Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑттӑм (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлнӗ пулсан, карчӑкпа сывпуллашнӑ пулӑттӑм хуть, атту нихҫан та венчетре пулман пек тухса килтӗм.

— Знал бы, хучь со старухой попрощался бы, а то поехал, как сроду не венчанный.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унта пулнӑ кашни ҫула эпӗ вунӑ ҫул вырӑнне шутланӑ пулӑттӑм.

Каждый год, протопанный в ней, я бы за десять лет считал.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атте чӗрӗ пулсан, эпӗ ним ҫинчен те шутламан пулӑттӑм, эпӗ халӗ, тен, икӗ сыпӑклӑ шкул пӗтернӗ пулӑттӑм

Был бы отец живой, я и не задумывалась бы ни о чем, я бы теперь, может, уже школу второй ступени кончала…

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах эсӗ паян кӗрес тенӗ пулсан, эпӗ тӑхтанӑ пулӑттӑм.

А вот ежели бы ты нынче подал заявление, то я бы воздержался.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ ҫавнашкал ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнине пӗлмен эпӗ, мучи, атту сана артистсен асаплӑ пурнӑҫӗ ҫинчен каласа та паман пулӑттӑм

— Не знал я, дедушка, что ты такой чувствительной души, а то бы я тебе не рассказывал про горькую жизню артистов…

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Карчӑк патне курма килсенех, ырӑ канаш панӑшӑн, сан сӗтел ҫине ҫур литр шартлаттарса лартнӑ пулӑттӑм!

А как только к старухе на побывку приезжал бы, так тебе — бац на стол — пол-литра водки за добрый совет!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Санӑн мана тахҫанах ӑс памаллаччӗ, ҫапла тунӑ пулсан, эпӗ тахҫанах артистра ҫӳренӗ пулӑттӑм.

— Надо бы тебе давно наставить меня на ум, и, гляди, я давно бы уже в артистах прохлаждался.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, эпӗ тахҫанах унта вырӑна кӗнӗ пулӑттӑм?

Я, может, уже давным-давно там на должность устроился бы?

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ тахҫанах партире чечекленнӗ, тен, хул хушшине портфель те хӗстерсе ҫӳренӗ пулӑттӑм, анчах, хаклӑ граждансемпе хаклӑ карчӑксем, хоспоти турӑ умӗнче тӑнӑ пек калатӑп: халлӗхе хамӑр партире пулма тивӗҫ илеймерӗм-ха эпӗ…

И я бы давно уже в партии процветал и, гляди, уже ходил бы с портфелью под мышкой, но, дорогие гражданы и дорогие старушки, скажу, как перед господом богом, пока ишо неудостоенный и я нашей партии…

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шел, йӗкӗт, Макарушка мана калаҫура эпӗ унӑн словарӗнчен пӑхмасӑр калама вӗреннӗ ют ҫӗршыв сӑмахӗсемпе усӑ курма чарчӗ, атту эпӗ сана ҫав сӑмахсемпе путарсах лартнӑ пулӑттӑм, вара эсӗ мӗне мӗн тума каланине ӗмӗр ӑнланса илме пултарас ҫукчӗ!

Жалко, парень, что Макарушка мне запрет сделал вставлять в разговор разные иностранные слова, какие я у него в словаре наизусть выучил, а то бы я так покрыл тебя этими словами, что ты и вовек не разобрался бы, что и к чему я говорю!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫимен, ӗҫмен пулӑттӑм, сана ҫеҫ иртен пуҫласа каҫчен кӑшкӑрттарнӑ пулӑттӑм

Не ел, не пил бы, а только заставлял бы тебя с утра до вечера покрикивать…

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗмӗр-ӗмӗр итлесен те, итлесе тӑранман пулӑттӑм!

Век бы слушал и не наслушался!

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Калас пулать, вӑл пит лайӑх ӗҫлет, эпӗ калама ҫук аван ӗҫлет тенӗ пулӑттӑм!

И надо сказать, что работает очень хорошо, даже, я сказал бы, отлично!

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сан вӗсене, хуралччӑр тесе, хӗвел ҫинче хӗртмеллеччӗ, тислӗкпе вараламаллаччӗ, вара эсӗ хатӗрлевҫӗ пулнине эпӗ ӗненнӗ те пулӑттӑм.

Ты бы их хоть на солнце поджарил, чтобы потемнели, да в навозе вымазал, тогда бы и я поверил, что ты заготовитель.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Манӑн Макарушка Нагульнов ҫулталӑкри праҫниксенче, урӑхла каласан, Майӑн пӗрремӗшӗпе ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗнче тӗнчери революци ҫинчен тем таранччен сӳпӗлтетнине тата тӗрлӗ ӑнланмалла мар сӑмахсем каланине тӳсме пултараймастӑп эпӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ӑна та, садри шӑпчӑка е автан ҫурҫӗр ҫитсен авӑтнине итленӗ пек, талӑкӗпех итленӗ пулӑттӑм.

Уж на что я терпеть ненавижу, когда мой Макарушка Нагульнов на годовые праздники, то есть на Первое мая и на Седьмое ноября, начнет длинные речи про мировую революцию запузыривать и всякие непонятные слова из себя выкидывать, а и того бы я в тот момент сутки напролет слушал бы, как соловья в саду или кочетиное пение в полуночный час.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ сана, усала, пула урана сиктермен пулсан, санпа ҫапла тунӑ пулӑттӑм та, ҫакна шута ил эсӗ.

Ежли бы я через тебя, аспида, ногу себе не свихнул, я бы так и сотворил с тобой, поимей это в виду.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кам та пулин урӑх ҫын, ҫамрӑк та йӑрӑ ҫын хыҫҫӑн хӑваласчӗ хуть, эпӗ айккинче пӑхса тӑнӑ пулӑттӑм, атту тӗлӗкре те ыттисемшӗн манӑнах тӳсме тивет!

Ну и пущай гонялся бы за кем-нибудь другим, за молодым и резвым, а я бы со стороны поглядывал, а то, изволь радоваться, и во сне я должен за других отдуваться!

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ вӗсене санран вӑйпах туртса илнӗ пулӑттӑм, халӗ ан пӑшӑрхан, Федот Демидович!

Я бы с тебя их содрал как с миленького, а сейчас не беспокойся, Федот Демидович!

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пӗр ҫирӗм ҫул каярах пулсанччӗ вӑт — ун чухне, тӑванӑм, эпӗ куснасене илме килӗшнӗ пулӑттӑм.

— Вот если бы этак лет двадцать с гаком назад — я бы, братец ты мой, от бабок не отказался.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ, кӑмӑл пулсан, хӑвна валли орден ыйт, мана — пӗрре пӑруланӑ ӗне е пушмак пӑру туянма укҫа пултӑрччӗ, эпӗ ҫавӑнпа та килӗшнӗ пулӑттӑм», тетӗп.

Ты, ежли хочешь, проси себе орден, а мне — лишь бы на корову-первотелку али хотя бы на телушку-летошницу деньжат перепало, и то буду довольный».

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех