Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ассӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ассӑн (тĕпĕ: ассӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лӳчӗркеннӗ хут укҫасем ҫине хресчен пӗр вӑхӑт нимӗн чӗнмесӗр пӑхнӑ, ассӑн сывласа илнӗ, унтан кӗререх тӗслӗ сарлака ал лаппипе укҫана сӗтел хӗрринелле тӗксе хунӑ.

Он с минуту молча смотрел на скомканные бумажки, вздохнул, потом широкой смуглой ладонью отвел их к краю стола.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Амӑшӗ те ун ҫине пӑхса пуҫне сулнӑ, вара Костя, пакета илнӗ те, йывӑррӑн, ассӑн сывласа, пӳлӗмрен тухнӑ.

Она тоже закивала ему, и он, взяв кулек и тяжело вздохнув, вышел из комнаты.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӗр-пӗччен, — карчӑк хуйхӑллӑн, ассӑн сывларӗ:

— Как перст одна, — старуха горестно вздохнула.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Юрӗ, санни пек пултӑр, — терӗ Иннокентий ассӑн сывласа, ун шуранкӑ пичӗ тусанпа витӗннӗ пек пулчӗ, ҫӳхе тутисем тӑрӑхласа кулнӑ май чалӑшрӗҫ.

— Ну что ж, пусть будет по-твоему, — вздохнув, протянул он, бледное лицо его точно покрылось пылью, тонкие губы скривились в усмешке.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тахҫан эпӗ те асапланаттӑм ҫав шухӑшсемпе, — Мажаров ассӑн сывласа илнӗ.

— Когда-то я тоже всем этим мучился, — Мажаров вздохнул.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней чарӑнчӗ, ассӑн сывласа илчӗ, хӗрне ҫаннинчен тытрӗ те, унӑн кӗҫ-вӗҫ куҫҫуль юхса анас пек ҫиллес хитре куҫӗсенчен пӑхса, салхуллӑн ӳпкелесе илчӗ.

Корней остановился, вздохнул, тронул дочь за рукав и, глядя в ее влажные, гневно-красивые глаза, сказал с грустным укором.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бахолдин ҫапла иртсе кайнӑ япалана кӑмӑлланине Коробин айванла хӑтланни тесе шутланӑ, ун ҫинчен вӑл Бахолдина темиҫе хут уҫҫӑнах каланӑ, анчах лешӗ, ассӑн сывласа, яланах: «Эх, васькӑ, ку флигеле эпӗ хам тунӑ-ҫке, хам алӑсемпе, ӑнланатӑн-и? — тенӗ. — Миҫе ача чунӗ ӑшӑннӑ кунта, мӗн чухлӗ ҫын аслӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухнӑ кунтан».

Такую привязанность к прошлому Коробин считал чудачеством, не раз откровенно высказывал это Бахолдину, но тот, вздыхая, обычно отвечал: «Я же, батенька мой, этот флигелек сам строил, своими руками, понимаете? Сколько тут детских душ отогрелось, сколько людей отсюда в большую жизнь ушло!»

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Нюшкӑ хӗрхенсе ассӑн сывласа илчӗ.

Нюшка сочувственно вздохнула.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ун пек пулма пултарасса кӗтсех тӑр! — килӗшрӗ Ворожнев, вӑрӑм та тачка аллисене вӑл сӗтел ҫине хучӗ, пысӑк чӑмӑрӗсене ерипен сарса ячӗ, ассӑн сывласа илчӗ.

— Чего доброго! — согласился Ворожнев и, положив на стол свои длинные, кряжистые руки, медленно разжал большие кулаки, вздохнул.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, эпир сирӗнпе татах тӗл пуласса шансах тӑратӑп, — терӗ Пробатов, ассӑн сывласа.

— Ну, мы еще, надеюсь, увидимся с вами, — вздохнув, проговорил Пробатов.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эх, тилӗ те-ҫке эсӗ, Аникей! — терӗ Дымшаков, йывӑррӑн, ассӑн сывласа.

— Ох и лиса ты, Аникей! — с тяжелым вздохом протянул Дымшаков.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эх, шӑрпӑклӑ та-ҫке эсӗ, Егор, — терӗ Корней, ассӑн сывласа.

— Ох и язва ты, Егор, — вздохнув, сказал Корней.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл, сывпуллашса, ачасене тытса ачашларӗ, ӗлӗк турӑш ҫакӑнса тӑнӑ, халӗ темӗнле уяв плакачӗ вӗлкӗшекен тӗпелти кӗтеселле ҫаврӑнса пӑхрӗ те, ассӑн сывласа, алӑк урати урлӑ ярса пусрӗ.

Приласкав на прощанье ребятишек, он оглянулся на передний угол, где раньше висела икона, а теперь полыхал какой-то праздничный плакат, и, вздохнув, шагнул через порог.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Унӑн машинӑпа кӑшкӑртса мар, шӑппӑн килесчӗ, — терӗ вӑл, ассӑн сывласа.

— Ему бы не на машине, с гудом, а втихую явиться, — вздохнув, заговорил он.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кашнинпех чӑркӑшатӑн вӗт — чӑтма та ҫук! — терӗ Аниҫҫе, ассӑн сывласа, анчах ӑнланмалла мар пулчӗ: те ятлать вӑл упӑшкине, те унӑн чарусӑр хӑюлӑхӗпе савӑнать.

С любого ведь стружку снимаешь — спасенья нет! — вздохнув, проговорила Анисья, и было непонятно — то ли осуждает она мужа, то ли восхищается его удалью.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мана пӗрмай пӗр тӗлтен тӗкме чарӑн-ха эсӗ, эпӗ кушак ҫури мар вӗт, мӗнле йӑлӑхтармасть сана, — терӗ Корней, ассӑн сывласа.

— Ты бы уж перестал меня тыкать в одно и то же место, как кутенка какого, как только не надоест? — с тяжелым вздохом проговорил Корней.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней хӗрхеннӗ пек ассӑн сывларӗ те пуҫне сулласа илчӗ.

Корней сочувственно вздохнул и покачал головой.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней тӗттӗмре ларакан кичем ҫурт ҫине пӑхса илчӗ те, тапранас килменскер ерипен ура ҫине тӑчӗ, ассӑн сывласа илчӗ:

Бросив взгляд на мрачно сутулившийся в темноте дом, Корней будто нехотя поднялся, тяжело вздохнул.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ав ҫав ушкӑнта чирлисем те, аманнисем те пур, — ассӑн сывласа хуравларӗ Прохор.

— Вон в энтой валке есть и больные и раненые, — со вздохом отвечал Прохор.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Акӑ мӗн, Мелехов — Кудинов пӳрни ҫине хӑйӗн чӗрӗ чӗн пиҫиххи вӗҫне явакларӗ, унӑн хуралса кайнӑ кӗмӗлӗ ҫине юри тимлӗн тинкеренҫи пулса, ассӑн сывласа илчӗ.

— Вот какое дело, Мелехов, — Кудинов намотал на палец сыромятный ремешок своего кавказского пояска и, с нарочитым вниманием рассматривая почерневшее серебро, вздохнул.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех