Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӳпене (тĕпĕ: тӳпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре ҫӗре куратӑн та тепре — тӳпене.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Вӗҫсе хӑпарать те вӑл тӳпене, ҫаврӑнать, ҫаврӑнать, анчах калле анма хӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Хӗвел тӑп-тӑрӑ сенкер тӳпене хӑпарса хӗртме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗвел чӑн тӳпене хӑпарса ҫитнӗ-мӗн, вӗри кӑмака умӗнче чухнехилле пӗҫертет.

Солнце стояло в самом зените и жгло так, будто рядом топилась жаркая печь.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун ҫумне пирӗн Ильмукпа иксӗмӗрӗн тӳпене хушӑпӑр.

к тому же мы с Ильмуком свою долю отдадим —

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӳпене ҫумӑр пӗлӗчӗсем хупӑрласа илнӗ пулас, ҫӑлтӑрсем таҫта пӗр хӗрринче кӑна хӑюсӑррӑн мӗлтлетеҫҫӗ.

Небо заволокли тучи. Лишь на одном его крае слабо мерцают редкие звезды.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗвел тӳпене хӑпарса ҫитсен тин вӑл ассӑн сывласа илсе аллисене саркаласа пӑрахрӗ, месерле ҫаврӑнса ӳкме хӑтланчӗ.

До обеда пролежал Ухтиван полсуток без признаков жизни, бледный, как полотно.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӑлтӑрсем те тӳпене шакӑрах тухса тулнӑ.

Звезды разгорались все ярче.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чи малтан тӳпене шӑналӑк пек карса илнӗ хулӑн пӗлӗтсем вӑранаҫҫӗ.

Первыми просыпаются густые темные облака.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вут пек хӗвел выляса Ҫӳл тӳпене хӑпарать; Хуллен-хуллен ярӑнса Кӑнтӑрлана сулӑнать.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сар чӗнтӗрпе пӗркенчӗ хурӑн, Ав, ҫулӑмланчӗ вӗрене; Йӑванчӗ пӗлӗт урӑм-сурӑм, Хупларӗ тарӑн тӳпене.

Куҫарса пулӑш

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫӗкленчӗ ҫулӑм, ав, вӑр-варрӑн, Ҫутатрӗ тӗксӗм тӳпене.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Каҫ тӳпене шӑналӑк карчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӳпене ак хӗвел анӑҫ Пӗветрӗ хӗп-хӗрлӗ сӑнпа.

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Тӑван кӗтес, ырӑ кӗтес! Мӗнле юрататӑп эпӗ сана, ҫак мӗнпур ҫырма-ҫатрана, тӑван вӑрманлӑ улӑха, ҫак чуна кӑмӑллӑн хумхантаракан тавралӑха, ӑна витсе тӑракан кӑвак тӳпене!» тенӗ пек мӑкӑртатаҫҫӗ ун тутисем.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑрла иртсен ҫанталӑк улшӑннӑ, тӳпене хура пӗлӗтсем карса илнӗ, ҫӗре чӗтретсе аслати авӑтнӑ, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Юлашкинчен тыл паттӑрӗсене сума суса янкӑр та мирлӗ тӳпене фейерверк тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑпа ялкӑштарнӑ, ҫынсем стела умне чечексем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Тӳпене шурӑ кӑвакарчӑнсем вӗҫсе хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Тӳпене шурӑ кӑвакарчӑнсем вӗҫсе хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Тулӑ пуссинче тӑри сассисем вӗҫӗ-хӗррисӗр янраҫҫӗ, кӑвак тӳпене ҫӳле-ҫӳле хӑпараҫҫӗ те, апӑршасем, сасартӑк аялалла тырпул ӑшне чӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех