Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳпере (тĕпĕ: тӳпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑлтӑрсем шутлать, тӳпере мӗн пулса иртнине вулама… пултарать.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Такама хыттӑн чӗннӗ пек, такама асӑнса ҫын ӳлесе макӑрнӑ пек ҫухӑракан шӑпӑрсем хыҫҫӑн кӗсле сасси янкӑр уяр ҫанталӑкра тӳпере тӑри тӗрӗлтетнӗ евӗр, таврара кӗмӗл, йӗс, хурҫӑ хӗлӗхсем пӗрре сыпӑнса тепре чӑнкӑртатса татӑлнӑ евӗр илемлӗн янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уйӑх ҫӳрет тӳпере.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак упӑшкине тутарсем вӗлернӗ те, хӗрарӑм, тӳпере пӗччен вӗҫекен кайӑк пек, тӑлӑха тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӳпере вӗри хӗвел ялкӑшать.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вунӑ утӑм турӗ-и ҫак каппайчӑк, ҫирӗм утӑм-и… тӳпере вӗҫсе пыракан тӑрнасен сассине илтрӗ, ҫӳлелле пӑхрӗ те пӗр тӗмескерен такӑнса пӑлтӑр-палтӑр тӑрӑнса анчӗ, аллинчи витре канавалла ывтӑнса кӑлтӑрмач пек кусса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Чӑнах та, ҫурла пек ҫеҫ курӑнакан уйӑх улӑхнӑҫем улӑхса пычӗ, тӳпере пин-пин ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Чылайччен илтӗнсе тӑчӗ тӳпере ҫак тӑрнасен сасси: «Крли-и-и! Крли-и-и!..»

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Тӳпере уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те ҫук.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Паян ҫумӑр та иртет пулас, ӗнерхи йывӑр пӗлӗтсем вырӑнне тӳпере кашта-кашта пек пулнӑ кӑтра пӗлӗтсем тапранмасӑр тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Янкӑр тӳпере хӑлат явӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Тӳпере пит ирӗк, ҫуккӑ Мӑрсасем, алманҫӑсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Улӑх ҫинче, тӳпере, чӗвӗлти кайӑксем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫӳл тӳпере вылять-ха ҫӑлтӑр туйӗ, Хаваслӑх парнелет ман чӗрене.

Куҫарса пулӑш

Санпа тӑсасчӗ ман кун-ҫулӑма // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 53 с.

Ҫӑлтӑрсем тӳпере шултра та йышлӑн курӑнаҫсӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӑрӑ кӑвак тӳпере ҫӑлтӑрсем те курӑнкала пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сенкер тӳпере ҫӑлтӑрсем курӑнкалама пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӳпере сайра ҫӑлтӑрсем курӑнкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сӑмах май, нумаях пулмасть Бали тӑрӑхӗнчи ҫанталӑка лайӑхлатас тӗллевпе авиаци утрав ҫийӗнчи тӳпере 30 тоннӑна яхӑн тӑвар сапаланӑ.

Недавно сообщалось о том, что для улучшения погоды на Бали авиационные средства распылили в небе над островом около 30 тонн соли.

Сауд Аравинчи пушхирте кӳлӗсем йӗркеленнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33510.html

Тӳрӗ ҫын тӳрере (кантурта ӗҫлекен), турӑ — тӳпере тенӗ пулсан та Янтул тӳрене лараймарӗ, ытла ҫӳлте пулнипе турӑ асӑрхаймарӗ пулас ӑна.

Но честные в большинстве почему-то сидят на должностях, а Яндула, видимо, бог не заметил — не нашел ему места в суде или еще в какой-нибудь конторе…

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех