Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаяррӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хаяррӑн (тĕпĕ: хаяррӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑрта, Донӑн сулахай ҫыранӗнче, повстанецсен икӗ дивизийӗ траншейӑсенче тымар янӑ пек ҫирӗпленсе ларнӑ, хӗрлӗармеецсен йышлӑ батарейисем хӑйсем ҫине пӗр вӗҫӗм тенӗ пек хаяррӑн персе тӑнӑ пулин те, вӗсене шыв урлӑ каҫма паман; ытти виҫӗ дивизийӗ повстанецсен территорине хӗвеланӑҫӗнчен, ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ енчен хӳтӗленӗ, пур ҫӗрте те, уйрӑмах ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ участокӗнче, вышкайсӑр пысӑк ҫухатусем тӳснӗ, ҫапах та каялла чакман, Хопер округӗн чиккисенчех тытӑнса тӑнӑ.

На юге, по левому берегу Дона, две повстанческие дивизии упорно отсиживались в траншеях и не давали противнику переправиться, несмотря на то что на всем протяжении фронта многочисленные красноармейские батареи вели по ним почти беспрерывный ожесточенный огонь; остальные три дивизии ограждали повстанческую территорию с запада, севера и востока, несли колоссальный урон, особенно на северо-восточном участке, но все же не отступали и все время держались на границах Хоперского округа.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ҫав сыснанни пек хӗсӗк куҫсене хӑй епле хаяррӑн та киленсе ҫапма пултарнине куҫ умне кӑларса тӑратрӗ.

Он даже представил, как яростно, с мстительным наслаждением он ударил бы по этим заплывшим свинячьим глазкам.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Влаҫра ларнӑ ҫулсенче Аникей хӑйӗн тӗп тӑшманӗ тесе пӗрмаях Егор Дымшакова шутланӑ, пухусенче вӑл тухса каласран кӑна хӑранӑ — Егор яланах нимӗн хӗрхенмесӗр, кулса, мӑшкӑлласа, хаяррӑн тухса каланӑ.

Все годы, пока Аникей находился у власти, он считал главным своим противником Егора Дымшакова, на собраниях боялся только его выступлений, всегда беспощадно насмешливых и злых.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Никодим, хаяррӑн ҫамкине картлантарса, йӑмӑкӗ патнелле ҫаврӑнчӗ.

Никодим грозно насупился и повернулся к сестре.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кама каларӑм эпӗ? — ашшӗ куҫӗсене хаяррӑн ялкӑштарса илчӗ.

— Я кому сказал? — Отец бешено сверкнул глазами.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йытӑ пушшех хаяррӑн вӗрчӗ те тӑрук ерипен йынӑшма, такампа ачашланма пуҫларӗ.

Собака лаяла все яростнее и злее и вдруг начала тихо поскуливать и ласкаться к кому-то.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл, аллисемпе сӗтелрен тытса, ҫамкине хаяррӑн пӗркӗлентерсе, пурте майӗпен шӑпланма пуҫличченех зал ҫине пӑхрӗ.

Упираясь кулаками в стол, грозно насупившись, она стояла и до тех пор смотрела в зал, пока все не начали постепенно затихать.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пуху хаяррӑн кӗрлесе кайрӗ, анчах Дымшаков аллине сулса илчӗ те шӑв-шава каллех чарса лартрӗ.

Собрание угрожающе загудело, но Дымшаков снова одним взмахом руки остановил шум.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ворожнев, Тырцев, бухгалтер тата кладовщик хӑйсен вырӑнӗсенчен сиксе тӑчӗҫ те пукансемпе кӗмсӗртеттерме пуҫларӗҫ, хаяррӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗҫ:

Ворожнев, Тырцев, бухгалтер и кладовщик вскочили со своих мест, грохотали об пол стульями, кричали разноголосо, злобно и яростно:

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ хӑвӑнне тытса пӑх, тӗреклӗ ларать-и, ман пуҫшӑн ан хуйхӑр! — чӑрсӑррӑн та хаяррӑн хуравларӗ Егор.

— Ты свою пощупай, крепко ли она сидит, а о моей не болей! — дерзко и зло ответил Егор.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах пӗррехинче вӑл пухура питӗ хаяррӑн тухса калаҫнӑ та, Аникейпе райком секретарӗ Коробин ӑна тӑхтав вӑхӑтӗнче кабинета чӗнсе илнӗ.

Но однажды после особенно злого выступления на собрании Аникей вместе с секретарем райкома Коровиным в перерыв пригласили в кабинет.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анискӑ ашшӗ патне чупса пынӑ, унӑн чӗтрекен аллисене ярса тытнӑ, хӗрачи йӗре-йӗре мӗн ыйтнине ӑнланса иличчен вӑл аллисене турта-турта илнӗ, хӑйӑлтатса, сурчӑк сирпӗтсе, хаяррӑн кӑшкӑрнӑ.

К отцу подбежала Аниска, схватила его трясущиеся руки, а он их все вырывал, кричал злобно и хрипло, брызгал слюной, пока не разобрал, о чем с плачем просила дочь.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тимӗр пралук кӑранлатнӑ, сӑнчӑр чӑнкӑртатнӑ, йытӑ, пиллӗк-улттӑ сиксе, картиш урлӑ каҫнӑ та туллашса хаяррӑн вӗрме тытӑннӑ.

Взвизгивала железная проволока, гремела цепь — перемахнув несколькими рывками двор, пес захлебывался злобным лаем.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кинӗсем эрехе кӑшт ҫеҫ тутанса пӑхнӑ, анчах Игнат Савельевич, вӗсем ҫине хаяррӑн пӑхса илсе, вӗсене айккинелле ҫавӑтса кайнӑ, вӗсем, чыхӑна-чыхӑна, ӳсӗрсе черккисене тӗппипе типӗтнӗ.

Невестки чуть отхлебнули из рюмок, но Игнат Савельевич повел в их сторону коршунячьим взглядом, и они, давясь и кашляя, осушили рюмки до дна.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ах сан мӗн ӗҫ-и-ха кунта? — хӗрӗ патнелле утса, лӑпсӑркка куҫ харшисене хаяррӑн пӗркелентерсе, тӑрӑхласа ыйтрӗ ашшӗ.

— Ах, ты тут ни при чем? — язвительно допытывался отец, наступая ни нее и угрожающе сдвигая лохматые брони.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Спекулянт тусӗсем офицера сырса илнӗ те ӑна питрен хаяррӑн кӑшкӑрма пуҫланӑ:

Дружки спекулянта уже окружили офицера плотным кольцом и зло выкрикивали ему в лицо:

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл «коммуние» хирӗҫ хаяррӑн кӑшкӑрнисенчен хӑрамасӑр калаҫнӑ — ӑна нихӑшӗ те нимӗнле сӑмахпа та пӑтраштарса яма пултарайман! — анчах ҫав каҫхине вӑл хӑй темӗнле пӑшӑрханнине туйнӑ — таҫтан ҫил вӗрнӗ пек, хул-ҫурӑм йывӑрланнӑ пек туйӑннӑ.

Он не боялся злобных выкриков против «коммунии», — никто не мог сбить его никакими словами! — но в тот вечер он чувствовал странную тревогу: будто дул откуда-то сквознячок и сковывал спину.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ачусене хӗрхенсе пытаратӑп ҫылӑхна, — терӗ Аниккей, анчах ун сасси паҫӑрхи пекех хаяррӑн илтӗнчӗ.

— Ради детей покрою твой грех, — проговорил Аникей, но голос его по-прежнему дышал угрозой.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Алӑк патӗнче вӑл нумайччен урине хыркаласа тӑчӗ, куҫ харшисене хаяррӑн пӗркелентернӗрен Аникей те хӑраса ӳкрӗ.

Он долго шаркал ногами у порога и так грозно супился, что даже Аникея взяла оторопь.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗтӗм халӑх хӑйӗн мӗн пур вӑйне тӑшманпа хаяррӑн кӗрешме панӑ чухне ҫынран нумай та хытӑ ыйтмалла пулнӑ; тен, сӑлтавӗ ҫакӑ пулнӑ пулӗ.

Может быть, причиной всему было время сурового спроса с человека, когда весь народ напрягался в жестокой борьбе с врагом, но война минула.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех