Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иксӗре (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сире иксӗре те меллӗрех пулӗ — пӗр-пӗрин патне чупмалла пулмасть.

Лучше будет обоим вам — не бегать друг к другу.

VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Ак ҫакӑ кровать сире иксӗре, эрне пуранма икӗ доллар тӑрать, — тенӗ вӑл.

— Вот эта кровать, — сказал он, — стоит вам два доллара в неделю.

VII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

— Ку сире Аполлонпа иксӗре те сахал!

— Такого количества вам с Аполлоном и на двоих не хватит!..

Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ан манӑр: хӑвӑр именине мӗн чухлӗ хаклӑрах сутатӑр, сире иксӗре тата сирӗн ачӑрсене ҫавӑн чухлӗ ытларах лекӗ.

Не забудьте: чем вы дороже продадите имение, тем больше останется вам обоим — и вашим детям.

XXXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Ну, юрамисӗр ача, сывал кӑна, пӑркӑчлӑп-ха сана, иксӗре те унашкал хӑтланма пӑрахтарӑп!

Ну, негодник этакий, вот только выздоровеешь, я уж за тебя примусь, повыбью из вас обоих всякую чертовщину!

Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Мери Джейн мисс вӑл пӳлӗме сире герцогпа иксӗре кӑтартнӑ хыҫҫӑн эпӗ ун ҫывӑхне те пыман.

Я даже и не подходил к вашей комнате, после того как мисс Мэри-Джейн показывала ее вам и герцогу.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Сударыня, — чӗтрекен сассипе каларӗ мисс Грант, — сире мистер Гленарванпа иксӗре тав тумашкӑн манӑн сӑмахӑм та ҫитмест.

— Сударыня, — с дрожью в голосе сказала мисс Грант, — у меня нет слов для того, чтобы выразить свою благодарность вам и мистеру Гленарвану!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Иксӗре лайӑх пулсан пӗлӗтре, мӗншӗн манӑн чӑрмантарас?

Если вам вдвоем будет хорошо на небе, зачем останавливать, противиться?

Ҫиччӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

«Эпӗ кӑна иксӗре те калатӑп», — тесе пӑшӑлтатнӑ вӑл вӗҫӗмсӗр, — хӑех хушса хучӗ.

«Я вам это обоим говорю, — беспрестанно шептал он, — сама прибавила.

XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эпӗ кӑна иксӗре те калатӑп.

Я вам это обоим говорю.

XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Ҫук, эпӗ ӗнерех Луизе фрауна пыратӑп тесе сӑмах панӑччӗ тата эпӗ сире иксӗре лайӑхрах пулӗ тесе шутларӑм: Н. господин (вӑл ман ҫине кӑтартрӗ) сана тата мӗн те пулин каласа парӗ.

— Нет, но я вчера еще обещала фрау Луизе побывать у ней; притом же я думала, вам будет лучше вдвоем: господин Н. (она указала на меня) что-нибудь еще тебе расскажет.

IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Сире иксӗре пӗрле кичем марччӗ-ҫке!

Вам вместе всегда было интересно!

Вуннӑмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

Вӗсем укҫаллӑ, иксӗре те пӗрле илсе кӗрӗҫ…

У дяди наверняка есть деньги, увидит вас и проведёт с собой…

Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.

Виҫӗ кун сире нимӗнпе те уйӑраймӑн, тӑваттӑмӗш кун ҫапӑҫатӑр та, вара сире иксӗре те учительсен пӳлӗмне ертсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Тепӗр хут аса илтеретпӗр: кӑмӑлу пур-тӑк — кала, иксӗре те самантрах куҫарса килетпӗр.

Еще раз напоминаем: пожелай — и мы мигом перевезем вас сюда.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пурнӑҫ йывӑр халӗ, сире аннӳпе иксӗре ҫеҫ пурӑнма май килмест — пӗтетӗр кил хуҫисӗр.

Ноне жизнь крутая, и вам с матерью одним нельзя — пропадете без хозяина.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун пек-тӗк, аннӳпе иксӗре те пӗр кун та тытмастӑп.

Я вас тогда с матерью и дня держать не стану.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ сире, Сережкӑпа иксӗре, леш полустанокра инкекрен ҫӑлнине аса илтӗн пулмалла?

Небось припомнил, как я тебя и Сережу из беды выручила на том полустанке?

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку иксӗре.

Это обоим.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ сире иксӗре ҫак ӗҫе хӑвӑр ҫине илме ыйтӑттӑм…

Очень прошу вас обоих взять это дело на себя.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех