Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Ах, Израиль килӗ, акӑ Эпӗ сирӗн ҫине инҫетри халӑха, вӑйлӑ халӑха, авалхи халӑха илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ унӑн чӗлхине пӗлместӗн, вӑл мӗн каланине ӑнланмастӑн.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ каларӑм вара: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! Ҫак халӑха тата Иерусалима: «сирӗн тӑнӑҫлӑх пулӗ» тесе илӗртрӗн кӑна-им Эсӗ, ӗнтӗ хӗҫ чун патнех ҫитет-ҫке? терӗм.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисем, Ҫӳлхуҫашӑн хӑвӑрӑн ӳтӗре кастарӑр, чӗрӗрсен ӳтне касӑр: Манӑн ҫиллӗм вут-ҫулӑмла тапса ан тухтӑр, сирӗн усал йӑлӑрсене пула пӗр сӳнмиех ҫунса ан тӑтӑр.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫав кунсенче Иудея килӗ Израиль килне пырӗ, вара ҫурҫӗр енчи ҫӗртен вӗсем Эпӗ сирӗн аҫӑрсене еткерлӗхе панӑ ҫӗре пӗрле кайӗҫ.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗн ҫине пӗтӗм ҫиллӗме ямӑп: Эпӗ — ырӑ, ӗмӗрӗпех тарӑхас ҫук, тет Ҫӳлхуҫа.Я не изолью на вас гнева Моего; ибо Я милостив, говорит Господь, - не вечно буду негодовать.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Сирӗн ачӑрсене Эпӗ кӑлӑхах пӗтертӗм: ӑс панине йышӑнмарӗҫ вӗсем; сирӗн пророкӑрсене, хыпса ҫӑтакан арӑслан пек, хӑвӑр хӗҫӗрех пӗтерчӗ, [анчах эсир хӑраса ӳкмерӗр].
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Мӗншӗн-ха сирӗн Манпа тупӑшмалла? эсир пурте [усал ӗҫ туса] Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сирӗн аҫӑрсем Манра ҫылӑх шыраса тупрӗҫ-и? мӗншӗн-ха вӗсем, Манран уйӑрӑлса, ӑҫтиҫук хыҫҫӑн кайса, ӑҫтиҫука тухса кайрӗҫ?
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ пултарас ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр яланах Хамӑн сӑнӑм умӗнче тӑнӑ пек, сирӗн вӑрлӑхӑр та, сирӗн ятӑр та Ман умӑмрах тӑрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем сирӗн тӑванӑрсене — халӑхсем хушшинче пурӑнаканскерсене — лашасемпе урапасем ҫинче, ҫӗклевӗҫсемпе вӑкӑрсем ҫинче, хӑвӑрт ҫӳрекен тӗвесем ҫинче илсе пырса Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине, Иерусалима, илсе ҫитерӗҫ, ку ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне пекех пулӗ, ку ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне таса савӑтра парне кӳрсе панӑ пекех пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫакна куратӑрах эсир, вара сирӗн чӗре хӗпӗртенӗ; сирӗн шӑммӑрсем ешӗл курӑк пек паркаланӗҫ.14. И увидите это, и возрадуется сердце ваше, и кости ваши расцветут, как молодая зелень,
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сирӗн ятӑр Манӑн суйласа илнийӗсемшӗн ылхан пулса юлӗ; Ҫӳлхуҫа Турӑ вӗлерет сана, Хӑйӗн чурисене вара урӑх ят хурӗ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ют ҫӗр ҫыннисем килӗҫ те сирӗн выльӑхӑра кӗтме пуҫлӗҫ; ют ҫӗршыв ҫыннисен ывӑлӗсем сирӗн ҫӗре ӗҫлесе тӑрӗҫ, пахчӑрсенче — иҫӗм пахчисенче — ӗҫлӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах сире хӑвӑр Туррӑртан йӗркесӗр ӗҫӗрсем уйӑрттарса янӑ, ҫылӑхӑрсене пула, сире илтес мар тесе, Вӑл Хӑйӗн сӑнне сирӗнтен пытарнӑ, 3. мӗншӗн тесессӗн сирӗн аллӑр юнпа, сирӗн пӳрнӗрсем йӗркесӗр ӗҫсемпе ирсӗрленнӗ; сирӗн тута-ҫӑварӑр суя суять, сирӗн чӗлхӗр тӗрӗсмарлӑх калать.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсир акӑ тавлашма та хирӗҫме, ыттисене чарусӑр алӑпа ҫапма-хӗнеме типӗ тытатӑр; ҫапла типӗ тытатӑр пулсассӑн, сирӗн сассӑра ҫӳлте илтес ҫук ҫав.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Апла эсир хаваслансах тухатӑр, сире кӑмӑллӑн ӑсатса ярӗҫ; тусемпе сӑртсем сирӗн умӑрта юрӑ юрлӗҫ, хирти йывӑҫсем пурте сире алӑ ҫупӗҫ.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӳпе ҫӗртен ҫӳлерех пулнӑ пек, Манӑн ҫулӑм-йӗрӗм те сирӗн ҫулӑрсенчен ҫӳлерех, Манӑн шухӑшӑм та сирӗн шухӑшӑртан ҫӳлерех.9. Но как небо выше земли, так пути Мои выше путей ваших, и мысли Мои выше мыслей ваших.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сирӗн шухӑшӑр — Манӑн шухӑшӑм мар, Манӑн ҫулӑм-йӗрӗм — сирӗн ҫулӑрсем мар, тет Ҫӳлхуҫа.8. Мои мысли - не ваши мысли, ни ваши пути - пути Мои, говорит Господь.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана тимлӗн тӑнлӑр, вара пахине ҫийӗр, сирӗн чунӑр ҫупа тутӑ пултӑр.Послушайте Меня внимательно и вкушайте благо, и душа ваша да насладится туком.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Апат мар япалашӑн сирӗн мӗншӗн кӗмӗл виҫсе памалла-ха? тӑрантарман япалашӑн сирӗн мӗншӗн хӑвӑр ӗҫлесе илнине памалла-ха?2. Для чего вам отвешивать серебро за то, что не хлеб, и трудовое свое за то, что не насыщает?
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.