Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӳпене (тĕпĕ: тӳпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та ташӑ-юрӑ хӗрсе кайнӑ самантра хӗвел хупланчӗ, пӗтӗм тӳпене хура пӗлӗтсем хупӑрласа илчӗҫ: ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтса таврана кисрентерет — тӗнче пӗтнӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Каҫхине вара, 21 сехетре, чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем хутшӑннипе уяв концерчӗ пулӗ, 23 сехетре тӳпене уяв фейерверкӗ ҫутатӗ, ун хыҫҫӑн дискотека пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешӗмӗрсем, килсе курсамӑр уява! // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/419-e ... am-r-uyava

Тӳпене сийлӗ пӗлӗтсем хупласа тӑраҫҫӗ — вара темиҫе кун хушши ҫумӑр пӗрӗхсе тарать.

Небо заволакивается слоистыми облаками — и тогда по нескольку дней моросит дождь.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи ҫил пулсан, ҫанталӑк ӑшӑтать, тӳпене хура пӗлӗтсем хупласа илеҫҫӗ.

При юго-западном ветре внезапно теплеет, небо покрывается облаками.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Акӑ пӗлӗтсем кӑвак тӳпене пӗтӗмпех хупласа илнӗ.

Темные тучи заволокли все небо.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Урса кайнӑ пекех таҫта чупакан пӗлӗтсем тапхӑр-тапхӑр тӳпене талккишпех хупласа хураҫҫӗ, тапхӑр-тапхӑр сирӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӳпене хӑмӑр пӗлӗт карса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мероприятире салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ, хут кӑвакарчӑнсем ӑсталанӑ, Беслан хулинчи терактра вилнисене асӑнса тӳпене кӑларса янӑ.

В ходе мероприятия также были обсуждены вопросы гуманитарной помощи для солдат и изготовлены бумажные голуби и выпущены в небо в память о жертвах теракта в г. Беслан.

Терроризм - этемлӗхе хирӗҫ пыракан усал // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... al-3417871

Тӳпене ҫӑлтӑрсем карса илсен те юрӑ-кӗвӗ таврара янраса тӑчӗ, тӗрлӗ ҫӗртен килсе ҫитнӗ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑранӑ // Марина ВОЛКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%8e%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ҫапла маншӑн ҫав кун тепӗр ҫутӑ ят тӳпене хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тӗп хуларан ларса килнӗ хӑнасем парашютпа сикнӗ хыҫҫӑн тӳпене вырӑнти десантниксем ҫӗкленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уява тӳперен парашютпа сиксе кӗтсе илчӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... b%d1%87ec/

— Паян ҫӗрле эсир тӳпене вӗҫсе хӑпаратӑр тенӗ унта.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӗвеле ылмаштарса ҫӗрлехи тӳпене хураллама ҫавра уйӑх тухни паҫӑрах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӳпене тӑхлан тӗслӗ пӗлӗтсем карса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Нарӑс хӗвелӗ тӳпене чылай хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӳпене талккӑшпех ҫӳхе шурӑ чатӑр пек пӗлӗт хупӑрласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӳпене шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ун витӗр — кӑвак тӳпене шултра куҫлӑ марлӗпе карса хунӑ пек — ҫумӑр хӗвелӗн пайӑркисем ним чӑрмавсӑрах кӗреҫҫӗ те ҫав тери пӗҫертеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чӗнсе илнӗ те вӑл тӳпене, ҫырмасенче шыв юхтӑр тесе ыйтнӑ.

Обратился он к небу, попросил, чтобы по оврагам потекла река.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Ҫак тапхӑрта ирӗке кӑларнӑ Донбаса гуманитари пулӑшӑвӗ яни те эпир Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫе хамӑрӑн тӳпене хывнине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех