Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туни (тĕпĕ: туна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫӑлса ӳкнӗ турат шӑтӑрт-шатӑрт туни, чӑтлӑх вӑрманта мӗн те пулин чӑштӑртатни, ҫӗрлехи кайӑк пӑлханчӑклӑн кӑшкӑрса яни — пурте ӑна шартах сиктерчӗ, хӑратса пӑрахрӗ.

Треск поломанной ветки, шорох в густом лесу, крик ночной птицы — все повергало его в страх и смятение.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл хӑй бандӑна кӗме кӑмӑл туни ҫинчен евитлерӗ.

Он заявил о своем желании вступить в банду.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Совет влаҫӗшӗн ҫавӑн пек ырӑ ӗҫ туни хамӑра айӑпласран хӑтарать.

Эта заслуга перед Советской властью избавляет нас от наказания.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах кӗҫех Вакулин батальонӗ восстани туни ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, Фомин хӑйне яланхи пек асӑрханса тытайми пулчӗ.

Но вскоре, после того как он узнал о восстании вакулинского батальона, всегдашняя осторожность изменила Фомину.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшка вӑл мӗншӗн ун пек туни ҫинчен ыйтсан, Ильинична тӗлӗнсе хуравларӗ: «Унсӑр мӗнле-ха тата?

На вопрос Дуняшки — зачем она это делает, Ильинична удивленно ответила: «А как же иначе?

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Тупа туни.

«Клятва.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Апла туни аван-и вара?

Разве это приятно?

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Анне ҫапла итленине пула эпӗ, кала-кала, хамӑр райкома ҫитни ҫинчен те, Тимош мӗн туни ҫинчен те каласа патӑм.

Видя, что мама слушает так внимательно, я разошелся и рассказал даже о нашем посещении райкома и об истории с Тимошкой.

V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Енчен сиртен кам та пулин ҫакӑн пек ӗҫ туни ҫинчен тепӗр хут илтсессӗн, хӑвӑр директора сирӗнпе мӗн тумаллине калӑп.

И если я услышу, что кто-нибудь из вас занимается подобными делами, то попрошу вашего директора принять меры.

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Хӑйсен сӑмахӗнче вӗсем хамӑр аслӑ Тӑван ҫӗршывра ҫамрӑк сад ӑстаҫисем пур ҫӗрте те епле пысӑк ҫитӗнӳсем туни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ, слётра шкул ачисене пурне те ленинла-сталинла комсомол вӑтӑр ҫул тултарнине чысласа ҫӗнӗ садсем ӗрчетес тӗлӗшпе тата тӑрӑшарах ӗҫлеме чӗнни ҫинчен те пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI. Комсомол вӑтӑр ҫул тултарнӑ ятпа // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

— Ку ҫамрӑк чие туни.

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Вӗсем вара мана ҫак сада мӗнле туни ҫинчен каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. Ҫитрӗмӗр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Театрӑн чи пысӑк залне кашни кун икӗ хутчен пионерсем кӗрсе тулатчӗҫ, трибуна ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑпарса тӑратчӗҫ — ҫамрӑк грузинсем, украинецсем, карело-финсем, вырӑссем — пурте вӗсем, хӑйсен республикисенчи ҫамрӑк сад ӑстаҫисем, иртнӗ ҫул хушшинче мӗн туни ҫинчен кала-кала кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I. Малтанхи тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Вовка пире ӑна мӗнле туни ҫинчен кала-кала парать:

Вовка объяснил нам ее устройство:

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Ҫакӑн ҫинчен кама та пулин каласа парсан маншӑн киревсӗр ӗҫ туни пулать.

Если вы кому-нибудь сболтнете, это будет подлость с вашей стороны.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Шӑмпӑлт! туни илтӗнсе кайрӗ: турат йывӑҫ патне ҫитеймесӗр шыва ӳкрӗ.

Бултых! послышалось как палка упала в воду не долетев.

Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.

Ҫапла туни Каштанкӑна хытӑ тӗлӗнтернӗ.

Увиденное сильно удивило Каштанку.

I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

— Ал туни ҫеҫ ҫитмест пулсанччӗ мана…

— Если бы мне только кистей недоставало…

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вилӗм патне илсе пыракан ҫак аркануран ҫийӗнчех операци туни — артерие чӗре патӗнче ҫыхса лартни — ҫеҫ хӑтарма пултарать.

Остановить этот смертельно опасный процесс могла только немедленная операция перевязка артерии почти у самого сердца.

1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Малтанхи самантра вӑл хӑйне лазаретра пек шухӑшларӗ, анчах ҫавӑнтах юнашар пӳлӗмрен арҫынсем хыттӑн ахӑлтатса кулни, савӑт-сапа чӑнкӑр-чанкӑр туни, ӳсӗр сасӑсем янӑрашни илтӗнсе кайрӗ.

В первый момент он подумал, что находится в лазарете, но из соседней комнаты донесся взрыв безудержного мужского хохота, звон посуды, зазвучали нетрезвые голоса.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех