Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳнчӗ (тĕпĕ: сӳн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Горизонтра юлашки пайӑрка йӑвашшӑн чӗтренчӗ те туртӑнса хӗмленчӗ, унтан сӳнчӗ.

Последний луч нерешительно заколебался на горизонте, вспыхнул судорожным усилием и погас.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Грэй карапӗн — «Вӑрттӑнлӑхӑн» — хӳрипе ывӑтӑнса пыракан кӑпӑк юххи океан урлӑ шуррӑн йӗрленсе каҫрӗ те Лисри каҫхи ҫутӑ йӑлтӑртатӑвӗнче сӳнчӗ.

Струя пены, отбрасываемая кормой корабля Грэя «Секрет», прошла через океан белой чертой и погасла в блеске вечерних огней Лисса.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑй кӗртекен Хӗвел сӳнчӗ.

Животворное Солнце угасло.

Хӗвел тӗттӗмленни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Хӗвел сасартӑк сӳнчӗ пулсан, Уйӑх, Венера, Марс тата ытти планетӑсем те ҫутатма чарӑннӑ пулӗччӗҫ.

Если бы Солнце вдруг погасло, то перестали бы светить Венера, Марс, Юпитер и другие планеты.

Птолемей ҫут тӗнче ҫинчен вӗрентни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ҫутӑ сӳнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сасартӑк ҫутӑ сӳнчӗ, экран ҫуталса кайрӗ.

Вдруг свет погас и ярко осветился экран.

6. Ялти ҫӗнӗ пурнӑҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Унтан вӑл та сӳнчӗ.

Потом и она потухла.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Бакен сӳнчӗ.

Бакен погас.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Касса татрӗ шнура, — шӑп ҫав самантра ҫулӑм чупса ҫитрӗ те сӳнчӗ.

Перерезал он шнур, — как раз почти огонек добежал, ткнулся в руку, погас.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Сасӑ сӳнчӗ.

Голос замолк.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӗҫех вӑл та шупкаланчӗ, сӳнчӗ: кусем — астероидсем, пӗчӗк вӑрттӑн планетӑсем; вӗсем Хӗвел тавра шутласа кӑларайми кӗтӳ евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ.

Скоро и она побледнела, погасла: — это были астероиды, таинственные маленькие планеты, бесчисленным роем вьющиеся вокруг солнца.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсен ҫутинче Талцетл сӳнчӗ.

В свету их померк Талцетл.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аса илӳ пӗҫертсе илчӗ те сӳнчӗ, — пӗр ҫеккунтлӑх ҫеҫ тӑсӑлчӗ — Лось револьверне йӗнӗрен кӑларнӑ самантсенче.

Воспоминание обожгло и погасло, — длилось всего секунду, покуда Лось расстёгивал кобур револьвера.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Экран сӳнчӗ.

Экран погас.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗкӗр сӳнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗкӗр сӳнчӗ.

Зеркало погасло.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗкӗр сӳнчӗ.

Зеркало погасло.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сасартӑк вут-ҫулӑм экрана ҫутатрӗ, пӳлӗм урайӗ айӗнче харӑссӑн кӗрӗслетрӗ те тӗтреллӗ экран сӳнчӗ

Вдруг огненная вспышка озарила экран, резкий треск раздался под полом комнаты, туманное зеркало погасло.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шурӑ ҫӳҫлин куҫӗсенче ҫемҫе ӑшӑ ҫутӑ сӳнчӗ, унӑн пӗтӗм кӗлетки тӗлӗннине, ним тума та пултарайманнине, тата кунпа пӗрлех хӑй тӗрӗс мар тунине палӑртса тӑчӗ.

В глазах белокурого померк мягкий и теплый свет, и вся его фигура выразила удивление, беспомощность и вместе с тем сознание своей правоты.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Эппин, пӗтрӗ, сӳнчӗ, арканмаллипех арканчӗ иккен ӑшра мӗл-мӗл хӗмленекен ҫутӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех