Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫавӑн чухне Вӑл ҫын хӑлхине уҫать те ӑс кӗртсе хӑварать: 17-18. этем чунне пӗтесрен хӑтармашкӑн, пурӑнӑҫне хӗҫрен ҫӑлса хӑвармашкӑн — шухӑшласа хунӑ пӗр-пӗр ӗҫне тума чарать, ӑна мӑнаҫланма памасть.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чунне Турӑ кӑларса илсессӗн, икӗ питлӗ ҫыншӑн мӗн шанчӑкӗ юлтӑр?8. Ибо какая надежда лицемеру, когда возьмет, когда исторгнет Бог душу его?
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иов пуҫӗ ҫине йӑтӑнса аннӑ ҫак мӗнпур инкек ҫинчен унӑн виҫӗ тусӗ — Феман ҫынни Елифаз, Савхея ҫынни Вилдад тата Наама ҫынни Софар — илтнӗ те, кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрӗнчен тапранса тухса пӗрле пуҫтарӑннӑ; Иовпа пӗрле кулянса унӑн чунне лӑплантарас тесе ун патне кайнӑ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа шуйттана каланӑ: акӑ ӑна санӑн аллуна паратӑп, анчах эсӗ унӑн чунне ан тив, тенӗ.6. И сказал Господь сатане: вот, он в руке твоей, только душу его сбереги.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Лешӗ ун уринчи сантали ҫине ытараймасӑр пӑхрӗ, арӑм илемӗ унӑн чунне парӑнтарчӗ; ҫав ҫын мӑйӗ хӗҫ айне лекрӗ.9. Ее сандалии восхитили взор его, и красота ее пленила душу его; меч прошел по шее его.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль ывӑлӗсем пурте пӗтӗм чӗререн Турра тилмӗрсе йӑлӑннӑ, куҫҫульпе макӑрса хӑйсен чунне йӑвашлатнӑ: 10. хӑйсем те, вӗсен арӑмӗсем те, вӗсен ачисем те, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхӗ те ҫавӑн пек тунӑ; ютран килнӗ ҫын та, тара кӗрӗшнӗ ҫын та, кӗмӗл парса туяннӑ ҫын та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫын хӑйне пӑхса ӳстернӗ ашшӗне те, хӑйӗн ҫӗршывне те пӑрахса хӑварать те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнать, 21. арӑмӗшӗн чунне парать, ашшӗ-амӑшне те, хӑйӗн ҫӗршывне те астумасть.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Халӑха ертсе пыма Езекия ҫарпуҫсем суйласа лартнӑ, вӗсене хӑй патне, хула хапхи умӗнчи лаптӑка, пуҫтарнӑ та вӗсен чунне пырса тивмелли сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ: 7. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, Ассири патшинчен, унпа пӗрле килнӗ эшкертен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах, 8. унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Маншӑн хӑйсен чунне панӑ арсен юнне ӗҫӗп-и вара?
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иезавель ӗнтӗ Илия патне ятарласа ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: [эхер те эсӗ Илия пулсан, эпӗ вара Иезавель пулсан,] эхер те эпӗ ыран ҫак вӑхӑт тӗлне, эсӗ ман пророксен чунне илнӗ пек, сан чунна илейместӗп пулсан, туррӑмсем мана ҫавна-ҫавна туччӑр, унтан ытларах та туччӑр, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ахитофел Авессалома каланӑ: вуникӗ пин ҫын суйласа илем те кӗҫӗрех Давида хӑвалама тухса каям, тенӗ; 2. вӑл ӗшенсе ҫитнӗ чухне, алли усӑннӑ чухне тапӑнӑп та ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп; унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем тарса саланӗҫ; эпӗ патшана ҫеҫ вӗлерӗп, 3. мӗнпур ҫынна сан майлӑ ҫавӑрӑп; вӗсем хушшинче пӗр ҫын пулмасанах, — эсӗ шӑпах ҫавӑн чунне шыратӑн ӗнтӗ, — пӗтӗм халӑх лӑпланӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ ӗнтӗ пӗтӗм тӑван санӑн хӑрхӑмна хирӗҫ тӑчӗ: «хӑйӗн тӑванне вӗлерекене пар-ха пире; эпир ӑна тӑванӗн чунне пӗтернӗшӗн вӗлерӗпӗр, вӑл тӗпчӗк пулнине те пӑхса тӑмӑпӑр, тӗп тӑвӑпӑр» теҫҫӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид патша ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те ҫав тери тарӑхса кайнӑ, [анчах хӑйӗн ывӑлӗн Амнонӑн чунне хурлантарман, мӗншӗн тесессӗн ӑна юратнӑ, вӑл унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ].
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара Давид ҫав кун каланӑ: иевусейсене вӗлернӗ чухне кирек хӑшӗ те Давид чунне курайман уксахсемпе суккӑрсене те сӑнӑпа чиктӗр, тенӗ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эхер те пӗр-пӗр ҫын сана йӗрлеме е санӑн чунна шырама пикенсессӗн, манӑн хуҫамӑн чунӗ Ҫӳлхуҫа Турру аллинчи пурӑнӑҫ тӗввипе ҫыхӑнӗ, тӑшманусен чунне вара Вӑл чулравпа пенӗ пек ывӑтса ярӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Давид хӑйӗн чунне Саул епле шыранине курнӑ; Давид Зиф пушхирӗнчи вӑрманта пурӑннӑ.15. И видел Давид, что Саул вышел искать души его; Давид же был в пустыне Зиф в лесу.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ионафан ӗнтӗ туслӑх ячӗпе тупа тунӑ, мӗншӗн тесессӗн Давида вӑл хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратнӑ.17. И снова Ионафан клялся Давиду своею любовью к нему, ибо любил его, как свою душу.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ионафан Давидпа килӗшӳ тунӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратса пӑрахнӑ.3. Ионафан же заключил с Давидом союз, ибо полюбил его, как свою душу.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид Саулпа калаҫса пӗтерсессӗн, Ионафанӑн чунӗ Давид чунӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ, Ионафан ӑна хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратса пӑрахнӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫапла вӑл Самсона канӑҫ паман, кашни кун ӳпкеленӗ, йӳтетнӗ, ҫакӑ Самсон чунне вилесле пусса ҫитернӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.