Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗке (тĕпĕ: ирӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Атте Валерьян Васильевич Галкин 3 ҫул килӗрен киле ҫӳресе ял ҫыннисем ҫинчен ыйтса пӗлсе ҫырса хӑварнӑ блокнот маншӑн чи пысӑк пуянлӑх. Ӑна куҫ пек упратӑп, пичетлес ӗмӗтпе пурӑнатӑп», — чунне ирӗке ячӗ хӗрарӑм.

"Для меня самое большое богатство - это блокнот отца Валерьяна Васильевича Галкина, где он 3 года собирал по дворам и записывал рассказы деревенских жителей. Его берегу как зеницу ока, живу мечтой напечатать", - душу открыла женщина.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫак ирӗке эпир ҫивӗч кӗрешӳре ҫӗнсе илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

1945 ҫулхи январӗн 24-мӗшӗнче Прибалтикӑна нимӗҫ фашисчӗсенчен ирӗке кӑларнӑ чухне ӗҫтешӗмӗрсен батальонӗ харсӑрлӑх кӑтартса паттӑрлӑхпа палӑрнӑ, 40 ытла нимӗҫе тӗп тунӑ, вӗсен ҫар хатӗрӗсене туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ҫӗрпӳ ҫӗрӗ ҫинче тупӑшмалли ирӗке районти 16-17 ҫулхи хӗрсемпе каччӑсем апрелӗн 28-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче иртнӗ зонӑри ӑмӑртӑва хутшӑнса ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Республика Кубокӗшӗн // А.НИКИТИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Польшӑри тата Германири хуласене ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

1944 ҫултанпа вара 3-мӗш Украина фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, Венгрие, Чехословакие, Австрие ирӗке кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

«Манӑн атте Берлина ҫитмен пултӑр, ҫапах вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулине тӑшманран хӳтӗленӗ, Мускав хулине ирӗке кӑларнӑ чухне паттӑрлӑхпа, хӑюлӑхпа палӑрнӑшӑн ӑна медальпе наградӑланӑ», - тет хӗрӗ Нарспи Корниловна.

Куҫарса пулӑш

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Ирӗке куҫарса лартас пулсассӑн сивӗсем йӑлтах иртессе кӗтмелле.

Чтобы пересадить на волю необходимо подождать, пока закончатся холода.

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

Паллах, ирӗке куҫарасси ҫанталӑк мӗнле тӑнинчен килет.

Безусловно, пересадка зависит от состоянии погоды.

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

Иудейсем вара ҫапла кӑшкӑрнӑ: Ӑна ирӗке ярсан, эсӗ кесарӗн тусӗ мар вара, хӑйне хӑй патша вырӑнне хуракан кирек кам та кесарӗн тӑшманӗ вӑл, тенӗ.

Иудеи же кричали: если отпустишь Его, ты не друг кесарю; всякий, делающий себя царем, противник кесарю.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫакӑн хыҫҫӑн Пилат Иисуса ирӗке яма тӑрӑшнӑ.

12. С этого времени Пилат искал отпустить Его.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Ывӑлӗ ирӗке кӑларсан, эсир чӑннипех те ирӗклӗ пулатӑр.

36. Итак, если Сын освободит вас, то истинно свободны будете.

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир Авраам йӑхӗ, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман; епле-ха Эсӗ пире: «ирӗке тухӑр» теетӗн? тенӗ.

33. Ему отвечали: мы семя Авраамово и не были рабами никому никогда; как же Ты говоришь: сделаетесь свободными?

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: эсир, Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр; 32. вара чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ, тенӗ.

31. Тогда сказал Иисус к уверовавшим в Него Иудеям: если пребудете в слове Моем, то вы истинно Мои ученики, 32. и познаете истину, и истина сделает вас свободными.

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Пин ҫул иртсессӗн, шуйттана хӑйӗн тӗрминчен ирӗке кӑларӗҫ; вӑл вара ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче пурӑнакан халӑхсене — Гога тата Магога — улталаса илӗртме, вӗсене вӑрҫа пуҫтармашкӑн тухӗ; вӗсен йышӗ тинӗс хӑйӑрӗ чухлӗ.

7. Когда же окончится тысяча лет, сатана будет освобожден из темницы своей и выйдет обольщать народы, находящиеся на четырех углах земли, Гога и Магога, и собирать их на брань; число их как песок морской.

Ӳлӗм 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вӑл аҫтахана, авалхи ҫӗлене, — вӑлах шуйттан, сатана пулать — тытрӗ те пин ҫула сӑнчӑрларӗ; 3. ӑна тӗпсӗр вырӑна пӑрахрӗ те питӗрсе илчӗ, ҫиелтен пичет хучӗ — пин ҫул иртиччен халӑхсене ан улталатӑр тесе ҫапла турӗ вӑл; ҫав вӑхӑт иртсе кайсассӑн лешӗ пӗр вӑхӑта ирӗке тухӗ.

2. Он взял дракона, змия древнего, который есть диавол и сатана, и сковал его на тысячу лет, 3. и низверг его в бездну, и заключил его, и положил над ним печать, дабы не прельщал уже народы, доколе не окончится тысяча лет; после же сего ему должно быть освобожденным на малое время.

Ӳлӗм 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эсӗ курнӑ тискер кайӑкӑн вунӑ мӑйраки аскӑн арӑма курайми пулӗ, вӗсем ӑна тустарса тухӗҫ, ҫарамас хӑварӗҫ, ӳтне ҫисе ярӗҫ, ӑна вутра ҫунтарса ярӗҫ: 17. Турӑ вӗсен чӗрине Хӑй ирӗкне пурӑнӑҫлантарас енне сулӑнтарнӑ, ҫав ирӗке пурӑнӑҫлантарса, Турӑ сӑмахӗсем вырӑна килсе пӗтиччен вӗсен патшалӑхне тискер кайӑк аллине памалла тунӑ.

16. И десять рогов, которые ты видел на звере, сии возненавидят блудницу, и разорят ее, и обнажат, и плоть ее съедят, и сожгут ее в огне; 17. потому что Бог положил им на сердце - исполнить волю Его, исполнить одну волю, и отдать царство их зверю, доколе не исполнятся слова Божии.

Ӳлӗм 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Этемсен виҫҫӗмӗш пайне пӗтерме палӑртнӑ сехет валли, кун валли, уйӑх валли, ҫулталӑк валли хатӗрлесе хунӑ тӑватӑ ангела ирӗке кӑларчӗҫ.

15. И освобождены были четыре Ангела, приготовленные на час и день, и месяц и год, для того, чтобы умертвить третью часть людей.

Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Улттӑмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — эпӗ Турӑ умӗнче ларакан ылтӑн парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйракинчен килекен сасса илтрӗм; 14. ҫав сасӑ трупа тытнӑ улттӑмӗш ангела каларӗ: аслӑ Евфрат шывӗ хӗрринче ҫыхӑнса тӑракан тӑватӑ ангела ирӗке кӑлар, терӗ.

13. Шестой Ангел вострубил, и я услышал один голос от четырех рогов золотого жертвенника, стоящего пред Богом, 14. говоривший шестому Ангелу, имевшему трубу: освободи четырех Ангелов, связанных при великой реке Евфрате.

Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Пӗлӗр ӗнтӗ: пирӗн Тимофей тӑванӑмӑра ирӗке кӑларнӑ; вӑл кӗҫех килес пулсассӑн, эпӗ те унпа пӗрле сире пырса курӑп.

23. Знайте, что брат наш Тимофей освобожден, и я вместе с ним, если он скоро придет, увижу вас.

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех