Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗншӗн тесен эпӗ сире ҫав вӑхӑтра ҫав тери юратрӑм.

— Потому что я вас очень люблю.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки лӑп ҫав вӑхӑтра тултан чӳрече витӗр пӑхрӗ те Альфред мӗн хӑтланнине курчӗ.

Бекки заглянула в эту минуту в окно и увидела, что он делает.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кунсӑр пуҫне вӑл, хӑшпӗр вӑхӑтра Том асап тӳснине сӑнаса, чӑнласах ӑна курса савӑнчӗ.

Она была очень рада, что он теперь страдает так же, как раньше страдала она.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки вӑрттӑн Том ҫине пӑхса илчӗ, анчах Томӗ вӑл вӑхӑтра Эмми Лоренса утравра питех хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл пулни ҫинчен каласа тӑчӗ, вӑл мӑн смоковницӑран виҫӗ утамра кӑна тӑнӑ чухне ӑна аслати ҫапса йӑлтах «турпасласа» пӗтерни ҫинчен каларӗ.

— И она украдкой посмотрела на Тома, но он в эту минуту рассказывал Эми Лоуренс про грозу на острове и про то, как молния разбила большой платан «в мелкие щепки», когда он стоял «всего в трех шагах»…

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан эсӗр ҫывӑрма выртрӑр, эпӗ питех хӗрхентӗм, ҫавӑнпа смоковница хуппи татӑкӗ ҫине: «Эпир вилмен, эпир пиратсем пулмашкӑн тухса тартӑмӑр анчах», — тесе ҫыртӑм та хуйӑр татӑкне ҫурта ҫумне хутӑм, эсир вӑл вӑхӑтра ҫывӑраттӑрччӗ, сирӗн питӳ ҫав тери кӑмӑллӑччӗ, эпӗ пырса пӗшкӗнтӗм те сире тутаранах чуптуса илтӗм.

А потом вы легли спать, а мне стало вас жалко, и я написал на куске коры: «Мы не утонули — мы только сделались пиратами», и положил кору на стол около свечки; а потом будто бы вы уснули, и лицо у вас было такое доброе во сне, что я будто бы подошел, наклонился и поцеловал вас в губы.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл вӑхӑтра Джо питӗ ӗнентерӳллӗн ҫакӑн пек каласа тӑчӗ: — Ҫук, Гек, Том — шанчӑклӑ ҫын.

И слышал, как Джо говорил Геку: — Нет, Том не подведет, он непременно вернется, Гек.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том лӑп ҫав вӑхӑтра кравать айнелле чӑмрӗ.

Том как раз вовремя нырнул под кровать.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах лӑпах ҫав вӑхӑтра вӗсен чунӗсене пӗр кӗтмен хӑна йӑпшӑнса пырса кӗчӗ: вӑл хӑнана лайӑх мар тунӑшӑн ӳкӗнни, теҫҫӗ.

Но тут явилась незваная гостья, которую нельзя было прогнать: это была совесть.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юнлӑ алӑ хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтра вӑл пӗрмай урӑх ӗҫсемпе аппаланса ларчӗ.

Кровавая Рука ничего не ответил, так как нашел себе более интересное занятие.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах вӗсем хӑрушлӑха вӑхӑтра сисрӗҫ те лайӑхрах пӑхса пыма пуҫларӗҫ.

Однако они вовремя заметили свою оплошность и сумели исправить ее.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтра вӗсем хӑйсен хули тӗлӗпе иртсе пычӗҫ, анчах хули вӗсенчен ҫав тери инҫетре.

Теперь плот проходил мимо Сент-Питерсберга.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтра хапха патӗнче татах тепӗр хӗрача кӗпи вӗлт курӑнса кайрӗ, Томӑн чӗри картах турӗ.

Но вот еще одно платье мелькнуло в воротах, и сердце Тома запрыгало от радости.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑн пек тӗлӗнмелле япаласем юлашки вӑхӑтра кашни кунах пулса пынине пурте асӑрхарӗҫ.

Заметили, что в последнее время это необыкновенное явление повторяется каждый день.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтра мӑнаккӑшӗ ҫӗнӗ эмел, «ыратнине лӑплантаракан эмел», пурри ҫинчен илтрӗ, ҫавӑнтах вӑл ҫав эмеле шутсӑр нумай ҫырӑнса илчӗ.

Как раз в это время она впервые услыхала о болеутолителе, она тут же выписала большую партию этого лекарства.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл вӑхӑтра шывпа сыватасси модӑна кӗрсе пычӗ.

Водолечение тогда только еще входило в моду.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑн пек хуйхӑллӑ вӑхӑтра Том кашни кунах е пӗр кун сиктерсе, май килсенех «ҫын вӗлернӗскер» ларнӑ ҫӗре, тӗрмен решеткеллӗ пӗчӗк чӳречи патне, пырса ҫӳрерӗ, ҫав ҫын валли вӑл тӗрлӗрен тутлӑ япаласем, хӑй мӗн тупма пултарнине вӑрттӑн иле-иле пычӗ.

В продолжение всего этого тревожного времени Том каждый день или через день, улучив удобный случай, ходил к маленькому решетчатому окошечку тюрьмы и тайком просовывал через него угощение для «убийцы», какое удавалось промыслить.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтра Томӑн юлташӗсем ҫӗнӗ вӑйӑ вӗренчӗҫ: кушак виллисене тӗпчесе ҫӳреме тапратрӗҫ, ҫав вӑйӑ кашни хутӗнчех Тома тискер ӗҫ пулса иртни ҫинчен астутарчӗ.

Тому казалось, что его школьные товарищи никогда не перестанут вести судебные следствия над дохлыми кошками и не дадут ему забыть о том, что его мучит.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Телеграф та кирлӗ пулман, телеграф ҫинчен ҫынсем вӑл вӑхӑтра шухӑшламан та, — ҫав хыпар пӗр ҫынтан тепӗр ҫын патне, пӗр ҫуртран тепӗр ҫурт патне телеграф хӑвӑртлӑхӗпех куҫса пынӑ.

Не понадобилось и телеграфа, о котором в те времена еще и не мечтали, — слух облетел весь город, переходя из уст в уста, от одной кучки любопытных к другой, из дома в дом.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫаптарнӑ вӑхӑтра хӑйӗн чунне тата йывӑртарах хуйхӑ пуснӑ, ҫакӑн пек пустуй япаласене пӗртте сисмен ҫын еверлӗ курӑнчӗ.

Он вытерпел порку с достойным видом человека, удрученного серьезным горем и совершенно нечувствительного к пустякам.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ҫав вӑхӑтра каллех тискеррӗн, вӑрӑммӑн улани илтӗнсе кайрӗ.

И тут снова раздался протяжный, заунывный вой.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех