Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳпере (тĕпĕ: тӳпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуран айӗнче вутӑ тӳлеккӗн шӑтӑртатса ҫунать, таҫта тӳпере, хуран тӗлӗнчех, тӑрисем юрлаҫҫӗ.

Кажется, сегодня даже костер потрескивает как-то по-особенному весело, радостно; и жаворонки в небе заливаются звонче.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ каҫхи тӳпере тӑрисем чӑнкӑртатса юрлаҫҫӗ.

В розовом от вечерней зари небе все еще висят звонкоголосые жаворонки.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хушка ҫӑлтӑр вылятать Ҫӳл тӳпере ҫутипе.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ирхи ҫӑлтӑр хӑпарса Йӑл-йӑл кулать тӳпере.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Каҫхи тӑп янкӑр тӳпере Пуласчӗ манӑн ҫутӑ уйӑх.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Асран ҫухалмӗ тӗттӗм ҫӗр: Ҫунмарӗ тӳпере пӗр ҫӑлтӑр, Сайра-хутран шевле ҫеҫ йӑлтӑр Вылярӗ те хывайрӗ йӗр.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӳпере пӗр пӗлӗт татӑкӗ те ҫук, тухӑҫри мамӑк евӗр курӑнакан шурӑ тӑрӑх хӗвел хӑйӗнчен уйрӑлнӑҫемӗн ҫухалса пырӑть.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗллехи каҫ тӳпере хӑйӗн теттисене — ҫутӑ ҫӑлтӑрсене вырнаҫтарать.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах ҫӑлтӑрсем тӳпере телейлӗн сапаланман вӑхӑт пулчӗ пулмалла, аллах ӑна темшӗн ӑнӑҫу сунмарӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӳпере, пуҫ тӗлӗнчех, тӑрисем туй тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӳпере ҫумӑр пӗлӗчӗсем курӑнкалама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай ҫутӑ ҫӑлтӑр ялкӑшать пире хупласа тӑракан тӳпере, анчах чи ҫуттисен ячӗсем ҫаксем (эп ун пеккисене ку таранччен курманччӗ-ха): чаплӑ та мухтавлӑ Сулейман Великолепный — Турци султанӗ тата аслӑран та аслӑ ҫар пуҫӗ Сахиб-Гирей, пирӗн телейӗмӗр Герай-хан…

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑссем каларӑш, ҫиччӗмӗш тӳпере пулнӑн туйрӗ Эльгеев хӑйне.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кашни ялӗ пӗрер вӑкӑр пусрӗ, пӗрер пысӑк хуран пӑтӑ пӗҫерчӗ, тӳпере ҫапах та пӗр ҫумӑр пӗлӗчӗ те курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗттӗм тӳпере ирхи шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ вылянӑ пек туйӑнатчӗ ҫав пӗчӗк Петя сӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ, унӑн умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхир, тӳпере тӑри хӑйӗн юррине шӑрантарать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӳпере — унта-кунта — ҫӑлтӑрсем ҫунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соня-кӗтӳҫ ҫепӗҫҫӗн юрланӑ чух ҫӳлте-ҫӳлте кӑвак тӳпере тӑри юрланӑ пек те илтӗнет Эльгеева.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӳпере шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пӗлӗт айӗнчен тухрӗ, ытти ҫӑлтӑрсем хушшинче вӑл уйрӑмах йӑлтӑртатса ҫуннӑн курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шурӑ ҫын урисем патӗнче ҫаврӑнса выртнӑ чӑмакка хӑраса ӳкнӗ чӗрӗпе аса илтерет; хӗрарӑмӑн ӗсӗклевлӗ пӑшӑлтатӑвӗ тӗшмӗшле хӑравпа янӑрать; хӗр, ахӑртнех, Стара тӳпере кичемленсе ҫитнӗрен ҫӗр ҫине аннӑ мӗнле те пулин турӑ вырӑнне йышӑнать.

Комочек, свернувшийся у ног белого человека, напоминал испуганного ежа; всхлипывающий шепот женщины звучал суеверным страхом; возможно, что она принимала Стара за какого-нибудь бога, соскучившегося в небесах.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех