Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунти сăмах пирĕн базăра пур.
кунти (тĕпĕ: кунти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунти.

— Тутошний.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку ҫурт вӑрӑмскер, тата кунти ытти ҫӗр улпучӗсенни пек хӑмӑш витнӗскер мар, чус ҫивиттиллӗ пулнӑ.

Дом этот был длинный и не под очеретяною, как у многих окружных помещиков, но под деревянною крышею.

IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Унта пурте кунти пек мар: ҫыннисем те урӑхла, христос чиркӗвӗсем те ҫук…

Там все не так: и люди не те, и церквей Христовых нет…

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Апатне лайӑх ҫитереҫҫӗ (кунти такасем пирӗн патрине, Запорожьеринех ҫитеймеҫҫӗ те), ма пурӑнас мар-ха, мӗнле те пулин?»

Провиянт дают хороший, хотя бараны здешние совсем не то, что у нас на Запорожье, — почему ж не жить как-нибудь?..

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кунти чухлӗ ылтӑна эсир Коржпа иксӗр халиччен тӗлӗкре те курман.

Тут увидишь ты столько золота, сколько ни тебе, ни Коржу не снилось».

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Асту, кунти нимӗҫсем пурте ҫавӑн евӗрлӗ тесе ан шутла, — астутарчӗ ӑна Озеров.

— Смотри, не думай, что все немцы здесь подобны этому, —заметил ему Озеров.

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Курччӑр кунти, Мускав патӗнчи, нимӗҫсем мӗнлине…

Пусть увидят, какие тут, под Москвой, немцы…

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ӑна кунти условире операци тума юрамасть.

— Ему нельзя делать операцию в здешних условиях.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ кунти вӑрмана пӑши вӑрманӗ теҫҫӗ.

Недаром этот лес зовется Лосиное урочище.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Виҫӗ кун хушши пынӑ ҫапӑҫура вӑл вӑтӑр тӑватӑ танк, танксене пемелли ҫирӗм тупӑ, пилӗк пысӑк тупӑ, ҫирӗм ултӑ миномет тата ытти хӗҫпӑшал нумай ҫухатрӗ; гитлеровецсем хӑйсем те сахал мар выртса юлчӗҫ кунти юр ҫине…

За три дня боев он потерял тридцать четыре танка, двадцать противотанковых и пять тяжелых орудий, двадцать шесть минометов и много другого вооружения; немало полегло костьми и гитлеровцев в здешних снегах…

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗвел кунти сарлака чӳречесене те пӗтӗмпех ҫутатать, халь анчах сӑтӑрнипе шуса тӑракан паркет ҫинче ҫутӑ пайӑркисем ялкӑшса илеҫҫӗ.

Солнце заливало широкие окна, — скользкий, только что натертый паркет был исписан бликами.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кунти хресченсем санран хӑть виҫӗ куна та пулин хӑтӑлччӑр, — тенӗ вӑл.

Сказав: — Пусть местное крестьянство отдохнет от тебя хоть три дня.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Мамочкин, кунти хӗрарӑмсене пурне те лайӑх пӗлекенскер, ку хӗре палламан.

Мамочкин не знал ее, а он знал здесь всех женщин наперечет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Кунти музыка тата ытти тӗрлӗрен астарусем питӗ тӗлӗнтернипе вӑл ытти ӗҫсем ҫинчен пӗтӗмпех манса кайрӗ пулмалла, тесе шутларӑм эпӗ хам ӑшра.

что музыка и прочие соблазны так поразили его, что он забыл обо всем остальном.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Кунта, тӗттӗм кӗтесре, вӑл — хисеплӗ ӗҫ, анчах пысӑк хуласенче, кунти пӗчӗк тавралӑх чиккинчен тухсан, сирӗн ӗҫӗр вӑл ялти тӗксӗм ҫынсен ӗҫӗ пек ҫеҫ туйӑнма пултарать.

— И здесь, в глуши, свинокрадство — почтенная профессия; но там, в большом свете, за границами этого узкого круга, ваша специальность, мистер Татам, покажется провинциально вульгарной.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

— Мӗншӗн-ха сирен кунти фашистсене аркатмалла мар?

— Почему бы вам не бить тех немецких фашистов, которые здесь?

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эпӗ кунти ҫын…

Я здешний…

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мӗншӗн тесен ҫӳлте кунти ӗҫ мӗнлине тӗрӗс пӗлмеҫҫӗ, — акӑ мӗншӗн.

Да потому, что там, на верхах, истинного положения дел не знают, — вот почему.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кунти вырӑнсемпе паллашрӗҫ, нимӗҫ позицийӗсем патне пырса кӗмелли ҫула палӑртса хучӗҫ.

Они тщательно просматривали местность, выбирая себе путь к немецким позициям.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

«Мӗнле-ши ӗнтӗ халь пирӗн Ольховкӑра? — ҫӳҫенсе шухӑшларӗ вӑл хӑйӗн тӑван ялӗпе килӗ ҫинчен. — Тен, унта та кунти пекех?»

«Как у нас-то теперь в Ольховке? — подумал он о родной деревне и родном доме. — Может, так же вот?»

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех