Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗн (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата кашнинчех сирӗн чӑх картине кӗрсе ҫӳреме, хӑшӗ ҫӑмарталлӑ та хӑшӗ ҫӑмарталлӑ маррине хыпашла-хыпашла пӑхма тивет.

И кажин раз вам надо в курятник лазить, щупать, какая с яйцом, а какая холостая.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сирӗн пек йывӑр шухӑшлӑ ҫынсемшӗнех вӑл час персе ҫитеймӗ!

Не приспеет она через вас, тугодумщиков!

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ сирӗн хушшӑрти ӗҫсене хутшӑнмастӑп…

Я не вмешиваюсь во внутренние ваши дела…

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ сирӗн ӗҫӗре хутшӑнас ҫын мар, хӑвӑрӑнне хӑвӑрах пӗлӗр…

А в вашем деле я не участник, а вы угадывайте…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тытса хӗнемелле сирӗн йышшисене!

Бить вас, таковских, надо!

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗнле право пур-ха сирӗн мана колхоза ан кӗр теме, колхозран тӗртсе яма?

Какое ж вы, вашу матушку, имеете право меня от колхоза отговаривать, отпихивать?

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хӗрсем ҫивӗч вара сирӗн, — терӗ Давыдов именсе, сцена ҫине хӑпарнӑ май.

— Лихие у вас девки, — смущенно сказал Давыдов, когда взбирались на сцену.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шыраса тупсан, айӑпне кӑтартмалли япала тесе, ӑна сирӗн пата ҫитерсе паратпӑр.

При отыскании доставим к вам как вещественность.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сирӗн пата контрреволюцилле киревсӗр элемента Тит Константинович Бородин кулака хуралпа тытса яратӑп.

Препровождаю в ваше распоряжение кулака Бородина Тита Константиновича, как контрреволюционный гадский элемент.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗн пулнӑ кунта сирӗн?

— В чем тут у вас?

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кашниех ҫаксенчен пӗр-пӗрне вӑрттӑн вӑрланӑ тесе айӑпланӑ, виҫҫӗш те хӑйсем пит чее те ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫынсем пек туйӑннӑ та, патша каланӑ вара вӗсене: — Сирӗн ӗҫӗре татса париччен, эсир малтан эп мӗн каланине итлӗр, — тенӗ.

Каждый из них обвинял другого в тайном похищении, и так как все трое казались людьми очень хитрыми и тонкими в речах, то сказал им царь: — Прежде чем я решу ваше дело, выслушайте то, что я расскажу вам.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Малтан иксӗртен хӑшӗ ӑна ҫӗмренпе кӑкӑрӗнчен тӗлтерех тивертнине пӑхӑпӑр, унтан сирӗн ӗҫӗре татса парӑпӑр.

Посмотрим сначала, кто из вас метче попадет ему стрелой в грудь, а потом решим ваше дело.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Сирӗн аҫӑр ӑслӑ та тӳрӗ ҫын пулнӑ курӑнать, хӑй кӑмӑлне вӑл, ҫӗр кунтелен умӗнче тунӑ пекех, пиллӗхӗнче питӗ уҫҫӑн каласа хатарнӑ.

Отец ваш был, очевидно, мудрый и справедливый человек, и свою волю он высказал в своем завещании так же ясно, как будто бы это совершилось при сотне свидетелей.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тата совет влаҫӗ те сирӗн ҫинче тытӑнса тӑмасть имӗш.

Да и Советская власть не на вас, мол, держится.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тем те каласа хӑратма пултаратӑр, сирӗн ирӗк…

— Обзывайте как хотите, воля ваша…

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сирӗн едрена зелена, хӑвӑрӑн та колхоза кӗмелле, хӑвӑр хыҫҫӑн сулкаланакан вӑтам хресчене те сӗтӗрмелле.

Вы, едрена-зелена, и сами в колхоз должны идти, и тянуть за собой качающуюся фигуру середняка.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ ӗнтӗ сирӗн юлташлӑх ҫине куҫатӑп.

А затем перехожу к вашему товариществу.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑнпа та сирӗн ҫак кӑтартнӑ ҫулпа чӑнласах ҫирӗппӗн каймалла.

И вы должны пойти по указанному пути совершенно твердо.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Акӑ эпир заводра сирӗн валли тракторсем туса кӑларатпӑр.

— Вот мы на заводе делаем трактора для вас.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ сирӗн Дон тӑрӑхӗнче пӗр касӑллӑ плугпа кӗрхи ҫӗртме сухине мӗн чухлӗ сӳхаласа хӑварма пултарнине пӗлейместӗп…

Я не знаю, сколько у вас на Дону вспахивают одним плугом за осень под зябь…

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех