Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытатпӑр (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Полковник юлташӑн пирӗн патра асап тӳсмелле пулчӗ, апла пулсан, эпир уншӑн ответ тытатпӑр.

Товарищ полковник у нас пострадал, — мы, значит, за него и ответ несем.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Эпир хамӑр та ҫав тӗллеве тытатпӑр, анчах япӑххинчен лайӑххи патне, унтан вара лайӑххинчен малта пыраканни патне пӗр сукмакпа каймалла мар вӗт-ха!

Конечно, мы и сами на это целимся, да ведь не одной тропой идти от плохого до хорошего и дальше, от хорошего до передового!

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эпир, союзниксем, кунта ҫителӗклӗ вӑй тытатпӑр, — терӗ малалла Пуль генерал ӗнентермелле.

— Мы, союзники, имеем здесь достаточно сил, — внушительно продолжал Пуль.

9 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Пире пурпӗрех чул кирлӗ: герб тума та, хурлӑхлӑ сӑмахсем ҫырма та, пӗр чулпах эпир икӗ мулкач тытатпӑр.

Нам все равно нужен камень для герба и для скорбных надписей, вот мы и убьем двух зайцев одним камнем.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пулӑ тытатпӑр, калаҫатпӑр, ыйха сирме хутран-ситрен шыва чӑмса тухатпӑр.

Мы удили рыбу, разговаривали и время от времени окунались в воду, чтобы разогнать сон.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унӑн пӑшал пур — таҫта вӑрланӑскер — эпир унпа сунара ҫӳретпӗр; пулӑ та тытатпӑр, ҫапла тӑранкаласа пуранатпӑр.

У него было ружье — украл, наверно, где-нибудь, — и мы с ним ходили на охоту, удили рыбу; этим и кормились.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Сулӑм памасан виличченех тытатпӑр.

Будем их держать, пока они не выкупятся до смерти.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тепӗр икӗ сехетрен эпир Прагӑналла ҫул тытатпӑр.

Через два часа мы выезжаем на Прагу.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӗнтӗ Берлин юнашар, эпир пур, каялла таврӑнса, вӑрман тӑрӑх сирпӗнсе ҫӳретпӗр, фрицсене тытатпӑр.

Уже Берлин рядом, а мы опять возвращались, прочесывали леса, вылавливали фрицев.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вара килелле ҫул тытатпӑр.

И можно домой.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах пирӗн ҫулҫӳрев нумая пымасть ҫав — каҫчен эпир Ярцево текен станцие ҫитетпӗр те унтан тӳрех лагере ҫул тытатпӑр.

Наше путешествие закончится скоро — до наступления вечера мы должны прибыть на станцию Ярцево, а оттуда уже двинемся в лагерь.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ешӗл ҫарансем ҫинче темӗн чухлӗ качака ӗрчет, ҫыран хӗррисенче тинӗсре пурӑнакан чӗрчунсене тытатпӑр.

Дикие козы плодились и размножались на сочных зелёных лугах, а на берегу мы находили много морских животных.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— «Дункан» ҫине ҫитсенех хӗвелтухӑҫнелле ҫул тытатпӑр та крушенипе инкек курнӑ ҫынсене тупиччен вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе тӗнче тавра ҫавӑрӑнса каятпӑр!

— По прибытии на «Дункан» возьмём курс на восток и пройдём вдоль всей тридцать седьмой параллели вокруг света, пока не найдём потерпевших крушение!

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ак, ыран тытатпӑр та аннӳпе пӗҫеретпӗр.

А мы вот завтра вместе с мамой возьмем да и напечем сами.

Пӗрремӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

— Эпӗ санпа пыратӑп… юрать-и? — «Юрать, — терӗ те вӑл лашана каялла чакарса тӑратрӗ, — эпир ӑна часах тытатпӑр, кайран вара сире ӑсатса ярӑп. Кайрӑмӑр».

— «Я с тобой пойду… хочешь?» — «Ладно, — отвечал он и попятил лошадь назад, — мы его духом поймаем, а там я вас провожу. Пойдемте».

Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.

Эпир вара, шкул ҫулӗнчи ачасем, йӗм кантринчен пӗр-пӗрне ҫавӑрса тытатпӑр та кӗрешетпӗр.

А мы, дети школьного возраста, веревками из штанишек друг-друга вокруг обматывали и боролись.

Туслӑх ҫирӗпленсе пырать // Владимир ИЛЬИН. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.

— Хамӑрӑн чун-чӗрене пырса тивиччен эпир хамӑра паттӑр та хытӑ тытатпӑр.

— Храбримся, строжимся, пока нас за живое не возьмет.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ вара, Терентий Родионович, районти ӗҫсемшӗн эпир сирӗнпе ответ тытатпӑр, мӗншӗн тесен Бахолдин ӗҫрен тухма ыйтса заявлени пачӗ.

А сейчас за дела в районе будем отвечать мы с вами, Терентий Родионович, потому что Бахолдин подал официальное заявление об уходе.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑвна хытах хӗсме пуҫласан, Дон патне ҫитичченех чак, Вӗсене Усть-Хопертан Казански таран сылтӑм енчи хуторсене хӑваратпӑр та, хамӑр, Дон хӗрринче траншейӑсем чавса, оборона тытатпӑр.

Если тебя собьют — отступай до самого Дона, от Усть-Хопра до Казанской очистим им правую сторону, пороем над Доном траншеи и будем обороняться.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Астутар ӑна: ҫӗрле хутор тӑрӑх пит ан ҫӳретӗр, атту ярса тытатпӑр та, унран йӗпе шӑши кӑна юлӗ!» — теҫҫӗ.

Перекажи ему, чтобы ночью по хутору не ходил, а то поймаем, беды он наживет!»

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех