Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ил сăмах пирĕн базăра пур.
ил (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каялла ил сӑмахна! — кӑшкӑрчӗ Кандов, ун хыҫҫӑн сиксе ӳксе.

Возьми свои слова обратно! — крикнул Кандов, бросаясь за ним.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Укҫа мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ ил те, ӑна Болгарие усӑ кӳрес ӗҫе ярӑр, турӑ сире мӗнле ӑс парӗ.

— Возьми, сколько нужно, и употребите деньги на пользу Болгарии, как вас господь вразумит…

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ас ту, хупа пӗрле ҫӗҫӗ те ил.

— Слушай, захвати-ка с собой нож.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Халӗ хапхана хуп та питӗрсе ил.

— Теперь запри ворота и повесь на них замок!

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ил акӑ икӗ тенкӗ, урах ҫук манӑн.

— Возьми два рубля, больше у меня нет.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Малтан упуна питӗрсе ил.

— Сначала запри медведя.

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Илия, ҫӗҫҫӳне какайҫӑ пек ан тӑскала, ҫӑкӑрна ан шӑтар, ҫын пек касса ил!

— Илия, не держи нож, как мясник, не руби, а режь хлеб по-человечески.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Калаҫакансем иккӗн ҫеҫ вӗт: вӑл та Рахметов, ӑна сӑнлама мар пулсан, кама сӑнласа пама кирлӗ-ши, тавҫӑрса ил ӗнтӗ?

Ведь разговаривающих-то двое: она да Рахметов, для характеристики не ее, а ну-тко, угадай?

XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ил ман хутсемпе препаратсене, эпӗ пӑрахатӑп.

Бери мои бумаги и препараты, я бросаю.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сана тепӗр япала хушмалли, тӗрӗсрех каласан — приказ пур: ман ятпа килекен пакетсене ил, вара вӗсене кӗлет умӗнче выртакан арман чулӗ айне хур.

Есть еще одна просьба к тебе, вернее — приказ: пакеты, которые будут поступать на мое имя, получай и, как только получишь, клади их под молотильный камень, что лежит возле амбара.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ хӑв ҫине пӑхса ил, вара шӑпах ҫапла тейӗн.

— А ты на себя погляди и скажешь, что как раз.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эпир аннен улттӑн пулнине ӑнланса ил эсӗ, ыттисем пурте манран кӗҫӗн, пӗчӗкрех, анне чирлӗ, эпӗ пӗччен, ӗҫпе пиҫсе вилес пулсан та, ҫак йыша тӑрантараймастӑп!

— Да пойми же ты, что у матери нас шестеро, остальные все меньше меня, мать хворая, а одна я такую ораву не прокормлю, хоть задушусь на работе!

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан ниҫта та пӗтес ҫуккине шута ил эсӗ!

Ты поимей в виду, что Щукарь нигде не пропадет!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ, мучи, ӑна шута ан ил, малалла кала, — ӑшшӑн каларӗ Кондрат Майданников, питне кӑвайт енчен пӑрса.

— Ты, дед, не обращай на нее внимания, ты гни свою линию, — ласково сказал Кондрат Майданников и отвернулся от костра.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Мучи, кладовщикрен икӗ михӗ сӗлӗ те хӑвна валли апат ҫыртарса ил, вара ӑйӑрсемпе тӳрех Тип ҫырма вӗҫне вӗҫтер.

«Бери, дедушка, два мешка овса у кладовщика, себе выписывай харчишек и дуй на жеребцах прямым ходом в конец Сухого лога.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ сана, усала, пула урана сиктермен пулсан, санпа ҫапла тунӑ пулӑттӑм та, ҫакна шута ил эсӗ.

Ежли бы я через тебя, аспида, ногу себе не свихнул, я бы так и сотворил с тобой, поимей это в виду.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакна шута ил: санӑн аван мар шухӑшу пачах айӑпсӑр ҫынсене кӳрентерет.

Твоя подозрительность, имей в виду, глубоко оскорбляет ни в чем не повинных…

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакна шута ил, Ҫемен тусӑм, «Красный луч» колхозникӗсем — пирӗн социализмлӑ уй-хирӗн ҫав тери тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫченӗсем, ҫавӑнпа эсӗ вӗсене шанманни вӗсене ҫеҫ мар, мана та, колхоз председательне, кӳрентерет!

Имей в виду, Семен, друг мой, что колхозники «Красного луча» — исключительно честные труженики наших социалистических полей, и твои подозрения оскорбляют не только их, но и меня как председателя колхоза!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Итле-ха, председатель, хӑвпа пӗрле мана та ил!

Слушай-ка, председатель, возьми и меня с собой!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫук, председатель, эсӗ пирӗнпе ан ҫыхлан, кирлӗ-кирлӗ маршӑн ан хӗрӳлен Лашу ҫинчен ырӑпах ан та пирӗнпе картла выляса ил.

Нет уж, председатель, ты лучше с нами не связывайся и не горячись по пустякам, ты лучше по-мирному слазь-ка с коня да давай с нами в картишки перекинемся, сыграем в подкидного дурачка.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех