Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрӗ сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрӗ (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Урҫа хӑйӗн юратнӑ хӗрӗ патне ҫырнине» маннӑ эпӗ.

«Письмо от вдовца к девице» я забыл.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Дворниксен хӗрӗ Танька астутарман пулсан, эпӗ ҫак чармак куҫлӑ тӑрнаккай ҫинчен маннӑ та пулӑттӑм.

Я бы совсем забыла об этом глазастом невеже, если бы вечером дворникова Танька не напомнила.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку хӗрарӑм Катя амӑшӗ пулнӑ иккен, хайхи карчӑкӑн хӗрӗ.

Эта женщина была, разумеется, Катькина мама и старушкина дочка.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Капитан Мироновӑн хӗрӗ ман патӑма ҫыру ҫырнӑ; вӑл пулӑшу ыйтать; Швабрин ӑна ирӗксӗрлесех хӑйне качча тухма хушать, — терӗм эпӗ ӑна.

— Дочь капитана Миронова, — сказал я ему, — пишет ко мне письмо: она просит помощи; Швабрин принуждает ее выйти за него замуж.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мана Акулина Памфиловна хӑй тӑванӗн хӗрӗ тесе пытарса хӑварни ҫинчен эпӗ шарламаннипе ҫеҫ эсӗ чӗрӗ юлтӑн, тет.

Говорит, что прикрыл обман Акулины Памфиловны, которая сказала злодеям, будто бы я ее племянница.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗнле тата Маша, капитанӑн хӗрӗ?» — терӗ.

А что Маша, капитанская дочка?»

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ вара пуҫ тайса: — Ман йӑмӑкӑн хӗрӗ вӑл, государь, иккӗмӗш эрне ӗнтӗ чирлӗ выртать, тетӗп.

Я вору в пояс: — Племянница моя, государь; захворала, лежит, вот уж другая неделя.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Комендантшӑпа хӗрӗ уйрӑлса кайрӗҫ.

Комендантша с дочерью удалились.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Акӑ епле: Петр Андреич нумаях пулмасть юрӑ ҫырнӑ-мӗн те, паян ӑна мана юрласа кӑтартрӗ, эпӗ те хам юратакан юрра: Капитанӑн хӗрӗ, Уҫӑлма ан тух ҫӗрле, тесе пуҫланаканнине янтратса ятӑм.

— Да вот как: Петр Андреич сочинил недавно песню и сегодня запел ее при мне, а я затянул мою любимую: Капитанская дочь, Не ходи гулять в полночь…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӑхасса та малтан ун ҫине ырах мар шухӑшласа хунипе тиркесе пӑхрӑм: мӗншӗн тесен Швабрин мана ҫак капитан хӗрӗ Маша ҫинчен, вӑл тӑр ухмах пек кӑтартса, каласа пачӗ.

Я смотрел на нее с предубеждением: Швабрин описал мне Машу, капитанскую дочь, совершенною дурочкою.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Старостӑн хӗрӗ ун чухне чирлӗ выртатчӗ.

у которого заболела дочка.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Александр Сергеевич Пушкин ҫырнӑ «Капитан хӗрӗ» хайлав.

Написанное Александром Сергеевичем Пушкиным произведение "Капитанская дочка".

Капитан хӗрӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӗрӗ вара пӗчӗк кӗрӗкӗпе чӗркеннӗ те, яланхи пекех, эпӗ килессе кӗҫӗн алӑк патӗнче кӗтсе тӑрать; уйӑх унӑн каҫхи сулхӑнпа кӑвакарнӑ пӗчӗк те чипер тутисене ҫутатать.

Она, по обыкновению, дожидалась меня у калитки, завернувшись в шубку; луна освещала ее милые губки, посиневшие от ночного холода.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Лиговская княгиня патӗнчен, унӑн хӗрӗ сывӑ мар — нервисем халсӑрланнӑ…

— От княгини Лиговской; дочь ее больна — расслабление нервов…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пурте тӗлӗнмелле фокусника кайса курма хатӗрленеҫҫӗ; Лиговская княгиньӑн хӗрӗ сывӑ мар пулин те билет илнӗ.

Все собираются идти смотреть удивительного фокусника; даже княгиня Лиговская, несмотря на то, что дочь ее больна, взяла для себя билет.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫавӑнпа амӑшӗ те, хӑйӗн хӗрӗ ҫине пӑхса, чӗререн хӗпӗртет; хӗрӗн вара нервисем ҫеҫ урмӑшнӑ: вӑл ҫӗр каҫипех ҫывӑраймӗ, темиҫе хут макӑрӗ-ха.

И мать внутренно радовалось, глядя на свою дочку; а у дочки просто нервический припадок: она проведет ночь без сна и будет плакать.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Княгиня ман ҫине питӗ ӑшшӑн пӑхкалать, хӗрӗ патӗнчен те уйрӑлмасть… ӗҫ начар иккен!

Княгиня на меня смотрит очень нежно и не отходит от дочери… плохо!

Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Княҫ хӗрӗ чирленӗшӗн хӗпӗртерӗм те эпӗ: вӗсем ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ пулӗччӗҫ.

Я рад, что княжна больна: они сделали бы ей какую-нибудь дерзость.

Июнӗн 6-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ княгиньӑн кӑмӑлне каясшӑн пултӑм, шӳт тукаларӑм, темиҫе хут ӑна чӗререн култартӑм; хӗрӗ те пӗр хутчен ҫеҫ мар куласшӑн пулчӗ те, анчах пӗр йышӑннӑ виҫерен тухас мар тесе, хӑйне хӑй тӑп тытса тӑма пӗлчӗ вӑл.

Я старался понравиться княгине, шутил, заставлял ее несколько раз смеяться от души; княжне также не раз хотелось похохотать, но она удерживалась, чтоб не выйти из принятой роли.

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Княгиня хӑйӗн хӗрӗпе каярах юлса кӗчӗ, хӗрӗ питӗ чипер тумланма пӗлет те; хӗрарӑмсем ун ҫине пурте хапсӑнса пӑхаҫҫӗ.

Княгиня с дочерью явилась из последних; многие дамы посмотрели на нее с завистью и недоброжелательством, потому что княжна Мери одевается со вкусом.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех