Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑтсӑр (тĕпĕ: вӑхӑтсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑяр ҫулҫи вӑхӑтсӑр сарӑхнинчен те пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑрансене содӑпа имҫамлӑр, чир-чӗрсемпе сиенлӗхсене манӑр! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/us-ll-kanash ... -r-3275751

Ҫӳп-ҫап контейнерсене вӑхӑтсӑр е пахалӑхсӑр тасатас темӑпа 30 ытла пӗлтерӳ килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

Ку поэтӑн пурнӑҫӗ саккунсӑр репресси ҫулӗсенче вӑхӑтсӑр татӑлнӑ».

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑхӑтсӑр вилнӗ ҫыншӑн вӗсем иккӗшӗ те кулянаҫҫӗ паллах, анчах калавра ҫырса кӑтартнӑ пек мар.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Атте вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсен пире шутсӑр йывӑр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ан тив, радиопа ӳлӗмрен Сехмет Сантӑрккин ячӗ янратӑр, сӑлтавсӑр-мӗнсӗр инкек тӳссе вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ ҫын ҫӗнӗрен чӗрӗлтӗр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑхӑтсӑр вилнӗ ҫап-ҫамрӑк ачапа ватӑран та ватӑ карчӑка Таранов хӑҫан аса илчӗ тетӗр?

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр икӗ ывӑлӗ те пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Мосальский сӳннӗ пирус тӗпне чӳречерен пӑрахрӗ те тепӗр вунпилӗк ҫултан яштака та илемлӗ, ӑслӑ, мӗн-пур ҫӗршывӗпе, апла пулсан, ҫӗршывӗпе кӑна мар, тӗнчипе паллӑ ҫамрӑк пианист умӗнче каламалли калава асӗнче малалла тӑсрӗ, ҫирӗмри Евгений вара хӑйӗн вӑхӑтсӑр шуралнӑ хӗрӗх пӗррери ашшӗ ҫине куҫне хупмасӑр чӑрр! пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫил ачисем, пӗтӗм ҫутҫанталӑк, вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ салтаксемпе мирлӗ халӑх виллисене курса, эрленсе-хурланса йӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Литкружок членӗсем Хумма Ҫеменӗ вӑхӑтсӑр вилнӗшӗн хурланса ирттернӗ, унтан вара Митта Петӗрӗн «Хамӑр ял ҫыннисем» романӗнчи «Ҫӗнӗ ҫӗр» ятлӑ пӗрремӗш кӗнекин сыпӑкӗсене вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Герасим Федотович тӗшмӗше ӗненекен ҫын мар, апла пулин те ҫӑхансен сассине вӑл нихҫан та лӑпкӑн тӑнлаймасть: кашнинче тенӗ пекех ӑна амӑшӗн хуйхӑ-суйхӑ вӑхӑтсӑр ватӑлтарнӑ хурлӑхлӑ сӑн-пичӗ курӑна-курӑна каять.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унсӑр пуҫне тата анне вӑхӑтсӑр вилни хул-ҫурӑма шатӑрах аврӗ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑхӑтсӑр ҫунӑ юр икӗ-виҫӗ кунран кӗшӗлех ирӗлсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пурте вӗсен тискерлӗхӗнчен тӗлӗнчӗҫ, вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ тусӗсене шеллерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ывӑлу вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ пирки калатӑп мар-и…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савнӑ хӗрӗм вилсе выртрӗ сарӑмсӑр, Эс илӗртсе туй пулнипе вӑхӑтсӑр — Мӑшкӑл турӑн ман юратнӑ кил-йыша, Эс пистертӗн пӗлӗшсемпе хурнташа.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пытарнӑ чух вил тӑпри ҫине хунӑ чечексем, вӑхӑтсӑр вилнӗ паттӑр пекех, шаннӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Савин, вӑрҫӑран таврӑнсан, хӑй лартнӑ йывӑҫсем тӗрӗс-тӗкелех сыхланса юлнишӗн, вӗсем тӗрекленсе ӳснишӗн савӑнчӗ, анчах савнӑ арӑмӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗшӗн чӗререн хуйхӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Партизансем вӑхӑтсӑр вилнӗ Кузьмича «мерседесӑн» хыҫалти ларкӑчӗ ҫине илсе вырттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех