Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кантӑк сăмах пирĕн базăра пур.
кантӑк (тĕпĕ: кантӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗркене кӗрсен, Давыдов куҫ хӳрипе учительница ҫине пӑхса илчӗ, анчах лешӗ те, куллине пытарасшӑн пулса, кантӑк патнелле ҫаврӑнса тӑнӑ-мӗн.

Овладев собою, Давыдов с виноватой улыбкой покосился на учительницу, но увидел, что она, отвернувшись к окну, также пыталась скрыть смех.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шупка кӑвак сӑрӑ тупсан лайӑхчӗ, анчах маччана, кантӑк хушӑкӗсене, рамӑсене, алӑксене сӑрлама мӗн чухлӗ кирлӗ-ши ҫак япала?

Хорошо бы добыть свинцовых белил, а вот сколько этого добра пойдет на покраску потолков, наличников, рам и дверей?

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Запаслӑх пӗр листа та ҫук пулӗ-ха, ачасене кантӑк ваттармалла мар — ку ниме юрӑхсӑр япала, факт!

Наверное, нет в запасе ни одного листа, а чтобы ребята не колотили стекла — это же невозможное дело, факт!

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кантӑк рамисем лайӑх, анчах иккӗмӗш хучӗсем — мӗнле вӗсем, пур-и вӗсем?

Рамы в окнах хорошие, а двойные — в каком виде и есть ли они?

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл пӗчӗк сӗтел умӗнчи хӑйне сӗннӗ пукан ҫине ларчӗ, хӗр, кантӑк патне кайса тӑрса, сӑмахсене пайӑн-пайӑн каласа вулама пуҫларӗ:

Он сел на предложенный ему стул около небольшого столика, а девушка, отойдя к окну, стала раздельно диктовать ученикам:

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫаплах вара: ҫӗрле Макар уҫӑ кантӑк умӗнче ларнӑ, ҫӗнӗ вӗреннӗ ҫын, Ҫӑрттан мучи, — сӗтелӗн тепӗр пуҫӗнче.

— Проще простого: ночью Макар сидел возле открытого окна, а новый грамотей, дед Щукарь, по другую сторону стола.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗн туса тӑратӑн кантӑк умӗнче?

Чего у окна торчишь?

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ кӗҫех кантӑк витӗр урама сиксе тухма хатӗрленсе тӑнӑччӗ, ҫав хушӑра тахши мана алӑран кап! ярса тытрӗ те ӗнсерен темле хытӑ япалапа шан! тутарчӗ.

Только я собрался из окна сигать на улицу, а меня за руки цоп, да по затылку какой-то твердостью.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫамки урлӑ йӑрӑмланса выртакан икӗ тачка юн тымарӗ карӑнса кайнӑ, аллисем кантӑк янаххине ҫатӑрласа тытнӑ.

На лбу вздулись две толстые поперечные жилы, руки неотрывно сжимали подоконник.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ нимӗн пӑлханмасӑр кантӑк умӗнче тӑрать, халӗ ӗнтӗ унӑн питҫӑмартийӗсем шурса кайнӑ сӑнлӑ мар, ҫав тери хаяр, тем тума та хатӗр сӑнлӑ.

А тот спокойно стоял у окна, и теперь уже не бледность заливала его щеки, а темная просинь гнева, решимости.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев пурне те алӑ тытсах сывлӑх сунса ҫаврӑнчӗ, унтан пӗринпе кантӑк умне кайса тӑчӗ те пилӗк минут хушши пӑшӑлтатса темскер калаҫрӗ.

Половцев со всеми здоровался за руку, потом отошел с одним к окну, шепотом в течение пяти минут говорил.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрӗпех ҫилпе уҫӑла-уҫӑла хупӑнакан кантӑк хупписем чӗриклетни Макара тӗлӗкре музыка евӗр илтӗнчӗҫ, пӳрт ҫине витнӗ хӗҫтимӗр кӗмсӗртетни — лаша чӗрнисем тӑпӑр-тӑпӑр тӑпӑртатса пынӑн туйӑнчӗҫ…

Скрип ставен, всю ночь метавшихся на вешнем ветру, во сне воспринимал Макар как музыку, погромыхиванье железной крыши — как дробный топот лошадиных копыт…

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич Половцевӑн йӗнерленипех пӗр вырӑнта тӑрса тунсӑхласа ҫитнӗ лаши кантӑк умӗнчен савӑнӑҫлӑн, тӑпӑртатса ташласа, чӗрнисене типпӗн чанклаттарса ыткӑнса иртсе кайнине кӑна илтсе юлчӗ.

Яков Лукич слышал, как мимо окон весело, с переплясом, с сухим чокотом копыт прошел-протанцевал под седлом застоявшийся половцевский конь.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Темиҫе кун иртсен, Яков Лукич ҫӗрле кантӑк хуппине такам шакканине илтрӗ, алкумне тухрӗ.

Спустя несколько дней Яков Лукич услышал ночью стук в ставню, вышел в сени.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ, кӗске кӗрӗкне йӳле янӑскер, кантӑк янаххи ҫинче ларать, ҫӗлӗкне аллинче ҫавӑркалать, ним сасӑсӑр тутисене вылятать.

Тот сидел на подоконнике, распахнув полушубок, вертел в руках шапку, беззвучно шевелил губами.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫиллине кӑштах пусарнӑ Тимофей Андрей ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ те кантӑк еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Присмиревший Тимофей взглянул на Андрея ненавидяще, отвернулся к окну.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тулта телефон пралукӗсем ҫилпе шӑхӑраҫҫӗ, кантӑк умӗнчи пӗчӗк пахча карти ҫумне нӑхтапа кӑкарнӑ лаша каҫанӗ ҫинче пӗр чакак хӑяккӑн уткаласа ҫӳрет, темӗн сӑха-сӑха илет.

За окном, в телефонных проводах, свистал ветер, на спине лошади, привязанной недоуздком к палисаднику, по самой кабаржине кособоко прогуливалась — и что-то клевала — сорока.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кирек ӑҫта та пӗчӗк лампӑсем сиввӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӗсене кашни юпа, кашни стена ҫумне, кашни кантӑк ҫине ҫакса тултарнӑ, вӗсем электростанцин ҫӳлӗ труби ҫийӗпе тӳрӗ йӗрпе тӑсӑлаҫҫӗ, кашни ҫурт тӑрринчех ҫунаҫҫӗ, ҫын куҫне ҫивӗч йӗппе тирнӗ пек чӑрмалаҫҫӗ, ҫынсем вара куҫӗсене хӗсеҫҫӗ те, анкӑн-минкӗн кулкаласа, ҫыхланнӑ сӑнчӑрӑн йывӑр йӑлмакӗсем пек, ҫӗр тӑрӑх ерипен-ерипен сулланаҫҫӗ…

Везде сухо и холодно сверкают маленькие лампочки, они прилеплены ко всем столбам и стенам, к наличникам окон, карнизам, они тянутся ровными линиями по высокой трубе электрической станции, горят на всех крышах, царапают глаза людей острыми иглами мертвого блеска — люди прищуриваются и, растерянно улыбаясь, медленно влачатся по земле, как тяжелые звенья запутанной цепи…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Тусанпа хупланнӑ кантӑк витӗр кукша пуҫ курӑнса юлчӗ.

Лысый череп тускло блеснул за стеклом, покрытым слоем пыли.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Таса мар кантӑк витӗр пӳлӗме ватӑ ҫын сӑнӗ пек тӗксӗм хӗвел ҫути ӳкет, ачан хӗрлӗрех ҫӳҫне ҫутатать; Ленькӑн кӗпе ҫухи ярханах — унӑн чӗри мӗнле тапни чечен кӑкӑр шӑмми витӗрех курӑнса тӑрать.

В грязные стекла окна смотрело солнце, тусклое, как лицо старика, на рыжеватые волосы мальчика падал мягкий свет, рубашка на груди Леньки расстегнута, и я видел, как за тонкими косточками бьется сердце, приподнимая кожу в едва намеченный сосок.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех