Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаваслӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хаваслӑн (тĕпĕ: хаваслӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну, эсӗ те, Давыдов, чӗмеререн кая мар! — хаваслӑн хушса хучӗ лешӗ.

— Ну, и ты тоже, Давыдов, гусь не из последних! — весело отозвался тот.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов хаваслӑн кулса илчӗ.

Давыдов весело фыркнул.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Марина Поярковӑна, иртнисене хӑшне-пӗрне аса илчӗ, ассӑн сывларӗ, унтан хаваслӑн кулса илчӗ те ял Советне уттарчӗ.

Вспомнил он Марину Пояркову, еще кое-что из пережитого, горестно вздохнул, но улыбнулся весело и пошел наведаться в сельсовет.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнов, аллисемпе сулса, хаваслӑн кулса ячӗ.

Размётнов, отмахиваясь руками, весело рассмеялся.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗл пулатпӑр эпир санпала, Суламифь, анчах эпир пӗр-нӗрне паллаймастпӑр, апла пулин те пӗр-пӗрин патнелле тунсӑхлӑн та хаваслӑн талпӑнӗҫ пирӗн чӗресем, мӗншӗн тесен эпир санпа пӗрре курнӑҫнӑ ӗнтӗ, ман сӑпай, ман ҫепӗҫ Суламифӗм, анчах эпир куна астумастпӑр.

Мы с тобою встретимся, Суламифь, и мы не узнаем друг друга, но с тоской и восторгом будут стремиться наши сердца навстречу, потому что мы уже встречались с тобою, моя кроткая, моя прекрасная Суламифь, но мы не помним этого.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Пурте йӗркеллех! — хаваслӑн пӗлтерчӗ вӑл.

— Все в порядке! — радостно сообщил он.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпӗ Аррениусӑн шанчӑксӑр шухӑшӗсене ӗненесшӗн мар, эпӗ урӑххисем майлӑ, «ҫӗр ҫинчен килекен хӑнасене унта, Марс ҫинче, хыр вӑрманӑсем хаваслӑн кашлани кӗтсе илӗ…» текен ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ.

Я не склонна верить мрачным утверждениям Аррениуса и готова разделить мнение тех, кто предполагает, что «пришельцев с Земли встретит на Марсе дружественный шум хвойного бора…»

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Игорь салют вылярӗ, Изя барабанӗ хӑвӑрт та хаваслӑн кӗмсӗртетсе илчӗ.

Игорь протрубил салют, зарокотал барабан Изи Крука.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех