Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тар сăмах пирĕн базăра пур.
тар (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн фронтра пин-пин ҫын пуҫ хунӑ, тылра та кашнийӗ хӑйӗн сумлӑ тӳпине хывнӑ, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр тар тӑкнӑ.

Победа ковалась на передовой и в тылу, далась непосильным трудом, ценой миллионов жизней наших соотечественников.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news?type=news&id=3562161

Хӑйсене шеллемесӗр ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ, халтан кайиччен станок умӗнче тӑрса, колхоз уй-хирӗнче ырми-канми тар тӑкса фронта мӗн кирлине йӑлтах вӑхӑтра парса тӑнӑ, Аслӑ Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн вара, Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине ҫирӗплетсе, ӑна ишӗлчӗкрен чӗртсе тӑратнӑ ентешӗмӗрсен паттӑрлӑхӗпе чӑтӑмлӑхӗ те ӗмӗр-ӗмӗр пирӗн асӑмӑрта упранӗ.

На века останется незыблемым примером героизма и стойкости трудовой подвиг тех, кто не щадя себя ковал победу в тылу, стоял за станками, работал на колхозных полях, обеспечивая фронт всем необходимым, а после Великой Победы восстанавливал страну из руин, явив собой яркий пример самоотверженного служения Отечеству.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. http://alikovopress.ru/pozdravlenie-glav ... bedyi.html

Кунта пурӗ ҫирӗм сакӑр ҫул тар кӑларнӑ, - пӗлтерчӗ Галина Ильина.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хулара ҫуртсем ҫӗкленӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.17

Арҫынсем тракторпа е комбайнпа уй-хирте тар тӑкнӑ.

Мужики на тракторах или комбайнах в полях проливали пот.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Ҫав ҫынсем хӑйсем производствӑра ыттисемпе тан тар тӑкса пиҫӗхнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Ольга Семеновна – ӗҫ ветеранӗ, салтак арӑмӗ (мӑшӑрӗ – кукаҫей Сталинград патӗнче пуҫне хунӑ) колхозра тар тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

Хӗветутӑн ҫамки ҫине вӗтӗ тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ытти тытӑмра тар тӑкакансем хӑйсен ӗҫне пуҫарма ӗмӗтленеҫҫӗ, анчах…

Работающие в других структурах мечтают о своем деле, но...

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Партнерсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑну ҫирӗпленӗ, малтанхи пӗлӗшӗрсем те сирӗнпе пӗрле тар тӑкӗҫ.

Укрепятся деловые связи с партнерами, с вами будут проливать пот и прежние знакомые.

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ҫапла, вӑрлӑха ҫӗрпе хуплани ҫеҫ ҫителӗксӗр, лайӑх тухӑҫ вӑл ҫанӑ тавӑрса нумай тар тӑкнине юратать.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх йӑр-йӑр юхса анакан тар халатне йӗп-йӗпе тунине халь тин асӑрхарӗ вӑл.

Она только что заметила, что от струящегося по спине пота промок халат.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Выльӑх валли апат нумай хатӗрлемелле, ҫавӑнпа мӑшӑр 20 гектар ҫӗр тар а илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Вӑл илӗртнине пулах ҫемйисӗр тӑрса юлнӑ Олега пурнӑҫ ниме те вӗрентсе ҫитереймен-ши? Ӗҫмен, кил-тӗрӗшре тар юхтарса ӗҫленӗ вӑхӑтра пӗтӗм ял-йыш ун ҫине пӑхса ӑмсаннӑ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Ҫӗршывшӑн ҫырав ӗҫӗнче тар тӑкса усӑллӑрах ӗҫ тӑвӑп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ Лисук, Анна колхозра тӗрлӗ ӗҫсенче тар тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кил хуҫи, вӑтам ҫемьере ҫуралса ӳснӗскер, граждан вӑрҫине хутшӑнса тыткӑнра нумай терт курнӑскер, ял хуҫалӑхӗ-сем йӗркеленнӗ пӗрремӗш ҫулсенчех пӗрлехи хуҫалӑха кӗнӗскер, пурнӑҫ тути-масине хура тар юхтарса астивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Пӗр уйӑх тар тӑкса ӗҫленӗ Мускав укҫи те пурӑнкаламалӑх ҫеҫ.

Московские деньги, заработанные потом за один месяц, хватает только на еду.

Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Тар тӗтӗмӗ сирӗлсен пӑхатӑп та – умра тӗрлӗ тӗслӗ чечексемпе витӗннӗ улӑх анчах.

Куҫарса пулӑш

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ун вырӑнне тепӗр санитарка уйӑхне 500 тенкӗ шалу илсе тар кӑларса вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Тар шӑршинчен

От запаха пота

Ҫуллахи шӑрӑхра // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех