Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ответне пуриншӗн те унӑн тытмалла пулать, штабри, «тусӗсем» ку енпе ӑна пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ ӗнтӗ.

А ответственность ляжет на него одного, штабные «друзья» постараются ему в этом помочь.

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Мӗн пӗчӗкрен ик чӗлхепе (е виҫӗ-тӑватӑ чӗлхепе) калаҫма пуҫлакан ача пӗр чӗлхеллӗ тантӑшӗсемпе танлаштарсан пӗр пек условисенче пулсан ыттисенчен нумай енпе иртсе каять.

Ребенок, который с детства начинает говорить на двух языках (или на трех-четырех), при одинаковых условиях с одноязычными сверстниками превосходит последних по многим параметрам.

Вырӑсла пӗлни ҫинчен // Александр Блинов. https://vk.com/im?sel=1644710&w=wall-129 ... 262f5c3dd3

Ку енпе культ юлашкисене, ҫӑмӑл мар пулин те, ҫапах пӗтерме пулать.

Такие последствия хоть и нелегко, но все ж можно ликвидировать.

Юлашкисем... // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Тӑваймарӑм — мӗнех уншӑн, бюрора ятлакалаҫҫӗ те пирӗн Стышнойпа Виктор Сидорыча партейнӑй енпе строгӑй е урӑх пӗр-пӗр асӑрхаттару лектереҫҫӗ.

Не выполню, ну что ж, пожурят на бюро, строгое или там какое еще предупреждение по партийной линии выйдет нашему Стышному и Виктору Сидоровичу.

Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Патагонец хӑйӗн утне тав тӑвас енпе Робертран ҫак сӑмахсене те кӗтсе тӑман.

Патагонец не ожидал этих слов Роберта, чтобы поблагодарить своего коня.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халиччен ман кӑмӑл тӳнтер пулнӑ-тӑк, паян вӑл пиччӗн енпе палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эпӗ журналистсен тӗп халалне асра тытман: критикӑлла статьясене, фельетона икӗ енпе те курнаҫса тӗплӗн калаҫсан кӑна ҫырма лармаллине.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Капитализм йӗркисем килсе ҫитсен хӑть ҫак енпе ырлӑх курать ял-йыш.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Настя тӑван енпе паллашма яланах хавас.

Настя всегда рада знакомству с родным краем.

Тӑван ен // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 30,32,34,36 с.

Кунашкал лару-тӑру ӑнсӑртран йӗркеленмен: пӗрисем авалтанпах Уралпа Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑннӑ, теприсем пушӑ ҫӗрсем шыраса Ҫӗпӗр еннелле куҫса кайнӑ, ыттисем ӗҫ шыраса Чӑваш Енпе сывпуллашнӑ.

Такое положение сложилось по разным причинам: некоторые в регионах между Волгой и Уралом жили столетиями, другие переезжали в поисках свободной земли в сибирские регионы, а остальные выезжали на работу.

«Кӗрен парӑсра» // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 57,59,61,63 с.

Уҫланкӑран пӗр сас-чӳ илтӗннипе Степка хӑраса ӳкрӗ: учительница тепӗр енпе иртсе кайрӗ пуль е хыҫӗнче пытанса ӑна сыхласа тӑрать пуль.

С поляны не доносилось больше ни звука, и у Степки появилось опасение, что, может быть, учительница ушла другой стороной или, еще хуже, притаилась за каким-нибудь деревом и наблюдает.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ытларах тытса таврӑнсан, ҫинӗ чух пурте ӑнӑҫлӑ пулӑҫсене мухтанӑ; хӑй пулӑҫ пулнӑ Гриценко мучи: «Ну, ну, пулӑҫсем, ҫемьене тӑрантаракансем… Чӗлхӳсемпе ан палкӑр, чӑмлӑр икӗ енпе, пырӑрсене шӑмӑ ан лартӑр», тенӗ те, пулӑҫсене сӑмсисенчен хуллен кашӑкпа шакканӑ.

И, когда был хороший улов, все ели да похваливали удачливых рыболовов, а дядя Гриценко, сам бывший рыбак, говорил: — Ну, ну, рыбаки, питатели семейства!.. Языком не болтай, жуй на оба бока, костями не давись! — и легонько стукал ложкой по носам рыболовов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тӗрлӗрен сӑлтавсене пула, Иеротей манахӑн пӑлхар халӑхне ӑс-хакӑл парас енпе хӑй ячӗпе ӗҫлеме майсем пулман, анчах вӑл ҫав ӗҫе ҫӗклентерме пайтах пулӑшса тӑнӑ, — пӑлхар ҫамрӑкӗсем нумайӑшӗ ун укҫипе вӗреннӗ.

Обстоятельства не позволили отцу Иеротею самому послужить делу умственного пробуждения Болгарии, но он способствовал этому пробуждению косвенно, — десятки болгарских юношей учились в разных учебных заведениях на его средства.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ку вӑл пулма пултарать: пирӗн сӑмах вылятма юратаҫҫӗ; ман арӑмӑн магазинӗ лайӑх енпе палӑрса тӑрать, ҫакӑншӑн, тен, тарӑхакансем те пур пулӗ — ырӑ мар сӑмах ҫӳренине ҫакӑнпа ҫеҫ ӑнлантарса пама пулать.

— Это очень может быть: у нас любят сплетни; магазин моей жены имеет некоторый успех, может быть, есть в ком зависть к нему — вот вам и объяснение.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Мӗн енпе лайӑхрах пулӗ сан савнийӳ ытти арҫынран, савӑк хӗр!

Чем возлюбленный твой лучше других мужчин, милая девушка!

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Чӑваш Енпе Тутарстан, Ульяновск облаҫӗпе Пушкӑртстан ҫӗрӗсем ҫине кайса юпасем лартса килнӗ хыҫҫӑн, темиҫе хут Ҫӗпӗрте, Дагестанра, Казахстанри Туркестан хулинче, Азербайджанра, Гагаузире, Крымра, ытти сӑваплӑ вырӑнсенче пулса курнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Чӑваш Енпе Тутарстан, Ульяновск облаҫӗпе Пушкӑртстан ҫӗрӗсем ҫине кайса юпасем лартса килнӗ хыҫҫӑн, темиҫе хут Ҫӗпӗрте, Дагестанра, Казахстанри Туркестан хулинче, Азербайджанра, Гагаузире, Крымра, ытти сӑваплӑ вырӑнсенче пулса курнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Хам шӑпах ҫак енпе ӗҫленине кура ҫирӗплетсех калама пултаратӑп: манӑн тивӗҫ — шӑпах вируса путлантаракан эмелсем организма мӗнле витӗм кӳнине тӗрӗслесси.

Куҫарса пулӑш

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Ку енпе те вӑл Кирка пек мар, Кирка «Дубровскине» те аран-аран вуласа пӗтерчӗ, «Маша Дубровскине качча тухнӑ» тесех ӑнланса юлчӗ.

Это тоже было не очень похоже на Киру, особенно если вспомнить, с каким трудом она когда-то одолела «Дубровского» и как была убеждена, что в конце концов «Маша за него вышла».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку енпе… вӑл хайне пур гестаповецсенчен те пултаруллӑраххи тесе шутлать.

Он считается самым способным из гестаповцев… по этой части.

Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех