Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлсен (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран ҫынсем ӑна мӗн тарана ҫитернине пӗлсен, тен, ӳкӗнӗҫ те, ӑна хӗрхенӗҫ те.

Вот когда увидят, до чего довели несчастного мальчика, тогда, может, и пожалеют.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Ял халӑхӗпе пая кӗрсе хӑш-пӗр тирпей-илем ӗҫӗсене пурнӑҫланине пӗлсен Мускавра пурӑнакан Е. Михайлова, В. Волкова ҫийӗнчех пиншер тенкӗ укҫа куҫарса пачӗҫ. Хӗрӗме каланине кинӗм илттӗр тенӗ евӗр, вӗсен ырӑ тӗслӗхӗпе ыттисем те усӑ курсан, Треньел тата ытларах юратнӑ ен пулмалла. Пӗрле тунӑ ӗҫ пурпӗрех сумлӑ та, хисеплӗ те»,- пӗр савӑнса, пӗр пӑшӑрхаса калаҫрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Пурне те пӗлсен, час ватлӑн, Эпӗ ку ята фронтран илсе килтӗм темелле-ши?

Будешь много знать, быстро состаришься, могу сказать, что я это прозвище принес из фронта.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Хамӑр тымарсене тарӑн пӗлсен, хамӑра хамӑр хисеплесен кӑна пире ытти халӑхсем те хисеплӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Ҫуралнӑ чух никам та профессор пулса ҫуралмасть, анчах та амӑшӗ пӗлсен – ачисем те вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Эпӗ турккӑлла хӑвӑрт вӗрентӗм, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлсен – ытти чӗлхесене те вӗренме ҫӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Хамӑр тымарсене тарӑн пӗлсен, хамӑра хамӑр хисеплесен кӑна пире ытти халӑхсем те хисеплӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Хӑйне хӑй упрама пӗлсен ҫын 100 ҫулччен е ытларах та пурӑнма пултарать.

Если уметь самого себя беречь, человек может жить до 100 лет или больше.

Телейлӗ пурнӑҫ никӗсӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2814-tel ... purn-nik-s

Анчах вӗҫкӗн хӗр халӑха улталаса, суя чап илсе ҫеҫ пурӑннине пӗлсен вара чӑтаймасть, ӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

— Ыратман пуҫа — тукмак, тени мар-и ку, — кӳренсе сассине хӑпартрӗ Московски райӗҫтавкомӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Г. Воеводин, Л. Ерусланов мӗн каланине пӗлсен.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Майне пӗлсен килте ларса та нухрат пухаятӑр.

Если знаете как, то можете и дома денег накопить.

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

А. Волковӑн вара пачах тепӗр майлӑ: этем организмне тарӑнрах, пур енлӗ тӗпчесе пӗлсен, ҫӗр-ҫӗр ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварса сумлӑ ят илнӗ хыҫҫӑн чунӗнче пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ тапма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Вӑл выҫӑпа вилнӗ ҫинчен пӗлсен… йӑлтах вӑйран кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Игорь Петров вара хӗве хупнипе (пирвайхи туй каҫӗпе) ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркене ҫутатнӑ: ывӑл ача ҫуралтӑр тесен мӗн-мӗн тумаллине, упӑшки хӗрӗн сылтӑм енне выртма тӑрӑшнине, хӗр тасалӑхӗ чӑвашсемшӗн мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине, хӗр таса килменнине пӗлсен шӑтӑк куркапа сӑра ӗҫтернине.

Куҫарса пулӑш

Чыса упрасан шӑтӑк курка кирлӗ мар // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14853.html

Антон Германович хӗрарӑм хӑй патне мӗн пирки килнине пӗлсен вӑрахчен хускалмасӑр ларчӗ.

Антон Германович долго сидел неподвижно, когда узнал, по какому поводу пришла к нему женщина.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Атту эс тӗлне пӗлсен вӑрттӑн ӗҫсех пӗтерен. — Кӗленчене арҫынсенчен пытарнӑ пек туса хулӗпе хупларӗ Инга. — Ку хӗрарӑмсем валли кӑна.

А то, узнав местечко, все выпьешь. — Инга укрыла рукавом бутылку, словно спрятала ее от мужчин. — Это только для женщин.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Клавти патак ҫисе пурӑннине пӗлсен, ача кӗтнине пӑхмасӑрах, ашшӗпе асламӑшӗ лаша кӳлсе пынӑ та ӑна каялла илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Эпир ҫынсене илтме пӗлсен ҫеҫ ҫакна пурнӑҫлама пулӗ.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Ывӑлӗ е хӗрӗ, тӑванӗ инкеке ҫакланнине пӗлсен чи малтан ун патне шӑнкӑравласа пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Усал хыпар пӗлсен ҫын тӳрех ҫухалса каять, ун пек самантра ӑна мӗн хушан — ҫавна пурнӑҫлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех