Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳпере (тĕпĕ: тӳпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрхи янкӑр тӳпере вичкӗн куҫӗпе ҫӗр ҫинелле ҫивӗччӗн тинкерсе хӗрен явӑнать, ҫуначӗсене сулмаклӑн саркалантарса пӗрре ҫӳлерех улӑхать, тепре аяларах сулӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӳпере тӗллӗн-тӗллӗн ҫӳхе тӗксӗм пӗлӗтсем карталанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫил-тӑманлӑ хаяр хӗле ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн янкӑр кӑвак тӳпере йӑл-йӑл кулакан хӗвел хӑйӗн ӗмӗрхи ӗҫнех тӑвать: юр ирӗлсе пӗтсен ҫӗр ачашлана-ачашлана типет те, кӗҫех мӗнпур тавралӑх ем-ешӗл ҫӗнӗ тум тӑхӑнать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Карӑккасси ҫине ӳпӗннӗ хура кӑвак тӳпере Ҫӗр чӑмӑрӗ тӗнче уҫлӑхӗшӗн ҫӳпӗ пек пӗчӗк пулни ҫинчен систерсе, инҫетри-инҫетри асамлӑ вырӑнсене ҫитсе курма илӗртсе Хуркайӑк ҫулӗ йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӳпере ула курак краклатать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хура кӑвак тӳпере ҫӑлтӑрсем куҫ хӗссе йӑшӑлтатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кӑн-кӑвак тӳпере кӗрхи хӗвел тӗксӗммӗн йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вӑхӑта тӑсас тесе канса выртрӑм, кӑн-кӑвак тӳпере шурӑ кӑтра пӗлӗт куписен тӗлӗнтермӗш ӗренкисене сӑна-сӑна килентӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫунатне сарнӑ та тӳпере ярӑнать…

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӳпере ҫӑлтӑрсем тухса тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӳпере унта ӑслӑ, ҫӗр ҫинчи пек чикӗ ҫук, вырӑнӗ пурне те ҫитет-ҫке…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӳпере икӗ пысӑк ӑмӑрткайӑк темшӗн ҫапӑҫса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйӑх хӗвел тухасса кӗтет, юлашки вӑйне пухса, савнийӗ пӗлӗте ҫӗклениччен тӳпере юласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн пӗчӗкрен Киремет шап-шур урхамахпа тӳпере чуптарса ҫӳреме юратнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел пӑхсан тӳпере Хурлӑхан та савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, чӑн тӳпере пӗр турӑ мар, йьшшӑн унта вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗнтӗ ҫу та иртет, ҫӑмӑр та ҫӑвать — Шӗвек пӗлӗт шӑмалчӗ ҫӗр ҫинче, Ҫут хӗвел те хуллен сӳрӗлсе анать Пӗччен хӑй ҫулне тӳпере пит инҫе.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шӑрӑх хӗвел тӳпере Шӑратнӑҫем шӑратать, Йӗршшӳ ҫинче хӳтӗре Кӗтӳҫ кӗтӳ шӑварать.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӳпере тачка ҫумӑр пӗлӗчӗсем майӗпен шӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Утӑ ҫулнӑ вӑхӑт — сенкер тӑрӑ тӳпере пӗр шурӑ пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех