗҫ!

В тридцать пятом году эта нечисть такое натворила… одни корешки от урожая остались!

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑтӑр ҫула ҫитнӗ пулин те, шкул ачи пек, Андрей Иваныч патне вӗренме чуптарчӗ вӑл…

Ему уж за тридцать было, а он, как школьник, к Андрею Иванычу бегал, упущенное наверстывал…

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр вӑтӑр минутран Девяткин калле таврӑнчӗ.

Минут через тридцать Девяткин вернулся обратно.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫитерсе самӑртнӑ вунӑ вӑкӑр та кӗтӳрен ҫирӗм вӑкӑр, вӑтӑр кор тулӑ ҫӑнӑхӗ те утмӑл — ытти кӗрпе-ҫарма, ҫӗр бат тӗрлӗрен эрех, виҫҫӗр сурӑх, — самӑртнӑ чӑхха-чӗппе, пӑлансене, ту качакисемпе сайгаксене шута хумасан, — ҫаксем йӑлтах ятарласа уйӑрнӑ вуникӗ ҫын алли витӗр кайса пынӑ Соломонӑн хӑйӗн, ҫаплах тата ун дворӗн, свитипе гвардин сӗтелӗсем ҫине кунсеренех.

Десять волов откормленных и двадцать волов с пастбища, тридцать коров пшеничной муки и шестьдесят прочей, сто батов вина разного, триста овец, не считая птицы откормленной, оленей, серн и сайгаков, — все это через руки двенадцати приставников шло ежедневно к столу Соломона, а также к столу его двора, свиты и гвардии.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Сакӑрвунӑ пин чулҫӑпа йӑтса-тултса тӑракан ҫитмӗл пин ҫын пӗр чарӑнмасӑр ӗҫленӗ тусем ҫинче тата хула ҫывӑхӗнче, вӑтӑр сакӑр пин вӑрман касаканҫӑран вуншар пинӗн кӑлара-кӑлара янӑ Ливана черетпе, унта пӗр уйӑх калама ҫук йывӑр ӗҫре ирттернӗ хыҫҫӑн икшер уйӑх канма тивнӗ.

Восемьдесят тысяч каменотесов и семьдесят тысяч носильщиков беспрерывно работали в горах и в предместьях города, а десять тысяч дровосеков из числа тридцати восьми тысяч отправлялись посменно на Ливан, где проводили целый месяц в столь тяжкой работе, что после нее отдыхали два месяца.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Пулӑшӑрсам чухӑна, вӑтӑр ҫапӑҫура аманнӑ ватӑ салтака…

— Помогите бедному, увечному в тридцати сражениях, престарелому воину…

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗн вӑл, вӑтӑр пилӗк пин!

— Что ж, все тридцать пять!

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑтӑр пилӗк пин тенкӗ кӗмӗл укҫа — шӳт мар!

— Тридцать пять тысяч серебром — не шутка!

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Иван Матвеевичпа пӗрле ӗҫлекенсем, пӗр вӑтӑр ҫын, пурте ҫакӑнта килнӗ.

Все сослуживцы Ивана Матвеевича были налицо, человек тридцать.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗн пирки е мӗншӗн вӑл шӑпах Обломова юратрӗ, мӗншӗн вӑл малтан юратмасӑрах качча тухнӑ, юратмасӑрах вӑтӑр ҫула ҫитнӗ, халӗ вара мӗн пулчӗ-ха ӑна?

За что или отчего полюбила она его именно, отчего, не любя, вышла замуж, не любя, дожила до тридцати лет, а тут вдруг как будто на нее нашло?

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑна кайран та кӑтартӑп… ҫемьерен вӑтӑр тенкӗччӗ пулас.

Я после покажу… кажется, тридцать рублей с тягла.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ямшӑка вӑтӑр тенкӗ те Тарантьева ҫирӗм пилӗк тенкӗ панӑччӗ пулас…

— Так вот, извозчику тридцать да, кажется, двадцать пять рублей Тарантьеву…

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Пӗррехинче вӑтӑр тенкӗ пама хушрӑр мана, ҫавна астӑватӑп.

— Один раз вы велели мне тридцать рублей отдать, так я и помню.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл вӑтӑр ҫулсенче.

Ей было лет тридцать.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл служба ӗҫне чун-чӗререн туса пыракан чӑн-чӑн вырӑс ҫынни, вӑтӑр ҫул пӗр ӗҫре ларать, пӗтӗм присутствие хӑй аллинче тытса тӑрать, укҫи те пур, анчах нихҫан та ямшӑк тытса ҫӳремест; фракӗ те манӑннинчен лайӑхах мар; хӑй калама ҫук лӑпкӑ та сӑпайлӑ ҫын, кӑшт илтӗнмелле ҫеҫ хуллен калаҫать, санӑн леш хайхи пек, ют ҫӗршывсем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳремест…

Коренной, русский служака, тридцать лет на одном стуле сидит, всем присутствием вертит, и деньжонки есть, а извозчика не наймет; фрак не лучше моего; сам тише воды, ниже травы, говорит чуть слышно, по чужим краям не шатается, как твой этот…

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вара ҫирӗм, вӑтӑр ҫул иртсен те, хӑй ӑшшӑн пӑхнине хирӗҫ унӑн куҫӗсенче йӑваш та лӑпкӑн илӗртекен кулла курнӑ пулӗччӗ.

И чрез двадцать, тридцать лет на свой теплый взгляд он встретил бы в глазах ее тот же кроткий, тихо мерцающий луч симпатии.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑтӑр ҫул, паллӑ ӗнтӗ, сахал мар.

Куҫарса пулӑш

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Акӑ вӑтӑр ҫул та иртрӗ ӗнтӗ унтанпа.

Куҫарса пулӑш

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех