Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулас (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Григорий Светӑна юрататчӗ, лешӗ ӑна — ҫук, — аса илет унӑн тантӑшӗ Ольга Ривкина. — Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх — Света унпа ашшӗнчен айккинерех пулас тесе ҫеҫ ҫырӑнма килӗшнӗ».

«Григорий любил Свету, а она его - нет, - вспоминала ее подруга и сокурсница по МГУ Ольга Ривкина. - Света признавалась мне, что согласилась с ним расписаться, чтобы скрыться подальше от отца».

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Картинӑсен залӗсенче пулас, кӗнеке графикин, медальсен, укҫа тата значоксен сентрисен, юбилейсемпе уявсем тӗлне хатӗрленӗ информаципе йыхрав комплекчӗсен умӗпе иртес, вӗсемпе тепӗр хут паллашас тенӗччӗ...

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ахальтен мар ӗнтӗ Мускавра вӗренекен Анастасия Масляевӑпа Грета Евтушевская пулас режиссерсем чӑваш ҫӗрӗ ҫине «Чӑваш амазонкисем» фильм ӳкерме килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Пулас курсантсен мӗн асра тытмалла?

О чем надо помнить будущим курсантам?

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Тӳпере вертолет вӗҫнине курсан пилот вырӑнне ларас килетчӗ. Хутран самолет туса выляма юрататтӑм. Шкула тӗрлӗ ҫар училищинчен час-часах килсе ҫӳретчӗҫ. Сызраньти офицерсемпе йӗркеленӗ тӗлпулу хыҫҫӑн летчик пулас ӗмӗт ҫирӗпленчӗ», — пӗлтерчӗ авиаци аслӑ училищин 2-мӗш курс студенчӗ.

"Когда видел летающий вертолёт хотелось сесть вместо пилота. Любил играть самолетиками из бумаги. В школу часто приходили из разных военных училищ. После встречи с офицерами из Сызрани, разгорелась мечта стать лётчиком", - сказал студент 2-ого курса высшего авиационного училища.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Унсӑрӑн ҫирӗп ҫемье пулас ҫук.

Без этого крепкой семьи не будет.

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫу кунӗччӗ, ҫурхи ӗҫсем вӗҫленнӗ пулас

Куҫарса пулӑш

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Вӗсен те хӗсмете кайсан моряк пулас килнӗ-ҫке.

И им в армии хотелось стать моряками.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Л.Кэролл ӑслӑ калани — тӗрӗсех: «Хальхи вырӑнтах пулас тесен — мӗн пур вӑйран чупмалла».

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кунтах пулас мӑшӑрӑмпа паллашнӑ, пурнӑҫри ҫывӑх юлташсене тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хӑвӑр суйласа илнӗ аслӑ шкула чунпа парӑннӑ пулас эсир.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хальхи вӑхӑтра проект организацийӗсем инженерипе геодези тӗпчевӗсене туса ирттереҫҫӗ, пулас ӗҫсене планлассипе тата пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ трассӑна вырнаҫтармалли территорисене чикӗлессипе ҫыхӑннӑ проектсем хатӗрлеҫҫӗ.

В настоящее время проектные организации осуществляют инженерно-геодезические изыскания и разработку проекта планировки и проекта межевания территории под размещение высокоскоростной трассы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫав шута вара пулас пенсисем, чирленине пула ӗҫе тухманшӑн тӳлени кӑна мар, ҫавӑн пекех ачана пӑхнӑшӑн паракан тӳлев те, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма ҫӑмӑллӑхлӑ кредит е ҫурт-йӗр туяннӑ чухне налукран тавӑрса паракан укҫа-тенке илесси те кӗреҫҫӗ.

Это не только будущие пенсии, оплата больничных листов, в том числе по уходу за ребенком, льготные кредиты на улучшение жилищных условий или налоговые вычеты при приобретении жилья.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Телейлӗ, пурнӑҫпа кӑмӑллӑ пулас тесен кашни ҫыннӑн хӑй ыттисене кирлине туйса тӑмалла, унӑн хӑтлӑ кил-ҫурт, тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи пулмалла, вӑл лайӑх медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курма, пахалӑхлӑ пӗлӳ илме пултармалла тата хӑйӗн ачисен малашлӑхӗ ырӑ пулассине шанмалла.

Чтобы быть счастливым, чувствовать удовлетворенность своей жизнью, каждому человеку нужно быть востребованным, иметь комфортное жилье, получать достойную заработную плату, хорошее медицинское обслуживание, качественное образование и видеть перспективы для будущего своих детей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн хӑйсен кун-ҫулне шеллемесӗр кӗрешнӗ салтаксен пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтнӑ ҫывӑх ҫыннисем мӑнаҫлӑн акци колоннипе утса иртни, пулас салтаксем - ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗнче вӗренекенсем парада хутшӑнни, Николай Петрова асӑнса йӗркелекен ҫӑмӑл атлетсен Елчӗк урамӗнчи чупӑвӗ, концерт программине хатӗрлеме районти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем анчах мар, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнни уяв ят-сумне тата ӳстернӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Пулас поэтӑн ашшӗ Михаил Семенов ҫӗре ир кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

«Маларахри тӗрӗслеве экзаменччен ҫеҫ улӑштарнине абитуриент умӗнче килӗшӳллӗ мар тесе шутлатӑп, вӗсене пахалӑхлӑ хатӗрленме вӑхӑчӗ те ҫителӗксӗр. Халӗ пулас студентсем хӑйсене малалла вӗренме кайма мӗнле экзамен тытмаллине 9 уйӑх маларах татӑклӑн пӗлме пултараҫҫех», — палӑртнӑ депутат.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

«Аслӑ вӗренӳ заведенине вӗренме кӗнӗ чух вӗренме кӗрекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене нумай ыйту канӑҫ памасть. Шкул вӗренсе пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илес текенсен вӗренме кӗмешкӗн вӑхӑтне саккун тӗлӗшӗнчен ҫирӗплетни вӗсен прависене хӳтӗлессин шайне ӳстерет, - тесе каланӑ парламентари. - Ҫакӑ вӗсене малтанах пӗтӗм сӑкӑлтӑксемпе паллашса кирлӗ пӗлӳ пухса хӑйсем малтан палӑртнӑ аслӑ вӗренӳ заведенине тӗплӗн хатӗрленсе пулас тӗрӗслев витӗр тухса унта вӗренме кӗме май парать».

Куҫарса пулӑш

А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

«Вӗренме кӗнӗ чухнехи тӗрӗслеве экзамен пуҫланиччен улӑштарни килӗшӳллӗ мар. Вӗренме кӗрекенсен тӗплӗн хатӗрленме вӑхӑчӗ те нумаях юлмасть. Халӗ пулас студентсем вӗренме кӗнӗ чухне мӗнле предметсемпе экзамен тытмаллине 9 уйӑх маларах пӗлсе тӑраҫҫӗ», - тенӗ депутат.

Куҫарса пулӑш

А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Ют ҫӗршыври сумлӑ биатлонистсен /арӑмӗпе упӑшки пулнӑ вӗсем/ сӑнӳкерчӗкне пит юратса пӑхатчӗ: манӑн та вӗсем пек пулас килет тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех