Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темиҫе сăмах пирĕн базăра пур.
темиҫе (тĕпĕ: темиҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тӗрлӗ хаҫата /«Комсомольская правда» таранах/ ҫырнине темиҫе хутчен те вуласа тухаттӑм, аслисемшӗн пропагандист пулнӑ май, калаҫнӑ чух шухӑша епле илӗртӳллӗ те килӗшӳллӗ илсе пынине итлесе киленеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Вырӑссен аслӑ писателӗ Максим Горький /Йӳҫ Макҫӑм текенни те пулчӗ ӑна/ е чӑвашсенчен Никифор Мранькка ятарлӑ пӗлӳсӗрех пӗтӗм халӑха тыткӑнлакан хайлавсем, тӗлӗнмелле чаплӑ романсем таранах ҫырнӑ-ҫке!» - парӑнассӑм килмерӗ манӑн, хам та ҫичӗ класслӑ пӗлӳпех хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑран, каярахпа темиҫе кӗнеке те кӑларма пултарнӑран.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Паллах, Комиссаров пиртен лайӑхрах ҫырать. Вӑл Мускаври Ломоносов университетӗнченех вӗренсе тухнӑ та...» - тенӗччӗ пӗррехинче район хаҫатӗнче темиҫе ҫултанпа ӗҫлекенсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Темиҫе ҫухрӑмри Йӑпӑлти ял ҫыннисем те ҫӳреҫҫӗ Дубовкӑна ӑсталӑха алла илме.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

А.Артемьевӑн «Салампи» тата Ю.Скворцовӑн «Уках хурӑнӗ» хайлавӗсене темиҫе хутчен те вулама хатӗр.

Также готова прочитать произведения А.Артемьева «Салампи» и Ю.Скворцовой «Уках хурӑнӗ» несколько раз.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Пӗр хӗрарӑм темиҫе арҫынран алимент шыраса илни те, арӑмӗ парӑма тӳлесе татманнипе упӑшкинчен тарса пурӑнни те тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Суд приставӗсем унпа темиҫе хут тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ара, унӑн еркӗнӗпе пӗр сӗтел хушшинче темиҫе те ӗҫсе-ҫинӗ, пӗр-пӗрне питӗ лайӑх палланӑ-ҫке вӗсем!

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Иринӑн ашшӗпе амӑшӗ патне темиҫе хут шӑнкӑравларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ку тӗлпулу хыҫҫӑн Настя та лӑпланайман, Резида патне кунне темиҫе хут шӑнкӑравласа: «Анне, илсе кай пире кунтан», — тесе йӑлӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пепке аслисем хӑйне мӗнле юратнине туять ҫав — Даша темиҫе кунранах хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Шӑпӑрлансем патне темиҫе уйӑх ҫӳренӗ вӑл, документсемпе чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Темиҫе ҫаврӑм хушши икӗ командӑн тапӑнса выляканӗсем футбол хапхине улшӑна-улшӑна мечӗксем тапрӗҫ - ӑна хӳтӗлекенсем пур мечӗке те сирсе ячӗҫ пулин те, ку хутӗнче ӑнӑҫу «АТП» команди енче пулчӗ - юлашки мечӗке вӗсем тапса кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Пӑтратсах тӑрса темиҫе минут пӗҫермелле.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Унтан темиҫе сий марля витӗр пӑчӑртаса сӗткенне юхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

2 апат кашӑкӗ шӗвеке вӗресе сивӗннӗ ҫур стакан шыва ямалла, унпа пите кунне темиҫе хут сӑтӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӗрен косметики // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Таврапӗлӳпе ҫав тери интересленетчӗ, ку темӑпа темиҫе кӗнеке кӑларма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Кӳкеҫри «Солнечная» урамра пурӑнакансен килӗсенче темиҫе ҫул ҫутӑ «вылять».

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Анчах та апашсем паян та, темиҫе ҫул каяллахи пекех, ахаль лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫак командӑри Валерий Осипов, Василий Львов, Пахом Евгеньев, Вениамин Васильев, Авксентий Якимов, Валентина Иванова, Галина Николаева темиҫе хут та район чысне республика шайӗнче ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех