Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳпере (тĕпĕ: тӳпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйӑх ҫине хӑпарса, каҫ сулхӑнӗпе тӳпере хӑй ҫеҫ ярӑнса ҫӳрӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сирӗн хӗрачан ҫӑлтӑрӗ пек ҫутӑ ҫӑлтӑр кӑвак тӳпере урӑх ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗксӗм кӑвак тӳпере хура пӑнчӑ пӗр вырӑнта вӗҫсе тӑнине курсан, шеллерӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лӗм ҫил те, тӳпере пӗр пӗлӗт татӑкӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӳпере уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӳпере ҫӑлтӑрсем мӑчӑлтатса чӗтреҫҫӗ, уйӑх ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Таҫта тӳпере ҫӑмламас шурӑ упасем пек пӗлӗт кӳмерккисем ерипен шуни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӳпере пӗтӗм ял ҫийӗн тӗтӗмпе хутӑш хӗрлӗ кӑвак вут чӗлхисем явӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӑх хӗррипе, пахчасем хыҫӗнче, тирексемпе йӑмрасем саркаланса ӳсеҫҫӗ, тӳпере пӗр пӗлӗт татӑкӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӳпере вӗҫӗмсӗр тӑри юрлать.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул хӗрринчех тӳпере тӑри юрлать, чӗпписене вӗҫме вӗрентекен чӗкеҫсем, ҫунаттисемпе питрен килсе ҫапас пек, аялтах явӑнса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑлтӑрсем шутлать, тӳпере мӗн пулса иртнине вулама… пултарать.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Такама хыттӑн чӗннӗ пек, такама асӑнса ҫын ӳлесе макӑрнӑ пек ҫухӑракан шӑпӑрсем хыҫҫӑн кӗсле сасси янкӑр уяр ҫанталӑкра тӳпере тӑри тӗрӗлтетнӗ евӗр, таврара кӗмӗл, йӗс, хурҫӑ хӗлӗхсем пӗрре сыпӑнса тепре чӑнкӑртатса татӑлнӑ евӗр илемлӗн янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уйӑх ҫӳрет тӳпере.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак упӑшкине тутарсем вӗлернӗ те, хӗрарӑм, тӳпере пӗччен вӗҫекен кайӑк пек, тӑлӑха тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӳпере вӗри хӗвел ялкӑшать.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вунӑ утӑм турӗ-и ҫак каппайчӑк, ҫирӗм утӑм-и… тӳпере вӗҫсе пыракан тӑрнасен сассине илтрӗ, ҫӳлелле пӑхрӗ те пӗр тӗмескерен такӑнса пӑлтӑр-палтӑр тӑрӑнса анчӗ, аллинчи витре канавалла ывтӑнса кӑлтӑрмач пек кусса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Чӑнах та, ҫурла пек ҫеҫ курӑнакан уйӑх улӑхнӑҫем улӑхса пычӗ, тӳпере пин-пин ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Чылайччен илтӗнсе тӑчӗ тӳпере ҫак тӑрнасен сасси: «Крли-и-и! Крли-и-и!..»

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Тӳпере уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те ҫук.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех