Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пире (тĕпĕ: эпир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах унта пире йышӑнмарӗҫ.

Но нас там не приняли.

Нимӗчкасси старости // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.08

«Ӗне те усраймасан пире ял-йыш мӗн калӗ? Ҫын ретӗнчен тухӑпӑр вара...» - этеме ӗҫ кӑна тытнине аван ӑнланнӑ амӑшӗ кашнинчех ҫапла ӳкӗтленӗ ывӑлне.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Ҫакӑнта пурӑнма пире ҫӳлти Турри вӑй-хӑват парса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Анчах халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес, спорт ӗҫне активлӑрах туса пырас тесен пире транспорт кирлӗ, физкультура коллективӗсемпе шкулсенче спорт инвентарӗ те ҫителӗксӗр.

Но чтобы укрепить здоровье народа, вести активную спортивную работу нужен транспорт, в физкультурных коллективах и школах не достаточно спортивного инвентаря.

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Пире район администрацийӗ пулӑшать-ха.

Нам помогает районная администрация.

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Ҫакӑ пире ҫывӑхлатать.

Это нас сближает.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Александр Герасимович пире пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнчи сӑнӳ-керчӗке кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сархайнӑ сӑнӳкерчӗк // Нина РАЗУМОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Кун пек чухне пире никам та ҫӗнтереймӗ, — вӗҫлерӗ Петр Яковлевич ҫамрӑк ӑрӑва ырӑ сунса.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Ҫапла хамӑра хисеплеме вӗренсен кӑна пире ытти халӑхсем сума сӑвӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Лешӗ вара пире юратса манӑн хӗрсем тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

И.С.Кирюшкин И.Я.Яковлев ячӗллӗ ҫутӗҫ обществине, В.В.Афанасьев чӑвашсен обществӑлла канашне ертсе пынӑ вӑхӑтра тӗрлӗ пухусем, семинарсем час-часах иртетчӗҫ, пире унта хутшӑнма йыхравсем яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Пире ентешсем яланах хытӑ алӑ ҫупса йышӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Атте председатель пулнипе пирӗн ыттисемшӗн тӗслӗх пулмалла пулнӑ, тавтапуҫ вӗсене пире ҫапла ӗҫе вӗрентнӗшӗн.

Так как отец являлся председателем, нам для других надо было быть примером, спасибо им за то, что таким образом приучили нас к работе.

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Пире валли ятарласа пӗчӗк муттик туса паратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Анчах ӑна пире мар — аннесене панӑ.

Но его не нам - матерям дали.

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Аттепе анне пире пӗр хӗрхенмесӗр мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Унччен пире кӳршӗсем вулама паратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ачаранпа пире кулма чараҫҫӗ.

С детства нам запрещают смеяться.

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Улма питлӗ сар хӗрсем, Чие питлӗ чиперсем, Улма парӗҫ-ши пире, Чие парӗҫ-и сире Ай, мар, кирлех мар, Улми-ҫырли темӗн мар.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫырла питлӗ каччӑсем, Тӑхӑр ялӑн ачисем, Юрлаттарӗҫ-ши пире, Ташлаттарӗҫ-ши сире?

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех