Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑтӑр (тĕпĕ: вӑтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Утравсен бухтинче Франци карапӗсем ҫапла вӑтӑр виҫӗ кун ирттернӗ.

Так прошли тридцать три дня пребывания французских кораблей в бухте Островов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван Австрали ҫӗрӗ ҫинче иртмелли юлашки сехетсенче вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тухакан ҫырансен тӑрӑхӗпе тепӗр хут кайса ҫӳресшӗн пулчӗ.

Гленарван хотел использовать последние часы пребывания в Австралии, чтобы ещё раз побывать в том месте, где тридцать седьмая параллель пересекает побережье.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫитменнине тата Окленд шӑпах ҫав вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинче тӑрать, ун ҫинчен ҫулҫӳревҫӗсем Арауканни ҫыранӗсем патне ҫитичченех ниҫта та пӑрӑнса кӗмен.

По странному совпадению, Окленд находится как раз на той тридцать седьмой параллели, вдоль которой путешественники неотступно следовали от самых берегов Араукании.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак вӑтӑр ҫулхи пит маттур ҫын урине аран хускатнине ӗненес те килмест.

Нелепо видеть, как этот тридцатилетний атлет с трудом поднимает отказавшуюся подчиняться ногу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Александра Алексеевна Жигирева вӑтӑр ҫичӗ ҫулта ӗнтӗ, вуникӗ ҫул вӑл партире тӑрать.

Александре Алексеевне Жигиревой тридцать семь лет, девятнадцать лет она в партии.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пирӗн экономика сарӑмлах мар — манӑн пенси укҫи вӑтӑр икӗ тенкӗ тата Тая ӗҫлесе тупни.

Экономика у нас простая и несложная — тридцать два рубля моей пенсии и Таин заработок.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах пӗррехинче, калаҫса ларнӑ хушӑра, ун ҫинчен пӗлсен, вӑл шалт тӗлӗнсе кайрӗ: Марта тӑхӑрҫӗр вунҫиччӗмӗш ҫултанпа парти членӗ иккен, вӑл вӑтӑр пӗр ҫулта тата латышсен компартинче хастарлӑ ӗҫлекенсенчен пӗри пулнӑ-мӗн.

Каково же было его удивление, когда однажды в разговоре с ней он узнал, что она член партии с семнадцатого года, что ей тридцать один и что она была одним из активных работников латышской компартии.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Полентовский Станислав Зигмундович — паровоз машинисчӗ, производствӑра вӑтӑр ултӑ ҫул ӗҫлет.

— Политовский Станислав Зигмундович — паровозный машинист, тридцать шесть лет производственного стажа.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Рабочисенчен нумайӑшӗ ҫак заседанире хӑйсен вӑтӑр ҫичӗ юлташӗ ҫырнӑ заявление пӑхса тухма ыйтаҫҫӗ, — терӗ те вӗсен заявленине вуласа пачӗ:

— Ряд рабочих просит заседание рассмотреть их заявление, подписанное тридцатью семью товарищами, — и он прочел заявление:

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Телеграфист темиҫе самант хушши хут татӑкӗ ҫине пӑхса тӑчӗ, вӑтӑр икӗ ҫул ӗҫлесе вӑл пӗрремӗш хут хӑй ҫырнине ӗненмерӗ.

Несколько мгновений телеграфист смотрел на листок, и в первый раз за тридцатидвухлетнюю работу он не поверил записанному.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑтӑр ҫул мишавайра ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те тавлашусен сӑлтавӗ — йӑран.

— Тридцатый год землемерничаю, и везде и всюду межа — причина раздора.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл, пысӑк та вӑйлӑ ҫын, сивӗрех сӑн-питлӗскер тата час-часах хаяррӑн пӑхаканскер, вӑтӑр пилӗк ҫулта пекех туйӑнать.

Он, большой и сильный человек, суровый и подчас грозный, выглядит тридцатипятилетним.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах ҫав чӑкраш ҫын вӑтӑр ҫул хушши рабочи пулса ӗҫленӗ!

Этот придира имеет тридцать лет рабочего стажа!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗррехинче Цветаев цеха кӗчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: ячейкӑра тӑракан пӗтӗм ҫамрӑксем тата партире тӑманнисем те, пӗр вӑтӑр ҫынна яхӑн пухӑнса, цехра чӳречесене ҫӑваҫҫӗ, машинӑсем ҫинчи темиҫе ҫул хушши хытса ларнӑ пылчӑка хырса тасатаҫҫӗ, пӗтӗм ӑҫтиҫука тата татӑк-кӗсӗксене пӗтӗмпех тулалла йӑтаҫҫӗ.

Как-то раз, зайдя в цех, Цветаев с удивлением наблюдал, как вся молодежная ячейка и десятка три беспартийных ребят мыли окна, чистили машины, соскребая с них долголетнюю грязь, вытаскивая на двор лом и хлам.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллелӗ ҫитес тесен, вӗсен бухта тӑрӑх каймалла пулчӗ, ҫавӑнта Том Аустин вӗсемпе тӗл пулмалла.

Пришлось проехать вдоль бухты, чтобы достигнуть тридцать седьмой параллели, то есть места, где Том Аустин должен был встретиться с ними.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫитменнине тата вӑл Австралин чи тӗксӗм те улах вырӑнӗнче тӑрать, ҫынсем пурӑнакан вырӑнсене ҫитес тесен, унӑн вӑтӑр пилӗк миль каймалла.

К тому жэ, в тридцати пяти милях от ближайшего населённого места, среди глухой австралийской пустыни.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Делегейт хулинчен эпир мӗн пурӗ те вӑтӑр пилӗк мильре анчах тӑратпӑр.

Мы ведь находимся всего в тридцати пяти милях от города Делегейта.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак пирвайхи хулана ҫитме экспедицин вӑтӑр пилӗк мильрен ытла каймалла мар.

Экспедиция находилась едва в тридцати пяти милях от него, первого города.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— «Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫыранне, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӗлне илсе пыма хушатӑп», — терӗ малалла Гленарван.

— «…к тридцать седьмому градусу широты», — продолжал Гленарван.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ шутлатӑп, кунтан вӑтӑр пилӗк мильре ларакан Делегейт хулинче те, Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльсӑн чиккинче ларакан пӗчӗк хулара, пире лашасем тупма май пулӗ тетӗп.

Я даже думаю, что в тридцати пяти милях отсюда, в городке Делегейте, на границе Нового Южного Уэллса, мы сможем приобрести лошадей.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех