Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Иисус ҫакна асӑрхасассӑн каланӑ вӗсене: мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ: 11. кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ сирӗнпе яланах пулас ҫук; 12. ҫак мирӑна Манӑн ӳтӗм ҫине юхтарса, вӑл Мана ҫӗре пытарма хатӗрлерӗ; 13. чӑн калатӑп сире: ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе кирек ӑҫта пӗлтерсе ҫӳресессӗн те, унта ку хӗрарӑма та асӑнӗҫ, вӑл мӗн тунине каласа кӑтартӗҫ, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пурлӑх ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, кунта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрлаҫҫӗ; 20. эсир хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр: унта кӗве те ҫимест, тутӑхса та пӗтмест, унта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрламаҫҫӗ: 21. ӗнтӗ пурлӑху ӑҫта, чӗрӳ те ҫавӑнтах пулӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл вара аслӑ священниксене, халӑх хушшинчи кӗнекеҫӗсене пурне те пухнӑ та вӗсенчен: Христос ӑҫта ҫуралмалла? тесе ыйтнӑ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ирод патша пурӑннӑ вӑхӑтра, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсассӑн, тухӑҫ енчен ҫӑлтӑрҫӑсем Иерусалима пынӑ та каланӑ: 2. иудейсен халӗ ҫуралнӑ Патши ӑҫта? эпир тухӑҫ енче Унӑн ҫӑлтӑрӗ тухнине куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр, тенӗ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Акӑ ӗнтӗ арӑм мана урӑх курӑнмарӗ, сарлака никӗс ҫине лартнӑ хула курӑнса кайрӗ, вара эпӗ хӑранипе хыттӑн кӑшкӑрса ярса каларӑм: 28. малтан ман патӑма килнӗ Уриил Ангел ӑҫта? вӑл мана тӑнран ямалла арпаштарса ячӗ, халь ӗнтӗ тӗллевӗм те ҫухалчӗ, кӗллӗм мӑшкӑла ҫаврӑнчӗ! терӗм.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унтан ҫапла пулчӗ: иккӗмӗш каҫхине ман патӑма халӑха ертсе пыракан Фалтиил килчӗ те ҫапла ыйтрӗ: ӑҫта пулнӑ эсӗ, мӗншӗн сӑну ытла та хурлӑхлӑ санӑн?
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑҫта вӗсем, Эпӗ сирӗншӗн тунӑ ырӑ ӗҫсем?
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Священниксем вӑл шыракан ҫын ӑҫта иккенне пӗлместпӗр тесе тупа тусах каласассӑн, 33. вӑл, сылтӑм аллине Турӑ Ҫурчӗ еннелле тӑсса, тупа туса каланӑ: эхер те эсир мана Иудӑна тытса ҫыхса памастӑр пулсассӑн, эпӗ ҫак Турӑ Ҫуртне ҫӗрпе танлаштаратӑп, парне вырӑнне ишсе антаратӑп, вара ҫакӑнта Диониса халалласа чаплӑ ҫурт лартатӑп, тенӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те малтан Рим ҫыннисен е Римпа туслӑ халӑхсен ӑҫта та пулин вӑрҫӑ тухас пулсассӑн, 25. Иудея халӑхӗ вӗсене пурне те, вӑхӑтне кура, вӑрҫӑра мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма тивӗҫлӗ; 26. Рим ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫакансене вӗсем тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та ан паччӑр, илсе те ан пыччӑр — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; иудейсен хӑйсен тивӗҫне нимӗн илмесӗрех туса тӑмалла. 27. Шӑп ҫавӑн пекех, малтан Иудея халӑхӗн вӑрҫӑ пуҫлансассӑн, Рим ҫыннисем вӗсене вӑрҫӑра, вӑхӑтне кура, чунтан тӑрӑшса пулӑшӗҫ. 28. Иудея халӑхӗпе вӑрҫакансене тырӑ-пулӑ та, кӑрал та, укҫа та, карап та памалла мар — Рим халӑхӗн ирӗкӗ ҫапла; хӑйсен тивӗҫне вӗсен пӗр ултавсӑр пурӑнӑҫламалла» тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпир санӑн аҫушӑн ӗҫлеме, унӑн йӑли-йӗркипе пурӑнма, вӑл хушнисене тытса пыма пулнӑ; 24. анчах пире хамӑр халӑх ывӑлӗсемех хупӑрласа илчӗҫ, хамӑр халӑх хамӑртан ютшӑнчӗ, ӗнтӗ пире ӑҫта курнӑ унта вӗлереҫҫӗ, пурлӑхӑмӑра ҫаратаҫҫӗ, 25. вӗсем пирӗн ҫине кӑна мар, пирӗн пӗтӗм ҫӗрӗмӗр ҫине аллине тӑснӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫак кун вӗсем типӗ тытнӑ, ҫийӗнчи тумне ҫурса тӑкса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, 48. саккун кӗнекине уҫса хунӑ; суя тӗнлӗ ҫынсем ҫав саккун кӗнекисене тахӑҫтан та шыра-шыра тупса вӗсем ҫине хӑйсен йӗрӗхӗсен ӗренкине ӳкернӗ, — ку шӑпах ҫавӑн пек кӗнеке пулнӑ та, — 49. Массифӑна пухӑннисем хӑйсемпе пӗрле священник тумӗсене, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе тата вуннӑмӗш пайсене илсе пынӑ; унтан хӑйсем мӗн сӑмах панине пурӑнӑҫланӑ назорейсене чӗнсе илнӗ те 50. тӳпенелле пӑхса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: ҫакӑнпа мӗн тӑвас ӗнтӗ пирӗн, ӑна ӑҫта кайса хурас?
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир: «усал тӑвакан кирек кам та — Ҫӳлхуҫа умӗнче лайӑх, ҫавӑн пеккисене Вӑл кӑмӑллать» е тата: «ӑҫта тӳрӗ сут Турри?» теетӗр, ҫавӑнпа ҫиллентеретӗр.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм аслӑ пулӗ, кирек ӑҫта та Манӑн ятӑм умӗнче фимиам тӗтӗрӗҫ, таса парне кӳрӗҫ; халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм аслӑ пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Патша пулсан, Мана сума сӑвасси ӑҫта?
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй священниксем, Манӑн ятӑма чыссӑра кӑларакансем, Саваоф Ҫӳлхуҫа сире ҫапла калать: ывӑлӗ ашшӗне, чура хӑйӗн патшине хисеплет; Эпӗ Атте пулсан, Мана хисеплесси ӑҫта?
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ хампа калаҫакан Ангела каларӑм: ҫак ефана вӗсем ӑҫта ҫӗклесе каяҫҫӗ? терӗм.10. И сказал я Ангелу, говорившему со мною: куда несут они эту ефу?
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ: ӑҫта каятӑн эсӗ? терӗм, вӑл мана каларӗ: Иерусалима виҫме, унӑн анлӑшӗпе унӑн тӑршшӗ мӗнлине курма, терӗ.
Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Санӑн пуҫлӑхусем — хӗрлӗ шӑрчӑк пек, санӑн ҫарпуҫӗсем — сивӗ вӑхӑтра хушӑка пытаннӑ ӳпре-вис кӗтӗвӗ пек: хӗвел тухсанах вӗҫсе саланаҫҫӗ, вӗсем ӑҫта пулнине пӗлеймӗн те вара.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. хӑйӗн ҫурисене тӑрантарма ҫаратакан, хӑйӗн амисем валли пӑва-пӑва пӑрахакан, хӑйӗн ҫӗр хӑвӑлӗсене, хӑйӗн шӑтӑкӗсене ҫаратса тунӑ тупӑшӗпе тултаракан арӑслан ӑҫта?
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.