Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Яков сăмах пирĕн базăра пур.
Яков (тĕпĕ: Яков) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял-йыш чи малтан милици ветеранӗн - отставкӑри полковникӑн Яков Феофанович Васильевӑн - ятне асӑнать...

Самым первым жители села вспоминают ветерана милиции - полковника в отставке Якова Феофановича Васильева...

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Яков Кондратьевич, манӑн иккӗмӗш атте, Юрий Скворцовсен аслӑ йӑхне тӑван тивет пулнӑ иккен: аттен амӑшӗпе Наталия Игнатьевнӑпа Юрий аслашшӗ (ашшӗ тӑрӑх) Киттук, Тит Игнатьевич пӗр тӑвансем, пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ пулнӑ.

Яков Кондратьевич, мой отчим, оказывается приходился родственником главному роду Юрия Скворцова: мать отца Наталия Игнатьевна с дедом Юрия (по линии отца) Киттук, Тит Игнатьевич были однокровными родственниками, брат и сестра.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Ҫав вӑхӑтрах Актайран инҫе мар Хурӑнкасси ялӗнче Яков Кондратьевич Кондратьев ҫамрӑк хресчен арӑмӗпе ывӑл ачи вилнипе хусаха тӑрса юлнӑ.

В то же время неподалеку от Актая в деревне Хорнкасы молодой крестьянин Яков Кондратьевич Кондратьев из-за смерти жены и сына становится вдовцом.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Ялтан ик-виҫ ҫухрӑмра Кӗсле ту ҫинче Яков Ухсая пытарнӑ.

В двух-трех километрах от деревни на Гусли горе похоронен Яков Ухсай.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫак ялта чӑваш литературине никӗслекенсӗр пуҫне Яков Ухсай та ҫуралнӑ, аслӑ поэтсене халалланӑ икӗ музей ӗҫлет.

В этой деревне кроме основателя чувашской литературы родился и Яков Ухсай, работают два музея посвященных великим поэтам.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Хӗр аслӑ шкулӑн иккӗмӗш курсӗнче вӗреннӗ чухне Яков Васильевича радикулит ҫапса антарнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ашшӗ Яков Васильевич ачаранпах тухтӑра вӗренмешкӗн тӗв тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Кӑҫал тӑххӑрмӗш хут иртекен уява чӑваш халӑх поэчӗ Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Аслӑ ывӑлӗ Яков Екатерина Сванидзерен ҫуралнӑ.

Старший сын Яков родился от Екатерины Сванидзе.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Степан Ефимовичӑн та ывӑлӗсем - Яков, Михаил, Петр - ҫуралаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Унӑн икӗ ывӑл - Степан тата Яков юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Унтах «Яков Лазаревич Афандеров рядовой 1902 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулхи сентябрӗн 19-мӗшӗнче Курск облаҫӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ», – тесе ҫырни пур.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ывӑлӗсем Степан, Яков, Илья, Егор, Иван, Павел пулнӑ, хӗрӗсем Мария Станъялне качча кайнӑ, Анфиса – Матикассине.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Яков Лукич та — вӑрттӑн мелпе уҫмалли ҫӑра.

И Яков Лукич — тоже замок с секретом.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атаманчуковӑн чӗркуҫленсе лармалла пулмарӗ: Половцев хушнипе, пухура Атаманчукова хӳтӗлесе Яков Лукич та, унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсем ыттисем те питӗ вирлӗ калаҫрӗҫ, пуху вара бригада решенине ҫирӗплетмерӗ.

На колени Атаманчукову не пришлось становиться: подстегнутые приказом Половцева, на собрании в защиту Атаманчукова дружно выступили и Яков Лукич, и все его единомышленники, и собрание не утвердило решения бригады.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑватӑ ҫул каярах, налуксемпе хӗсме пуҫласан, вӑл лӑпланчӗ, пӗр ҫӑмхана пуҫтарӑнчӗ, сиксе ӳкес ҫӗлен пек, халӗ колхозсем пулмасан тата налуксем пӗчӗкрех пулсан — Яков Лукич хӑйне кӑтартнӑ пулӗччӗ, кӗтсех тӑр!

Года четыре назад он присмирел, когда налогами стали жать, свернулся в клубок, как гадюка перед прыжком, а не будь зараз колхозов да поменьше налоги — Яков Лукич показал бы себя, будь здоров!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ун пирки эпӗ мӗн чухлӗ ыйтман пулӗ Яков Лукичран, анчах вӑл килӗшмерӗ.

— Об этом я до скольких разов просил Якова Лукича, но он не согласился.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Карчӑкӑн тантӑшӗсем унӑн типсе ларнӑ, пӗркеленнӗ ӳтне ҫуса тасатрӗҫ, тумлантарчӗҫ, макӑрчӗҫ, анчах пытарнӑ чухне Яков Лукич пек лӑпланайми татӑлса йӗрекен пулмарӗ.

Подруги покойницы обмыли ее сухонькое, сморщенное тело, обрядили, поплакали, но на похоронах не было человека, который плакал бы так горько и безутешно, как Яков Лукич.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич чӗтрекен аллипе ҫӑрана уҫрӗ, арӑмӗпе пӗрле тахҫан хӑйӗн амӑшӗ пурӑннӑ пӳлӗме кӗчӗ.

Яков Лукич дрожащими пальцами снял замок, вместе с женой вошел в горенку, где когда-то жила его мать.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах иккӗмӗш талӑк вӗҫӗнче каҫхи апата ларсан, нумайччен никам пӗр сӑмах чӗнмен хыҫҫӑн, Яков Лукич сӑмах хушрӗ.

Но когда к концу вторых суток сели за стол ужинать и Яков Лукич после долгого безмолвия сказал.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех