Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хуллен йынӑшса, лаша ашӗ ҫине выртрӗ, пуҫне ҫӗклеме тӑчӗ, анчах юлашки вӑйӗ пӗтсе ҫитрӗ пулас та, хушӑран ҫеҫ чӗтренкелесе илчӗ, куҫӗсене сӳнӗк тӗс ҫапрӗ, мӑйӗ ҫине пӑчӑр-пӑчӑр тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кил хуҫи хӗрарӑм вут хутса ячӗ, кӑмакана пӗр витре кӗрекен чугунпа така ашӗ лартрӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӳрте кӗнӗ, апатланас шутпа сивӗ пӑру ашӗ, пӗр тирӗк хура тул пӑтти тата пӗр черкке эрех заказ панӑ.Зашел в избу, заказал себе холодной телятины, миску гречневой каши и стопку вина.
Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Така ашӗ ярса пӗҫернӗ купӑста яшки хыҫҫӑн лапшу, унтан така ашӗ, чӑх ашӗ, така урисенчен пӗҫернӗ стутен, ӑшаланӑ ҫӗр улми, услам ҫу ярса вир пӑтти, кулага, хӑймапа икерчӗ, йуҫӗтнӗ арпус ҫирӗҫ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Гидростанци патӗнче апат тӑвас терӗҫ, пилӗк хуран сурӑх ашӗ пиҫет.Обед возле гидростанции затеяли, пять котлов баранины жарится.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сурӑх ашӗ те пиҫрӗ ӗнтӗ, Мефодий апат лартнӑ хушӑра Кривцов Сергее кӗскен Меркушевсем ҫинчен каласа пачӗ…
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӗрекере стакансем, темиҫе хут та эрехпе тулса, алӑран алла ҫӳресе шаклатнӑ та пушаннӑ; икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм пӳртрен сӗтелсем ҫине сысна ашӗпе шариклене ҫӗрулми, чӗллӗн-чӗллӗн каснӑ така ашӗ, кӑвак чашӑксемпе хӑйма иле-иле килнӗ, хӑйми вара питӗ ҫӑра, кашӑк чиксе пӗр-икӗ хут ҫавӑрсанах ҫу ӳкмелле.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эпӗ ӑна ҫул ҫине сухари типӗтетӗп тата така ашӗ ӑшаласа паратӑп, — айӑпне йышӑнать Ненила.Я ему еще сухарей на дорогу дала и баранины кус зажарила, — призналась Ненила.
Турӑ чури // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
— Турккӑсемпе жидсем кӑна сысна ашӗ ҫимеҫҫӗ».
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Сысна ашӗ юратмастӑп эп!» терӗ Катерина ашшӗ, кашӑкӗпе купӑстине илсе.— Я не люблю свинины! — сказал Катеринин отец, выгребая ложкою капусту.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ӑшаланӑ сысна ашӗ лартса пачӗҫ.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Сысна ашӗ те пур пулӗ-ха кунта.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Ку ытла япӑхах мар-ха, — шухӑшларӗ асатте, сӗтел ҫинче сысна ашӗ, колбаса, тӑварланӑ купӑстапа сухан тата тем те пӗр тӗрлӗ тутлӑ ҫимӗҫ пуррине курсан, — ку усалсем типӗ тытмаҫҫӗ пулмалла».
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл ҫӑмарта, ҫу, кайӑк-кӗшӗк ашӗ, тӑварланӑ хӑярсем тата йӳҫӗтнӗ купӑста шутсӑрах тултнӑ.Он добывал пропасть яиц, масла, птицы, соленых огурцов и квашеной капусты.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Хуҫа сурӑх ашӗ лартнӑ жаровньӑна илсе килчӗ, сӗтел ҫине апат лартма тытӑнчӗ.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫук, ҫук, ҫӗлен ашӗ — ку ытлашши!
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Ку вӑл ҫимелли шапасемпе ҫӗлен пулӑ ашӗ пулӗ.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Хӑшпӗрисем: ку ятарласа хатӗрленӗ ҫӗленпе кушак ашӗ теҫҫӗ.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Пӗррехинче ирхине, хам яланхи пекех ҫул ҫине кайма хатӗрленнӗ чухне, ман пуҫа ҫакӑн пек шухӑш килсе кӗчӗ: ытти ҫимӗҫсӗр пуҫне, тимӗр шапа ашӗ хатӗрлесе хурсан аван пулмӗ-ши, терӗм.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пӗҫернӗ така ашӗпе тата шӳрпепе тискер этеме тӑрантарсан, эпӗ тепӗр кунне ӑна качака ашӗ ӑшаласа ҫитерес терӗм.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.