Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун чухне пуйӑс тӳнсе кайсан ҫӗр ҫине наркӑмӑшлӑ фенол юхса тухнӑ.
Мисчӗре катастрофа пулнӑранпа — 20 ҫул // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12354.html
3. Павел ҫӗклем ҫапӑ пуҫтарса ӑна вут ҫине хурса тӑнӑ чухне вут-ҫулӑм хӗмӗпе ҫапӑ ӑшӗнчен ехидна теекен наркӑмӑшлӑ ҫӗлен тухрӗ те ун аллинчен ҫакӑнчӗ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пушӑ сӑмах калаҫҫӗ, суя тупа тӑваҫҫӗ, килӗшӳ тӑваҫҫӗ; ҫавӑнпа, ана ҫинчи наркӑмӑшлӑ курӑк пек, вӗсемшӗн сут килсе ҫитӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Акӑ Эпӗ сирӗн ҫине ҫӗленсем — ӑрӑмласа та ҫӗнтерейми наркӑмӑшлӑ хура ҫӗленсем — ярӑп, вӗсем сире сӑхса суранлатса пӗтерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене хӑратман та, шиклентермен те, вӗсем хӑйсемех наркӑмӑшлӑ чӗрчунсем хӗвӗшнинчен, ҫӗлен-калта шӑхӑрнинчен сехри хӑпнипе тӗп пулнӑ, ӗнтӗ сывлӑш ҫине те пӑхма хӑранӑ — унран ниҫта та тарса каяйман: 10. хӑйне хӑй кӳнтелесе айӑплакан усаллӑх вӑл хӑравҫӑ, чун-чӗри канӑҫ паманран темӗнле тискерлӗх те шутласа кӑларать.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Санӑн ывӑлусене вара наркӑмӑшлӑ ҫӗлен шӑлӗ те витеймен: пулӑшмашкӑн Санӑн ырӑлӑху ҫитнӗ, вӗсене сыватнӑ.10. А сынов Твоих не одолели и зубы ядовитых змиев, ибо милость Твоя пришла на помощь и исцелила их.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсене тискер кайӑксен хӑрушӑ хаярлӑхӗ ҫитсессӗн те, вӗсем наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем сӑхнипе пӗтсессӗн те, Санӑн ҫиллӳ вӗҫне ҫитичченех пыман.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӗсенӗн иҫӗмӗ — Содом иҫӗм йывӑҫӗ, вӗсен иҫӗмӗ — Гоморра хирӗнчен килнӗскер; ҫырлисем вӗсен — наркӑмӑшлӑ ҫырласем, ҫупкӑмӗсем вӗсен йӳҫӗскерсем; 33. вӗсенӗн эрехӗ — аҫтаха наркӑмӑшӗ, аспид ҫӗленӗн вӗлерекен сӗлеки.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла ҫителӗклӗ ҫисе-тӑранса, лайӑх ҫуртсем лартса [унта] пурӑнма тытӑнсассӑн, 13. шултӑра тата вак выльӑх-чӗрлӗхӳ нумайланса ҫитсессӗн, кӗмӗлӳпе ылтӑну нумайлансассӑн, санӑн мӗн пурри пурте нумайланса кайсассӑн, 14. асту вара, чӗрӳ мӑнаҫланса ан кайтӑр, сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, ан ман; 15. Турӑ сана аслӑ та хӑрушӑ пушхир витӗр илсе тухрӗ, унта наркӑмӑшлӑ ҫӗленсемпе ытти тӗрлӗ ҫӗленсем, скорпионсем йӑшӑлтататчӗҫ, ҫӗр шывсӑр ҫунса выртатчӗ; Турӑ унта сана чул хысакран шыв [ҫӑлкуҫӗ] кӑларса пачӗ, 16. кайран хӑвна ырӑ кӑтартма сана йӑвашлантарас, сана сӑнас тесе Вӑл пушхирте сана [эсӗ хӑв та,] аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе тӑчӗ, 17. ҫакна Вӑл эсӗ хӑвӑн ӑшӑнта: «ҫак пуянлӑха эпӗ хамӑн вӑйӑмпа, хамӑн тӗреклӗ аллӑмпа турӑм» тесе ан шухӑшлатӑр, 18. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, асра тыттӑр тесе турӗ, мӗншӗн тесессӗн пурлӑх туса пуянлӑх тупма сана Вӑл вӑй парса тӑрать, ҫапла ӗнтӗ, халь тунӑ пек, Хӑй аҫусене тупа туса панӑ халала вырӑна килтермелле пултӑр, терӗ.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа вара халӑх ҫине наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем янӑ, вӗсем халӑха сӑхнӑ, ҫавӑн чухне Израиль [ывӑлӗсем] нумайӑшӗ вилнӗ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл наркӑмӑшлӑ та пулмасть, ӑна сиенлӗ кӑмпасемпе пӑтраштарма та ҫук.
Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Ҫӑварунта наркӑмӑшлӑ шӑл ҫук пулсан, ҫамку ҫине мӗн-ма икӗ пысӑк иероглиф — «куҫлӑхлӑ ҫӗлен» — ҫыпӑҫтарса ҫӳретӗр вара эсир, ҫавӑнпала наркӑмӑшлӑ ҫӗлен тытса, вӗлерсе ҫеҫ пурӑнакан мӗскӗнсене ма улталатӑр?!
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Ӑнлантӑм эп: вӗсен сӑмахӗсем наркӑмӑшлӑ, кулли ҫӗҫӗ пек, ҫӑткӑнла хирӗлекен шурӑ та шӗвӗр шӑлӗсем, — ҫаксем пурте ҫын какайне ҫиме майлашнӑ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.