Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2017)

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: http://www.cap.ru/news?type=news&id=3562161

Хушнӑ: 2019.05.20 12:33

Пуплевӗш: 8; Сӑмах: 126

Текст тӗсӗ: Салам сӑмахӗсем

Вырӑсла Тема: Ҫар

Хаклӑ ентешӗмсем!

Сире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 72 ҫул ҫитнӗ ятпа чӗререн саламлатӑп!

Ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑха тата Тӑван ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑвармашкӑн чӑмӑртаннӑ совет халӑхӗн хӑюлӑхӗ, пурнӑҫа шеллеменни, вӗсен чунӗсен ҫирӗплӗхӗ Раҫҫейӗн паянхи ҫыннисемшӗн тата пулас ӑрусемшӗн паттӑрлӑх тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Планетӑна фашизм сӑнчӑрӗнчен хӑтарма пултарнӑ ветерансем умӗнче эпир ӗмӗр-ӗмӗр парӑмра.

Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн фронтра пин-пин ҫын пуҫ хунӑ, тылра та кашнийӗ хӑйӗн сумлӑ тӳпине хывнӑ, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр тар тӑкнӑ. Мухтавлӑ ентешӗмӗрсен паттӑрлӑхне асра тытасси, чапа кӑларасси тата историе суеҫтерсе кӑтартма хӑтланнӑ пӳтсӗрле пулӑмсене сиресси – пирӗн тивӗҫ.

Пире ирӗклӗ ҫӗршывра пурӑнмашкӑн таса тӳпе парнеленӗ, Тӑван ҫӗршыв хӑватне тата ентешӗмӗрсен ырлӑхне тӗреклетмешкӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантаракан ветерансем умӗнче пуҫӑмӑрсене таятпӑр тата чӗререн тав тӑватпӑр.

Хаклӑ ҫыннӑмӑрсем, сывлӑхӑр ҫирӗп, пурнӑҫӑр тулӑх та хӑтлӑ пултӑр, чун хавалӗ тапса тӑтӑр!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех