Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫил арманӗ хыҫне хурала кайнӑ казаксем ҫара выртакан пусусенче тӑрнасем кӑшкӑрнине те казаксен юррине те, хӑрӑм пек хура каҫ ытамӗнче кайӑк кӑвакалӗсем ҫунаттисене вӑшлаттарса вӗҫсе иртнине те илтрӗҫ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лазарев хӑйӗн отрячӗпе тата казаксен сахал йышлӑ чаҫӗсем чакакансене хӳтӗлеме пӑхаҫҫӗ: пехота ҫил арманӗ хыҫне сапаланса выртать; Каргин казакӗ Федор Попов есаул ертсе пыракан 36-мӗш Каргински батарея тапӑнса килекен хӗрлӗармеецсем ҫине пӗр хушӑ тупӑсемпе персе тӑрать, анчах кӗҫех вӑл та тарма пуҫлать.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хутортан ҫӳлерехре, ҫут ҫинче, кирек хӑш ҫилпе те авӑрма пултаракан кивӗ ҫил арманӗ ларать.Выше хутора, на взгорье, доступный всем ветрам, стоял старый ветряк.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вешенскинчен вӑл ҫав кунах таврӑнчӗ, Новочеркасска маларах ҫитсе ӳкес тесе, тепӗр кунне хӑтипе пӗрле Миллеровӑна тухса кайма шут турӗ (Мирон Григорьевич Миллеровӑра краҫҫын, супӑнь тата хуҫалӑхра кирлӗ ытти япаласем тупса илесшӗнччӗ, кунпа пӗрлех тата Мохов арманӗ валли аласемпе баббит туянса та кӑштах укҫа тӑвасшӑнччӗ).
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӑрт тӗмески ҫинче хевтесӗррӗн ҫил арманӗ хӑлаҫланса ларать, ҫунаттисем хушшинче ҫил ҫурса таткалантарнӑ пир лӑстӑкӗ вӑркӑшса вӗлкӗшет; самантӑн-самантӑн арманӑн шӳрлеке тӑрри ҫинче калай хаплатса илет.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аслати илтӗнми пулчӗ: таҫта ҫывӑхрах шыв арманӗ кӗрленӗ пек, урамра пӗр евӗр шав тӑрать…
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсем вир арманӗ хыҫӗнче иккен…
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кала Аксинйӑна, каҫ пулсанах ҫил арманӗ патне тухтӑр.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Правлени умӗнчи таптаса такӑрлатнӑ юр ҫинче Степан Астаховпа тепӗр ҫӳллӗ те вӑрӑм туналлӑ казак — ҫил арманӗ хуҫи, ӑшӑнас тесе, пӗр-пӗринпе кӗрешсе тӗрмешеҫҫӗ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Малтанах ун ҫинчен пӑшӑлтаткаласа кӑна калаҫрӗҫ, — те ӗненмелле, те ӗненмелле мар, — анчах та, хуторти кӗтӳҫӗ Каҫӑрсӑмса Куҫми вӗсене шуҫӑм килнӗ чух анса ларакан уйӑх ҫутинче, ҫил арманӗ патӗнчи ыраш пусси хӗрринче выртнине курнӑ хыҫҫӑн, ҫыран хӗррине ҫапакан пӑтранчӑк хум пек кусса кайрӗ сас-хура.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унти заседатель Денис Петрович (халь вилнӗ-ха вӑл) ӑна инҫетрен куратчӗ те вара, пӗрмаях: «пӑхӑр-ха, пӑхӑр, ав ҫил арманӗ пырать», тетчӗ.
Иван Шпонькӑпа унӑн аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Полковник ҫуначӗсене юлхавлӑн ҫавӑрса ларакан ҫил арманӗ еннелле кайнӑ та, кунта сапаланса выртакан авӑнсенчен пӗрин патне пырса, алӑк патӗнче тӑракан дневальнӑйран ыйтнӑ:
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Арманӗ кивӗ, ҫавӑнпа унӑн стенисемпе черепица витнӗ тӑррине ҫапса лартнӑ ҫӑнӑх сийӗ инҫетрен шартлама сивӗри пас пек курӑнать.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лопуховсен арманӗ кӗлетре ларнӑ.
XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ржев тӑрӑхӗнчи чухӑнрах ҫӗршыва илсен, Дрягинӑн пысӑк хуҫалӑх пулнӑ: пилӗк лаша, карта тулли вак выльӑх, шыв арманӗ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унта, пӗвен пӗр енче, еврейсен турбинӑллӑ арманӗ ҫӗкленсе ларать — питех те пысӑк хӗрлӗ ҫурт тепӗр енче — шыва кӗрекенсен хӳшшисем вырнаҫнӑ, ҫавӑнтах вӑхӑтлӑха усӑ курма кимӗсем те параҫҫӗ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫав юхӑм мана шыв арманӗ валакӗнчи пек ҫаврӑнтарма тытӑнчӗ, унталла-кунталла ывӑткаларӗ те хӑй ҫулӗпе илсе кайрӗ.Меня завертело, как в мельничном шлюзе, подхватило и понесло.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тит хӑйӗн ҫинҫе урисемпе вырӑн патне утса пычӗ те аллисемпе сулкалама пуҫларӗ, унтан, маччана ҫити ӳссе, ҫил арманӗ пулса тӑчӗ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сад пеккинче, мулкачсене хӑратма, пӗчӗкҫеҫҫӗ ҫил арманӗ ҫатӑртатса ҫаврӑнса ларать.В садике трещала маленькая мельничка, поставленная для того, чтобы пугать стуком зайцев.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Часах Болтван хуторӗ те курӑнчӗ, ҫил арманӗ вара ҫаплах хыҫа юласшӑн пулмарӗ, Егорушка ҫине ҫаплах хӑйӗн йӑлтӑртатакан ҫуначӗпе ҫавӑрттара-ҫавӑрттара пӑхрӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.