Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулнипе (тĕпĕ: пулни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир вара залра тӗттӗм пулнипе усӑ курса хамӑра мӗн кирлине шӑп-шӑпӑртӑккӑн тӑвӑпӑр.

и в то же время темнота, которая позволит нам все проделать шито-крыто.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Ӑҫта тен? — ытла кӗтмен ҫӗртен пулнипе Серый чыхӑнсах кайрӗ.

— Где? — Серый даже поперхнулся.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӑйӗн пистолечӗ хӑйнех куҫран тӗлленине курсан Толян охлатса илчӗ те ку ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнипе аллисене лӑштӑрах ячӗ.

Увидев у себя под носом собственное оружие, направленное в глаз, Толян охнул и сразу разжал смертельную схватку.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Мӗнех, апла пулсан чӑнах та милицие кайнин усси пулас ҫук, — терӗ те Женя тормоз ҫине пусрӗ, кӗтмен ҫӗртен пулнипе арҫын пичӗпе малти ларкӑча ҫапӑнчӗ.

— Что ж, раз так, в милицию ехать действительно бесполезно, — согласилась Женя и резко остановила машину, так что депутат врезался лысиной в переднее сиденье.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнипе Женя картах туртӑнса илчӗ.

От неожиданности Женя подпрыгнула.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ун тавра пӗтӗмпех пушӑччӗ — вӑл халӗ ҫеҫ патакӗпе шаклаттарса иртнӗ ҫӗртен никам та иртесшӗн мар пек пулнипе ҫавӑнта пайтахчен пушӑ вырӑн тӑрса юлчӗ.

Он шёл в полной пустоте — и там, где он проходил, долго была ещё пустота, как будто никто не хотел идти там, где он только что прошёл, стуча своей палкой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ҫыннӑн хӑйӗн велосипед е монтекристо пулнипе пӗрех.

Это было почти то же самое, что собственный велосипед или собственное монтекристо.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах халӗ чылай ир пулнипе, ача ҫинчен никам та пӑшӑрханма шутламан.

Но было так рано, что о мальчике еще и не начинали беспокоиться.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Паруса асанне чирлесен, ӑна сыватма укҫа кирлӗ пулнипе сутрӗҫ.

Парус продали, когда заболела бабушка, нужны были деньги.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсене путарма та кансӗр — транспортсене путармашкӑн ахаль те кансӗр пулнипе кӑна та мар, ҫӳлӗ ҫыран хӗррипе тӳрех транспорт ҫине тухма питӗ йывӑр, час-часах ун пек тума май та килмест.

Топить их было трудно — не только потому, что вообще очень трудно топить транспорты, а потому, что выйти на транспорт из-под высокого берега невозможно или почти невозможно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара тӗлӗнмелле лайӑх та хӗрӳллӗ кун ҫитетчӗ, интереслӗ вӗҫевсем пулнипе ҫеҫ те мар, пӗлӗте чикелентерсе путарнӑ хура шывра ҫӑвӑнса, малашне «хамӑр вӑхӑт» ҫитессе пӗлнипе хӗпӗртеттӗмӗр, Харакс ҫинчи маяк васкамасӑр ялтӑратчӗ те сӳнетчӗ.

Потом был жаркий интересный день, и не только потому, что были интересные полёты, а потому, что я знал, что впереди ещё «наше время», когда мы будем купаться в чёрной, опрокинувшей небо воде и маяк на Хараксе будет медленно загораться и гаснуть.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катьӑна юратса тӑнипе мар, хӑравҫӑ пулнипе вӗлереймерӗ вӑл мана!

Не из любви к Кате, а из трусости он не убил меня!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ «Св. Мария» экспедицийӗ енӗпе ӗҫленисем Татаринов капитанӑн чапне сарма пулӑшни ҫинчен каласшӑнччӗ ӗнтӗ вӑл, Николай Антоныч вара хӑй те ҫав хушаматлах пулнипе усӑ курнӑ иккен.

Он хотел сказать, что моя работа по изучению экспедиции «Св. Марии» впервые привлекла общее внимание к личности капитана Татаринова и что Николай Антоныч воспользовался тем, что он носит ту же фамилию.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Кӑвак чулсем пек хытӑ та шултра шӑнасем чӳречерен вӗҫсе кӗретчӗҫ те вӗсене виҫҫӗмӗш кун улӑштарман пӑнтӑхнӑ бинтсем ҫинчен хӑваласа яма та ҫукчӗ, — акӑ мӗн куртӑм эпӗ, вӗриленнипе те кичем пулнипе вӑрансан.

…Большие, синие, твёрдые, как камни, мухи влетали в окна, и не согнать их было с загнивающих, не менявшихся уже третьи сутки повязок, — вот что увидел я, проснувшись вновь от жары, от тоски.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрре, Крымра чухне, ҫапла вӑл пит ывӑнса, шурса килнеччӗ, ытла пӑчӑ пулнипе кунӗпех унӑн ӗнси сурнине аса илтӗм.

Я вспомнила, как однажды в Крыму он вернулся бледный, усталый и сказал, что от духоты у него весь день ломит затылок.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунти вырӑнсем мана кӑштах паллӑ пулнипе, эпӗ Водохранилище еннелле ҫул тытрӑм.

И так как местность была мне немного знакома, взяла направление в сторону водохранилища.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пит ҫинчи ӳт, ялан сивӗре пулнипе, сӗвӗнсе тӑрать.

Кожа на лице огрубела, обветрилась от постоянного пребывания на холоде.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл темӗскер пӑркалать, пушатать, хытарать, тӳрлетет, пӗтӗм тимлӗхӗ ӗҫ ҫинче пулнипе, хӑйӗн ҫине тахҫантанпах пӑхнине те сисеймест.

Он что-то подкручивает, поправляет и так увлечен своим делом, что я долго стою возле этой платформы, не замеченная им.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Иисус Христос ӳтне чӗркенӗ плащаница йӗтӗнрен тунӑскер пулнипе ҫыхӑннӑ-ши ҫакӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

Вӑл «вилнӗ тӑванӗн» ҫырӑвӗсене кӗртет, лешӗ сутӑҫӑсем ҫине питӗ кӳреннӗ пулать, мӗншӗн тесен Архангельскра тӑрас вӑхӑта кӗскетнипе, хӑвӑртрах тинӗсе тухмалла пулнипе усӑ курса вӗсем ӑна улталанӑ пулать.

Он приводил отрывки из писем «покойного брата», который горько жаловался на торгашей, воспользовавшихся тем, что стоянка в Архангельске была сокращена и нужно было торопиться с выходом в море.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех