Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑлта вырӑнне лиана ҫумӗнче йӗп пурри вӗсене темиҫе хутчен те ку ҫӗршывра тӗтӗмлесе сутакан, пит тутлӑ вӗтӗ санджику пулла, чылаях тутлӑ хура узаксене, пысӑк пуҫлӑ, шӑлӗ вырӑнне хытӑ шӑртлӑ «монндессене», селедка йышши, юхакан шыва юратакан пӗчӗк «дагалсене» — вӗсем Темза ҫинче тытакан шывҫи пулла аса илтереҫҫӗ — тытма пулӑшрӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӳпере тем пысӑкӑш бассейн пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ те, унти шыв пӗтӗмпех ҫӗр ҫине шапӑртатса тӑкӑнать тейӗн, ҫакӑн пек вӑйлӑ ҫумӑр лапамсене кӳлӗ, пӗчӗк юханшывсене кӗрлесе юхакан пысӑк шыв туса хурать; юханшывсем ҫырантан тухаҫҫӗ, темӗн талккӑш ҫӗре шыв илтереҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ахальтен мар сан чул ту ҫамкисем Аса илтереҫҫӗ ҫӗре кӗнисенӗн ятне.И именем павших за правду, за братство Недаром зовутся утесы твои…
Ҫула тухни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Пӗлӗтлӗ тӳпе те, хӗрлӗ тӗмсем те, кӗрхи хӗвел те — пурте ӑна шкула аса илтереҫҫӗ.
49 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Авӑнса юлнӑ хӑва турачӗсем кӑна аманнӑ красноармеец ҫинчен аса илтереҫҫӗ…Только примятые ветки ивы напоминали о раненом красноармейце.
29 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Хӗле хатӗрленнӗ май, хутпа ҫыпӑҫтарса тухнӑ чӳрече рамисем те, ҫӳллӗ стакан ҫинчи типӗ ҫулҫӑллӑ чечексем те — пурте Зойӑна аса илтереҫҫӗ, ун ҫинчен астутараҫҫӗ.
Ҫырса пымалли пӗчӗк кӗнеке // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Эпӗ пекки-лейпӑна питех те юрататӑп, вӗсем мана хамӑн ача чухнехи вӑхӑтсене аса илтереҫҫӗ.Я очень люблю пекки-лейпа, они напоминают мне годы моего раннего детства.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Хӑпарса тухнӑ урасем те хӑйсем ҫинченех аса илтереҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ун чухне хӗвел куҫ витми ҫӑра пӗлӗтсен хушшине кӗрсе ҫухалать вара, куҫсем таврари пур ҫӗрте те пӗр евӗрлӗ, ҫап-ҫара ҫаралса юлнӑ салхуллӑ картинӑсене курма хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ; ҫав вӑхӑтра, каҫалапа, кантӑк витӗр сасартӑк хӗп-хӗрлӗ хӗвел шевлин пайӑркисем пӳлӗме кӗрсе ӳкеҫҫӗ, вара майӗпен шӑвӑнса, урайӗнче, стенасем ҫинче выляма пуҫлаҫҫӗ, иртсе кайнӑ ӑшӑ ҫу кунӗсене тунсӑхлӑн аса илтереҫҫӗ.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ишсе антарнӑ мӑнастирсен алтарӗсенче лампадка ҫутсах ташша илтереҫҫӗ.Плясали в разоренных монастырях, причем на алтари ставились светильники.
I. Париж урамӗсенче // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Каҫсем ҫуркуннене аса илтереҫҫӗ, вӗсем вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрӑм тата калама ҫук кӑмӑла каяҫҫӗ, ҫавна май ҫутҫанталӑк ҫине нихҫан ҫаврӑнса пӑхман ҫынсем те унӑн ҫепӗҫ ытамне кӗрсе ӳкеҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑйлӑ та чӑнкӑ тата ту евӗрлӗскерсем, вӗсем юрлӑ ту хыҫри миражне, анлӑ тӳремлӗх варринче курӑнса тӑракан чикӗсӗр пысӑк ҫӗршыва аса илтереҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Нимӗҫ пулемечӗн юлашкийӗпе нимӗҫ эсэсовецӗсем пӑрахса хӑварнӑ мундирӗсен купи кунта куллен пулса иртекен ӗҫсене аса илтереҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Американецсем вара питӗ кӑмӑллӑ, тӗнчере икӗ халӑха кӑна — японецсемпе акӑлчансене — курайман ырӑ кӑмӑллӑ йӗкӗтсене аса илтереҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унӑн стена пекех чӑнкӑ, хӗрлӗ-кӑвак тайлӑмӗсем авалхи сооруженисене аса илтереҫҫӗ.Его красно-серые склоны, отвесные, как стена, отдаленно напоминали древние сооружения.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хула тавра ешерен садсен кӑвак талкӑшӗсем икӗ тӑвӑн ансӑр хушшине кӗмелли вырӑнта йӑсӑрланса тӑракан тӗтрене аса илтереҫҫӗ.Серые массивы садов вокруг города напоминали клубящийся у входа в ущелье туман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Рабочисем хӑйсене хӑйсем хӑюллӑ та ирӗклӗ тыткалаҫҫӗ; ҫакӑнпа вӗсем Грекова аса илтереҫҫӗ.Рабочие держались смело, свободно и этим напоминали Грекова.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Халӗ, ҫав хӑрушӑ ҫултанпа вӑтӑр ҫул ытла иртнӗ хыҫҫӑн, вӗсем ҫинчен ҫурт никӗсӗсен мӑкӑрӗсемпе нӳхреп шӑтӑкӗсем ҫеҫ аса илтереҫҫӗ, унта-кунта рак хуранӗсен ванчӑкӗсем йӑлтӑртатса курӑнаҫҫӗ: выҫлӑх вӑхӑтӗнче ҫав рак хуранӗсене ҫырмасемпе кӳлӗсенче тытатчӗҫ, вӗсемпе ҫынсем выҫӑ вилесрен ҫӑлӑнса юлма тӑрӑшатчӗҫ.
Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Икӗ акр пысӑкӑш картишне вӗрлӗк карта тытнӑ; хӳме урлӑ каҫма тата хӗрарӑмсене лаша ҫине утланма меллӗ пултӑр тесе, хӳме ҫумне пӗрене пуҫӗсене пусма картлашки евӗр тӑратса тухнӑ, тӗрлӗ ҫӳллӗшлӗ пичкесене юнашар лартнӑ тейӗн, картишӗнче тӗллӗн-тӗллӗн имшер курӑк ӳсет, таптанса ҫаралнӑ кукша вырӑнсем ытларах, вӗсем кивелсе якалнӑ шлепкене аса илтереҫҫӗ; шуррисем пурӑнакан ҫурта саваласа якатнӑ пӗренесенчен тунӑ; пӗренесем хушшине тӑм е акшар шӗвекӗ сӗрсе ҫиелтен шуратнӑ, анчах вӗсене тахҫанах шуратнӑ пулмалла; кухньӑна якатман пӗренесенчен тунӑ, пӳртпе кухня хушшинче лупас ларать, кухня хыҫӗнче — пӗренерен тунӑ коптильня; ун леш енче — негрсем пурӑнакан виҫӗ лутра пӳрт; картишӗн пӗр хӗрринче, хӳме ҫумӗнчех, пӗр пӗчӗк пӳрт уйрӑммӑн ларать, тепӗр хӗррипе — тӗрлӗрен ӗҫ ҫурчӗсем; лаҫ патӗнче кӗл купи выртать, тата супӑнь пӗҫермелли пысӑк хуран ларать; кухня алӑкӗ умӗнче — сак, ун ҫинче шыв витрипе кавӑнран тунӑ савӑт лараҫҫӗ; кунтах, хӗвел питтинче, йытӑ ҫывӑрать; леререх — тата тепӗр йытӑ; картиш кӗтесӗнче — лапсӑркка виҫӗ йывӑҫ, хӳме ҫумӗнче — хурлӑханпа крыжовник тӗмӗсем; хӳме леш енче — пахча-ҫимӗҫпе арбуз йӑранӗсем; тата леререх — ҫӗрмамӑк плантацийӗсем, вӗсен хӗрринче — вӑрман.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫакна каласа хӑвармалла: «Кӳмери» чылай вырӑнсем «Вилӗ чунсенчи» хӑш-пӗр сценӑсене аса илтереҫҫӗ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.