Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗтре вара тӳпене, тавракурӑма хупӑрласа ҫӑралсах пычӗ, вӑл пӑрахута та хупласа илчӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Часах хумсем ҫинче унӑн ҫурри, унтан вара — вӑл сапакан пайӑркасем ҫеҫ курӑна пуҫларӗҫ; пӗтӗм анӑҫ хӗрелсе кайрӗ те хумсем ӑҫта пӗтни те, тӳпе ӑҫта пуҫланни те палӑрми пулчӗ: хумсене те, тӳпене те пӗр пекех ҫутатакан хӗрлӗ хӗм майӗпен сӳнсе пычӗ; океан, каҫхи кӗлӗ тунӑ пек, пӗр майлӑн та ҫепӗҫҫӗн мӑкӑртатать.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫанталӑк тӗтреллӗрех тӑрать, тӳпене пӗлӗтсем хупласа илнӗ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑрансан колыбан хуп-хура хуралнӑ, тӗтӗмпе вараланнӑ тупине курчӗ, ун варринче ҫаврака шӑтӑк, каҫхи тӳпене ун витӗр вучах ҫулӑмӗ ялкӑшса тухать.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Дамба хӗрринче, Тиссӑн ку енчи ҫыранӗнчи пекех, Карпат тирекӗсен речӗ ешерет, вӗсем те кунтисем пекех лаштра, вуллисемпе тӳпене ҫӗкленнӗ.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тӗксӗм кӑвак тӳпене пирвайхи ҫап-ҫутӑ та чӗтревлӗ ҫӑлтӑр тухсан, рота, пӗр ҫӗре пухӑнса, ҫула тухрӗ.Когда в темной синеве неба появилась ясная и дрожащая первая звезда, рота двинулась в путь.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хавас куҫӗсем вылянса тӑраҫҫӗ, Тисса ҫине, тӳпене, виноград тайлӑмӗсем ҫине, ирхи хӗвел ҫутатнӑ тусем ҫине сике-сике ӳкеҫҫӗ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Белограй, вӑйлӑ аллисене пуҫ айне хурса, каллех выртрӗ, унтан тӳпене, пӗр вырӑна, тинкерсе, калаҫма пуҫларӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тинӗссенче шыв вӗри пулнӑ-ха; ҫӑра сывлӑшра пӑс нумай пулнӑ: тӗксӗм пӗлӗтсем, тӳпене час-часах картласа илсе, Хӗвеле нумайччен хупласа тӑнӑ; тӗттӗм кунсемпе хура ҫӗрсене ҫутатса, вӗҫӗмсӗрех ҫиҫӗм ҫиҫнӗ.
3. Ҫӗр хуппинче тикӗс мар вырӑнсем пулса каяҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫапла калаҫса пынӑ май хамӑр Кунцево патне ҫывхарнине сисмен те, — тӳпене пӗлӗтсем хупӑрласа илнине те, ҫумӑр пуҫтарӑннине те асӑрхаман.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хутран-ситрен инҫетре ҫиҫӗм ҫиҫсе илет, вӑйсӑррӑн кӗрлени илтӗнет, вӑл ерипен вӑйлансах, ҫывхарсах пырать, кассӑн-кассӑн пӗтем тӳпене янӑратса кӗмсӗртетет.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хамӑр кил-ҫурт умӗнчи улӑха, садри ҫӳлӗ ҫӑкасене, тап-таса пӗвене, ун тӗлӗнче явӑнакан чӗкеҫсене, витӗр курӑнакан шурӑ пӗлӗтсем чарӑнса карса илнӗ кӑвак тӳпене, шӑршӑ сарса ларакан ҫӗнӗ утӑ капанӗсене аса илтӗм, манӑн пӑлханса кайнӑ кӑмӑл-туйӑмра татах та нумай ырӑ асаилӳсем мӗлтлетрӗҫ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Гриша та столовӑйра, анчах уйрӑм сӗтел хушшинче апатланать; хӑйӗн турилкки ҫинчен куҫне илмест, хушӑран ассӑн сывлать, питне куҫне хӑрушшӑн йӗре-йӗре пӑрахать тата хӑй тӗллӗн тем пакӑлтатать: «Шел!.. Вӗҫсе кайрӗ… вӗҫсе хӑпарӗ кӑвакарчӑн тӳпене… ах, чул вӗт вилтӑпри ҫинче!..» т. ыт. те.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юрӑ хыттӑнрах та хыттӑнрах янӑрама пуҫларӗ, ун сассине сӑртсем ярса илчӗҫ, вӑл вара, инҫете-инҫете сарӑлса, январьти сивӗ те тӗттӗм, ҫӑлтӑрсемсӗр тӳпене вӗҫрӗ.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эсӗ хавасланма пачах та пӗлместӗн, — терӗ Уча, месерле выртнӑ май хура тӳпене йӑл кулса пӑхса.Как это ты радоваться не умеешь? — сказал Уча, лежа на спине и улыбаясь темному небу.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Часах тӳпене пӗлӗтсем пӗтӗмпех хупӑрласа илчӗҫ те, ӑшӑ ҫумӑр ҫума тытӑнчӗ.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Пирӗн ыранах ачасене илме каймалла — пирӗн тӳпене вунӑ ҫын лекет.— Нам нужно завтра же поехать за детьми — на нашу долю приходится десять человек.
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӑнчӑсем сарӑлаҫҫӗ, тӑсӑлаҫҫӗ, унтан тем пысӑкӑш вут ункӑ пулса, пӗтӗм тӳпене ҫавӑрса илчӗҫ вӗсем.
Тавыль пурнӑҫӗнчи улшӑну // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӑвна пӑртак та пулин поляр ҫынни тесе шутлатӑн пулсан, тӳпене пӑх.
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тӳпене хура-хӑмӑр пӗлӗтсем хупласа илме тытӑнчӗҫ.
«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.