Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ыттисенчен маларах тухса тӑракан бетон пирс кӗтессинчен сылтӑмарах сасартӑк пальмӑсен анлӑ аллеи пуҫланса каять; вӗсен хур тӗкӗ евӗрлӗ ҫӑра турачӗсем бронза тӗслӗ курӑнаҫҫӗ, чечексемпе илемленсе ларакан шурӑ ҫуртсене хитре хупласа тӑраҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Пысӑк культурӑллӑ ӗлӗкхи халӑхсем ҫывӑх ҫынсене чечексемпе (пуринчен ытла сарпуҫ ятлӑ чечексемпе, ҫамрӑк хӗрсене шӑлан чечекӗсемпе) ӑсатнӑ.
Вилӗм, пытару тата асӑну // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Юлашки ҫула чӗрӗ чечексемпе ӑсатни — ӗлӗкрен юлнӑ йӑла.
Вилӗм, пытару тата асӑну // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вилнӗ ҫынна хисепленине эпир юлашки хут ӑна пытарас ӗҫе хутшӑнса, чӗрӗ чечексемпе ӑсатса кӑтартатпӑр.Последнее уважение усопшему мы выражаем участием в похоронах и живыми цветами.
Вилӗм, пытару тата асӑну // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Эпӗ вӗсем чечексемпе кӑна тӑранса пурӑнаҫҫӗ тесе шутланӑ, — терӗ Сергей, Саша инкен хурчӗсем алла вӗренсе ҫитнинчен тӗлӗнсе.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ҫынсем чечексемпе кӗтсе илеҫҫӗ, сӗт ӗҫтереҫҫӗ.
Ҫырусем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Кивӗ пӗчӗк чиркӳ малтанхи симӗс туратсемпе тата ҫуркуннехи малтанхи чечексемпе капӑрланать, хула ҫийӗн чансен хаваслӑ янравӗ илтӗнсе тӑрать, пансен «кӳмисем» хӑлтӑртатаҫҫӗ, турра пуҫҫапма килнисем вара урамсене те, площадьсене те, хула тулашӗнчи уя та кӗпӗрленсе тулаҫҫӗ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫынсенчен ютшӑнса пурӑнакан, ҫутҫанталӑк илемлӗхӗпе киленсе тӑракан, анлӑ тӗнчен чаплӑ шӑплӑхне итлесе савӑнакан, курӑксем пуҫтаракан, чечексемпе, вӗҫен кайӑксемпе тата ҫӑлтӑрсемпе ҫеҫ интересленекен ҫав ҫын хӑрушӑ ҫын пулни курӑнать ӗнтӗ.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫавӑн чухне вӗсем «Мари-Аннӑна» та каялла туртса илсе пӗтӗмпех чечексемпе илемлетнӗ, хыҫалтан герблӑ лилисем ҫакнӑ ялав йӑтса пырса, хӑйсен лагерьне илсе кайнӑ; ҫул ҫинче тӗл пулакан хӗрарӑмсене ҫав туппа чуп тутарнӑ.
V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пурте строя тӑрса колоннӑра пычӗҫ, ҫулпуҫсен пысӑк портречӗсене ҫӗклесе малалла утрӗҫ, портретсене уйран пухса килнӗ чечексемпе илемлетнӗ.Шли стройными колоннами, несли большие портреты вождей, украшенные первыми полевыми цветами.
36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Чечексемпе уйӑх ҫинчен тата чунсен тӑванлӑхӗ ҫинчен ытаршӑн калаҫнисем ӑна яланах вӑтантарнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Иудин йывӑҫӗн вӑрӑм турачӗсем вӗтӗ те ҫӑра чечексемпе витӗнчӗҫ те аякран пысӑк кӑвак мерченсем пек курӑнаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пӳрт стенисем кӑмӑллӑн шуралса тӑчӗҫ, кӑмака ҫине ӳкернӗ чечексемпе кӗтессенче ҫакӑнса тӑракан тӗрленӗ алшӑллисем илемлӗн курӑнчӗҫ.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Лида ун ҫине хӑюсӑр пӑхса илчӗ, унтан аллисенчен хӑй ҫыхнӑ хулӑм, ҫӑмламас, хӗррисене хӗрлӗ тата сенкер чечексемпе илемлетнӗ перчеткесене туртса хыврӗ.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унпа юнашар, хитре чечексемпе илемлетнӗ пысӑк поднос ҫинче, стакансем тата лимон касӑкӗсем хунӑ турилкке ларать.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кӗмсӗртетсе пыракан агрегат хыҫҫӑн чечексемпе хӑюсем тытнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырать, тем сӑлтава пула килте ларакан ҫынсем чӳречесенчен пӑхса пӗр-пӗрне: — Настюша кайрӗ… — теҫҫӗ те урама чупса тухаҫҫӗ.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӗлле те, ҫулла та Морозов аркине, ҫухине тата ҫанни хӗррисене утмӑлтуратсемпе, сар чечексемпе тӗрленӗ шурӑ пир кӗпе тӑхӑнса ҫӳренӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ҫавӑнтах, вӑрманта, питӗ илемлӗ, чечексемпе тулса ларнӑ уҫланкӑ шыраса тупрӗ; утса виҫсе тухрӗ, васкаса чутлакаланӑ патаксемпе хӗррине икӗ тӗлте паллӑ турӗ, ещӗкрен пистолетсем илчӗ те, кукленсе ларса, пульӑсене кӗпҫесем ӑшне хурса шаккаса лартрӗ; пӗр сӑмахпа каласан, хӑйӗн тарласа кайнӑ питне шурӑ тутӑрпа пӗрмаях шӑла-шӑла, пӗтӗм вӑйран хыпаланса ӗҫлерӗ; унпа пӗрле ҫӳрекен Панталеоне шӑнса кайнӑ ҫын евӗрлӗ пулчӗ.
XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пуҫӗнче вара унӑн хальччен пулман чечексемпе пучахсем сӑнланчӗҫ.
X // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Таня чечексемпе хӑйӗн тутине хупларӗ.
IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.