Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулас (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Вӑл та мана — пулас сенатора — вӗлерме пултарнӑ вӗт», — чунранах тӗлӗннӗ Дантес.

Он тоже меня - будущего сенатора - мог бы убить", - искренне удивился Дантес.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Пӗррехинче амӑшӗпе Настьӑн ашшӗ хӗрӗсене килсе курнӑ-ха, анчах ячӗшӗн ҫеҫ пулас — унтанпа чылай вӑхӑт иртнӗ пулин те ку тӑрӑхалла тек ура ярса пусман.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Ҫамрӑк чухне, пӗрлешсенех, мӑшӑрпа пысӑк ҫемье, сак тулли ача-пӑча ҫинчен ӗмӗтленеттӗмӗр те — пулаймарӗ, ҫапах Турри пире шеллерӗ пулас — халӗ ав чӑннипех пӳрт тулли, — тунсӑха сирсе, хӑйӗн ҫумӗнчи икӗ хӗр пӗрчине куҫран ӑшшӑн пӑхса йӑл кулчӗ хӗрарӑм.

— В молодости, когда только поженились, супругой мечтали о большой семье, о полной лавке детей — не получилось, однако Бог видимо нас пожалел — сейчас, вот, взаправду дом полон, — прогоняя тоску и вглядываясь в глаза двух рядом сидящих девочек, улыбнулась женщина.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Волковсен ҫемйи пурӑннӑ ҫурт, Вагнерсен ҫурчӗ /унта подпольщиксем радио итлеме пухӑннӑ/, нимӗҫ фашисчӗсем Польша чиккинчен пирӗн ҫӗршыва тапӑнса кӗнӗ вырӑнсем, Николай Алексеевич тутарнӑ ДОТсем, истори пӗлтерӗшлӗ ытти паллӑ пулӑмсемпе паллӑсем пулас фильмӑн кадрӗсене кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Акӑ Чӗмпӗр хулинчи пӗр ҫемьен интернетра курнӑ хатӗрлӗ пулас килнӗ.

Вот одной семье из Ульяновска захотелось иметь увиденную в интернете вещь.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

- Лаптӑка сухаласа пӗтерчӗҫ пулас, апла акма та тытӑнӗҫ, - юнашарти хирте кӗрлекен тракторсене тӗллесе кӑтартрӗ хӗрарӑм. - Ака-сухана та хамӑр вӑйпа ирттеретпӗр.

- Кажется вспахали участок, значит начнут сеять, - указала женщина на гудящие трактора в соседнем поле. - И посевные работы проводим собственными силами.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

«Манӑн мар вӗт, мӗншӗн пилӗк авмалла», - теҫҫӗ пулас.

"Не мое ведь, зачем спину гнуть", - говорят наверное.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫӗрулми вара хисепрен тухать пулас.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ пулас тӗллевпе пединститута вӗренме кӗресшӗнччӗ, анчах ӑнмарӗ.

С целью стать учителем русского языка и литературы хотела поступить учиться в пединститут, но только не удалось.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

А.Г.Николаев космонавт ентешӗсем ӳнерҫӗсен илемлӗ сӑвви-юррине итлесе киленчӗҫ, лешсем вара вӗсен ӗҫри паттӑрлӑхне курса, хӑйсен пулас хайлавӗсем валли сӑнарсем тупса хавхаланса таврӑнчӗҫ.

Земляки космонавта А. Г. Николаева насладились стихами и песнями людей искусства, а они, видя трудовой подвиг сельчан, возвратились новыми образами для будущих произведений.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хыҫҫӑн ашшӗпе амӑшӗ ҫывӑхӗнче пулас тесе Челябинскра прокурорта тӑрӑшнӑ.

Позже, чтобы быть ближе к родителям, работал прокурором в Челябинске.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ, Куславкка районӗсенчи шкулсенче ӗҫленӗ пулас ҫыравҫӑ.

После окончания Чувашского государственного университета будущая писательница работала в школах Цивильского, Козловского районов.

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Виртуаллӑ юратӑва ӗненсех каймастӑп. Вӑл соцсеть тулашӗнче аталанаймасть пек туйӑнать. Иккӗмӗш сыпӑкри пиччем Интернетсӑрах, ӑнсӑртран, пулас арӑмӗпе паллашрӗ: телефонпа йӑнӑш шӑнкӑравласан хӗр тытнӑ. Вӗсем ҫапла калаҫса кайнӑ, кайран тӗл пулнӑ, пӗрлешнӗ. Пӗччен пулмасса, ватлӑха /пурӑнса ҫитсен ӗнтӗ/ юратнӑ мӑшӑрпа кӗтсе илессе шанатӑп эпӗ», — тенӗччӗ Валериан.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Асӑннӑ процедурӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн кандидачӗ пулас тӗллевпе 22 округран — 169 ҫын, РФ Патшалӑх Думине суйланас тесе парти списокӗпе тата пӗр мандатлӑ икӗ округпа пӗтӗмпе 30-ӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чылайӑшӗ унта ҫемйисемпе килчӗ, малтанхи сасӑлав чӑнласах та кирлине систерчӗ, «РФ Патшалӑх Думин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулас текен кандидатсен списокне чиновниксем мар, эпир палӑртатпӑр», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫак процедура халӑха пулас депутатсен программипе ҫывӑхрах паллашма, кандидатсене хӑйсен округӗнчи чи ҫивӗч ыйтусене тӗплӗнрех тишкерме май панине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӑл малтанхи сасӑлав депутат пулас текен кандидатсемшӗн те, суйлавҫӑсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Эсир ытти конкурса та хутшӑнатӑр пулас.

- Вы, кажется и в других конкурсах участвуете.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗренекенсемшӗн интереслӗ пулас тесе яланах ҫӗннине шырать, уроксене хӑйнеевӗр ирттерме тӑрӑшать.

Чтобы заинтересовать учеников, ищет что-то новое, старается проводить уроки своеобразно.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫавӑнпа манӑн математика вӗрентекенӗ пулас килетчӗ.

Поэтому мне хотелось быть учителем математики.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех